Среда, 4 декабря, 2024
Главная > Публикации > Вăрçă паттăрĕн ячĕ манăçа ан тухтăр

Вăрçă паттăрĕн ячĕ манăçа ан тухтăр

  • Эпир Раççей кун-çулĕн паллă тапхăрĕсене хутшăннă çынсемпе чăннипех те мухтанатпăр, вĕсен ырă ĕçĕ-хĕлĕ нихăçан та çухалмĕ, манăçмĕ.

     1904-1905 çулсенче вырăс тата яппун вăрçинче палăрнă «Варяг» крейсер çинчен сахал мар вуланă, анчах та хамăр тăрăхра ÿссе çитĕнсе Чăваш Ен, Раççей шăпинче палăрнă çынсен, паттăрсен пурнăçĕ çинчен питĕ сахал пĕлетпĕр.
     Вăтапуç салинчи пĕр çурт умĕнчи мемориал хăми çинче «В этом доме проживал участник русско-японской войны 1904-1905 гг. командор крейсера «Варяг» Зиновьев Конон Зиновьевич» тесе çырнипе вуласа паллашма пулать.
     К. Зиновьев 140 çул каялла нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă пулнă. 1901 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче çирĕм-ри каччăн салтака кайма ят тухнă. Конон патшан тинĕс çарне лекнĕ. Чÿк уйăхĕнче ăна флотри 4-мĕш тинĕс экипажне илнĕ, 1902 çулхи ака уйăхĕнче иккĕмĕш статьяри матрос, 1903 çулхи авăн уйăхĕнче командор званисене панă.
     1902-1903 çулсенче Конон Зиновьев Балти тинĕс çарĕнче ăсталăхне туптанă, каярах «Варяг» крейсер çинче ют çĕршывсенче пулса курнă.
     1903 çулхи раштав уйăхĕнче крейсер Кăнтăр Корейăри Чемульто хули çывăхĕнче ишнĕ. «Варяга» пĕрремĕш рангри капитан Всеволод Федорович Руднов ертсе пынă.
     1904 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче яппун эскадри Порт-Артур хули çывăхĕнче тăшманран сыхлакан вырăс тинĕс карапĕсем çине тапăннă. Çак тан мар çапăçура чылай вырăс карапĕ сиенленнĕ, тăшман ункине «Варяг» та çакланнă.
     1904 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче 11 сехет иртсен крейсер хĕрÿ çапăçăва кĕнĕ. Всеволод Руднов йывăр тăхлан çумăрĕ витĕр Порт-Артур çывăхне çитме тĕллев лартнă. «Варяг» пĕр утрав çывăхĕнче тăшманăн икĕ крейсерне юрăхсăра кăларнă, пĕр миноносеца шыва путарнă, хăй те çухатусем тÿснĕ. Экипажри 570 çынран 34-шĕ вилнĕ. Крейсер командирĕ Руднов капитан пирĕн ентеш çинчен çапла çырнă: «…Командор Конон Зиновьев не имел возможности стрелять из своей пушки, так как расстояние было слишком велико, он перешел к 6-ому орудию, у которой убиты были оба командира, и занялся под огнем исправлением подбитого орудия. Заменил сбитый кормовой флаг…» Тан мар çапăçу хăвачĕ нумайăшне тинĕс хумĕсем çине кăларса ывăтнă. Вăл шутра пирĕн ентеш те пулнă, вĕсене ют çĕршыв карапĕсем çăлнă.
     Конон Зиновьев акăлчансен «Толобей» крейсерĕ çине лекнĕ. Кайран ăна ÿпке чирĕпе йывăр чирленĕскерне, çывăхри госпитале илсе çитернĕ. Каччăна тăваттăмĕш степеньлĕ Георгий хĕресĕ, икĕ çар медалĕ, ятне çырнă хаклă кĕмĕл сехет парса чыс тунă.
     Тепĕр икĕ çултан паттăр Вăтапуç салине таврăннă. Çывăх тăванĕсене пурне те моряк тумĕ парнеленĕ. Ăна вĕсем пысăк уявсенче кăна тăхăннă.
     Конон Зиновьевич Кушăк ялĕнчи Мария Арсентьевнăпа çемье çавăрнă. Кĕçех вĕсен хĕр çуралнă, ăна Евгения ят панă. 1908 çулта Федор, 1914 çулта Василий çут тĕнчене килнĕ.
     Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан Конон Зиновьевăн каллех тинĕс çар флотне кайма ят тухнă. Шăпа ăна Петроградри иккĕмĕш Балти тинĕс флотне илсе çитернĕ. Вăл пĕр митингра Ленин калаçнине те тимлĕн итленĕ.
     1919 çул вĕçнелле Конон Зиновьевич платниксен ĕç хатĕрĕсемпе лăк тултарнă чăматанпа таврăннă. Вăл ял халăхне çав хĕрÿ вăхăтсенчи йывăр çулсем çинчен каласа пама юратнă, юхăннă кил-çуртне юсаса çĕнетнĕ. Çемьене Агреппинăпа Саша хĕрĕсем тата Григорий ывăлĕ хушăннă. Кĕçĕн ывăлĕ çуралсан тепĕр тăватă çултан ашшĕ çĕре кĕнĕ. Ун чухне вăл 44 çулта пулнă.
     2005 çулхи çурла уйăхĕнче ял вулавăшне Конон Зиновьевичăн мăнукĕсем килсе кайнăччĕ. Вĕсем паттăр аслашшĕн вил тăпри çине асăну палăкĕ лартас тĕллевлĕччĕ. Эпĕ тăванĕсене салан кивĕ масарне илсе кайса кăтартрăм, хăш вырăнта пытарнипе кăсăкланчĕç. Вил тăпри вырăнне халĕ те татăклăн пĕлместпĕр.
     Хĕветĕр пиччен ывăлĕ Анатолий Конон Зиновьевич çинчен каласа кăтартни асрах. «Асатте утă уйăхĕнчи пĕр шăрăх кун типĕ утă тиенĕ лава пĕчченех картишне тÿнтернĕ, çав вăхăтра хырăмне амантнă. Шăп çав кун çуллă така яшки çинĕ те çăлран сивĕ шыв ĕçнĕ. Унăн варĕ хытса ларнă. Ăна пульницана илсе кайнă, анчах та çăлса хăварайман».
     Вăтапуç тăрăхĕ «Варяг» крейсер командорĕпе Конон Зиновьевпа мухтанать, вăл пурăннă урам паттăр ячĕпе хисепленет.

Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *