Вторник, 16 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ыйтусене тĕп инспекторпа пĕрле тишкерчĕç

Ыйтусене тĕп инспекторпа пĕрле тишкерчĕç

    Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров район администрацийĕнче граждансене харпăр ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Унта çавăн пекех Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Павел Порфирьев, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Максим Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Канаш хулипе район прокурорĕн пулăшуçи Сергей Валерьянов хутшăнчĕç.
    Çынсем ял территорийĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе пулăшу кÿме ыйтаççĕ. Сăмахран, «Çĕрпÿ — Ульяновск» автоçултан Калиновка ялне çити асфальт çул тумалла. «Шăхасан — Калинино» — Малти Тукай — Чăнкăвар выççăлкки автоçула, Шăхасан салинче вара шыв валеçекен тата шывпа тивĕçтерекен сетьсене (аварисем час-часах пулнăран) тĕпрен юсамалла.

    Сергей Артамонов министр палăртнă тăрăх, паян ял инфратытăмĕпе çыхăннă чылай ыйтăва ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн татса пама пулать. Пурнăçа кĕртмелли проектсене Раççей Ял хуçалăх министерстви суйласа илет. Проектри тĕп енсенчен пĕри вăл е ку территорире ял хуçалăх производствине е ял хуçалăх продукцине тирпейлекен производствăна аталантарасси.
    Йышăну кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Геннадий Семенович регионти влаç органĕсен предствавителĕсене тивĕçлĕ мерăсем йышăнма сĕнчĕ, çÿлерех асăннă ыйтусене çирĕп контроле илессине каларĕ.
    Çак кунах РФ Патшалăх Думин депутачĕ Игорь Моляков райадминистраци пуçлăхĕпе В. Степановпа тĕл пулчĕ. РФ МЧСĕн Тĕп управленийĕн начальникĕ Валерий Зеленин Владимир Николаевича «ХХХ лет МЧС России» медальпе наградăларĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *