Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ырă ят ырми-канми ĕçре туптанать

Ырă ят ырми-канми ĕçре туптанать

  • Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар, теççĕ халăхра. Кашни çын утса тухнă пурнăç çулне хăйне евĕр хаклать. Пĕри ĕмĕр тăршшĕпе пухнă мулĕпе виçет, тепри сумлă ĕç вырăнĕнче курать, виççĕмĕшĕ — хăйĕн ăсĕ-чапĕнче, тăваттăмĕшĕ ачи-пăчине ăс парса çĕршыва юрăхлă çын тунипе мăнаçланать тата ытти те.

    Кирек мĕнле ырă ята та ырми-канми ĕçре çĕнсе илмелле. Пирĕн районта ĕçпе чапа тухнă çын чăнласах та сахал мар. Çак кунсенче вĕсенчен пĕрне, Роза Васильевна Петровăна, район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче чысларĕç.
    Роза Васильевна нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче 85 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак сумлă çуралнă кун ячĕпе юбиляра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов, районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов тата район чапне çÿле çĕклессишĕн пĕрле ырми-канми вăй хунă ĕнерхи ĕçтешĕсем саламларĕç. Сергей Николаевич ветерана Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне тата хаклă парне парса чысларĕ.
    Халĕ Роза Васильевнăн пурнăç çулĕпе кĕскен паллашар. Вăл Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Унтан Ленинградри Парти шкулĕнче пĕлĕвне малалла аталантарнă. 1959-1962 çулсенче Мордва Республикинчи Мельницкий районне кĕрекен Калинин ячĕллĕ колхозра агроном пулса ĕçленĕ. Чăваш Ене таврăнсан района пахалăхлă ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерессине пăхса тăракан аслă инспекторта тăрăшнă. Депутат тивĕçне те ăнăçлă пурнăçласа пынă. Ăна пархатарлă ĕçĕшĕн тĕрлĕ наградăпа чысланă. Пирĕн район Роза Петровăпа чăнласах та мăнаçланать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *