Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çырура кăçал тумалли тĕп задачăсене палăртнă

Çырура кăçал тумалли тĕп задачăсене палăртнă

  • Нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. 2021 çулхи ĕçе — патшалăх политикин çул-йĕрне — никĕслекен документри тĕллевсем пирки пĕлтернине итлеме Оперăпа балет театрне Чăваш Ен Правительствин членĕсем, Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, общество деятелĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, ыттисем пухăннă.

    Çыру тĕплĕ те питĕ анлă. Вăл республикăн пĕтĕм сферине пырса тивет. Олег Алексеевич чи малтанах Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи аталанăвне тишкерчĕ, пĕтĕмлетрĕ. Çавăн пекех ку çул валли тĕллевсем лартрĕ. Вĕсем сывлăх сыхлавĕпе, халăха социаллă пулăшу кÿрессипе, экономика тата вĕренÿ ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Çавăн пекех ял тата ял хуçалăх аталанăвĕ пирки те нумай каларĕ. Палăртма кăмăллă, ял тăрăхĕсенче юлашки вăхăтра ырă ĕç нумай тунă, малашне те пулса пырĕ. Инвестици проекчĕсем пурнăçланĕç, çул-йĕр тăвас, юсас, культурăпа вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнетес енĕпе те малалла ĕçлĕç.
    «Канаш» социаллă пурнăçпа экономика хăвăрт аталанакан территорире (ТОСЭР) халĕ виçĕ резидент, çĕнĕ 120 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Пĕрремĕш черетри индустри паркĕсен Шупашкарти территорийĕнче пилĕк предприяти ĕçлет. Кăçал унта тата икĕ производство уçăлать. Паллах, преференциллĕ зонăсен потенциалĕ ытлараххи куç кĕрет», — терĕ Олег Алексеевич. Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерствине кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăх вĕçлениччен ТОСЭРа ĕçсен переченне анлăлатма заявка хатĕрлеме хушрĕ.
    О. Николаев вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Республикăра ĕçлекен халăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ çак тытăмра тăрăшать, регион бюджетне кĕрекен тупăшăн 30 процентне предпринимательлĕх субъекчĕсем кÿреççĕ.
    Регион Пуçлăхĕ республикăри кашни муниципалитетăн инвесторсемшĕн илĕртÿллĕ пулмаллине каларĕ: «Çакна валли актуаллă инвестици порталĕ валли районăн инвестици паспорчĕсене хатĕрлесе çитермелле. Кирек мĕнле инвестор та онлайн майпа муниципалитетра вăл е ку бизнес-проекта аталантармалли мĕнпур майсене те курма пултартăр».
    «Администрацисемпе Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин санкцилемен свалкăсем уçассине асăрхаса тăмалла. Ку тĕллевпе Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин муниципаллă влаç органĕсемпе кăна мар, обществăлла пĕрлешÿсемпе те, уйрăм хастарсемпе те тачă хутшăнса ĕçлемелле», — терĕ Олег Николаев. Çÿп-çапа уйрăм пуçтарас ĕçе йĕркелессине хăвăртлатма хушрĕ.
    Çырура кашни сферăри йывăрлăхсене уçăмлатрĕ, вĕсене мĕнле майпа татса парассине каласа кăтартрĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пулăшнипе республикăри районсенчи 10 поликлиникăна юсаса çĕнетнĕ. Йывăр чирлĕ çынсене республикăн тĕп больницисене илсе çитерме санитари авиацине хута кĕртнĕ. Шупашкарта тата Улатăрта вертолет анса лармалли икĕ лапам пур. «Ростех» патшалăх корпорацийĕ пулăшнипе республикăра нумай функциллĕ клиника больници тума пуçлаççĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне çĕнетес ĕç районти поликлиникăсене те пырса тивĕ. Канаш районĕн- че те çĕнĕ поликлиника пулĕ. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме пуçланă.
    Ял хуçалăхĕнче вара, Çырура палăртнă тăрăх, çĕнĕ технологисене вăя кĕртĕç, патшалăхăн пулăшăвĕпе анлă усă курма майсем туса парĕç. Экспорт тĕллевлĕ продукци туса кăларни предприятисен тупăшне пысăклатать. Олег Алексеевич çакна палăртрĕ: ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ ÿссех пырать — 36 миллион доллара çитнĕ, тавар тĕнчери 37 çĕршыва каять. АПК производстви пĕлтĕр 105 процентпа танлашнă, анчах кунпа çырлахма юрамасть. Тĕллев — кашни гектарăн тухăçне пысăклатасси. «Хальлĕхе вара хăш-пĕр организаци гектартан 10-11 пин тенкĕлĕх продукци туса илет, чи лайăх хуçалăхсем — 400 пин тенкĕ таран», — терĕ республика ертÿçи.
    Çырура социаллă çăмăллăхсен теми те вырăн йышăннă. Иртнĕ çул «вăрçă ачисен» статусне çирĕплетнине аса илтерчĕ. Малашне вара çак статусăн укçан виçекен енĕ Те пулĕ: республика бюджетне пирвайхи хут тÿрлетÿ кĕртнĕ чухне çакна шута илме хушрĕ. «Вăрçă ачисем» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курĕç.
    Çырури тĕллевсем уçăмлă. Вĕсем халĕ кашни ертÿçĕшĕн, кашни çыншăн ĕç йĕрки пулса тăма тивĕç.

Николай Малов,
РФ Патшалăх Думин депутачĕ:


    — Чăваш Ен Пуçлăхĕн пĕрремĕш Çырăвĕ ку. Унта вăл çулталăк хушши регион ертÿçи пулса тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ тесен те юрать — малтан тивĕçсене пурнăçлакан пек, унтан республикăра пурăнакансем суйланă ертÿçĕ вырăнĕнче, — малашлăха тĕллевсем лартрĕ.
    Иртсе кайнă çулталăкра чăнах та нумай ĕç тунă. Йывăрлăхсене пăхмасăр сывлăх сыхлав, культура, вĕрентÿ, спорт тытăмĕсенче çĕнĕ объектсем хута янă. Хальчченхи пулăшу тĕсĕсене сыхласа хăварнă, çĕннисене çирĕплетнĕ. Çулталăкри чи пысăк пулăмсенчен пĕри — Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине 2035 çулччен аталантармалли Стратегие йышăнни. Ку вăл шутласа тунă ĕçсен çирĕплетнĕ планĕ. Унта çивĕч ыйтусене, вĕсене мĕнле татса памаллине, аталану çул-йĕрне пĕтĕмпех çутатса панă.
    Олег Николаев хăйĕн Çырăвĕнче Стратегири положенисене уçăмлатрĕ, пысăк тĕллевсем лартрĕ, вĕсене республикăри мĕнпур влаç органĕсен, муниципалитетсен, промышленность предприятийĕсен, предпринимательсен — Чăваш Енре пурăнакансен пĕрлехи вăйĕпе пурнăçа кĕртме пулать.

 

Алла Салаева,
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ  вĕренÿ министрĕ:


    — Регион ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче вĕренÿ системи кашни ачана аталанма условисем туса пама, педагогсен квалификацине ÿстерме тивĕç пулмаллине палăртрĕ. Çакна валли вĕрентĕвĕн пĕтĕм системине модернизацилемелле. Кашни ÿсĕмех пысăк тимлĕх уйăрмалла. Паян республикăра 3 çул тултарнă ачасене пурне те ача садне вырнаçтарнă. Тепĕр утăм — виçĕ çултан кĕçĕнрех пепкесем валли ясли ушкăнĕсене ÿстересси.
    Шкул ачисен вĕсен ăçта пурăннине шута илмесĕрех — республикăн тĕп хулинче-и е пысăках мар ялта — тивĕçлĕ пĕлÿ илме пултармалла. Малашнехи çулсенче эпир хуласенче те, ялсенче те çĕнĕ шкулсем тăвăпăр. Унсăр пуçне 252 вĕренÿ учрежденине юсăпăр. Ĕçсене пурне те комплекслă тăвăпăр: шкул çуртне кăна мар, ун таврашĕнчи территорие те тимлĕх уйăрăпăр.

 

Светлана ВАСИЛЬЕВА,
Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕн директорĕ:


    Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне тимлĕ итлерĕм. Олег Алексеевич регионти паянхи лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăрать. Вăл Çырура пур ене те пырса тивекен ыйтăва уçăмлатса пачĕ. Эпĕ хам вĕрентÿ системинче ĕçленĕрен мана çак сферăра пăхса хăварнă улшăнусем уйрăмах кăмăла кайрĕç. Ял тăрăхĕсенче ытларах «Точка роста» центрсем уçма палăртни питĕ пĕлтерĕшлĕ, ку пире, шкул ĕçченĕсене, çĕнĕлле ĕçлеме май парать. Чăваш чĕлхине аталантарас пирки уйрăммăн чарăнса тăни, çакăн валли условисем йĕркелеме палăртни те питĕ кирлĕ те тĕрĕс ĕç тесе шутлатăп. Çаксем пурте пирĕн сферăна çĕнĕ варкăш кĕртĕç. Çĕнĕ шкулсем тума пăхса хăварнине те хапăл туса йышăнатăп. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ пирĕн çĕнĕ шкулăн строительстви те пурнăçа кĕрессине чунтан шанатпăр, кĕтетпĕр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *