Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Медальсене тивĕçнĕ

Медальсене тивĕçнĕ

  • Сăн ÿкерчĕкре Г.Н. Смирнов ячĕллĕ Ача-пăча спорт шкулĕн вĕренекенĕ Виктория Павлова.
         Шупашкарти Sport Life спортпа экипировка центрĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ республика ăмăртăвĕнче йĕлтĕрпе чупса иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ вăл.
    Чăваш Енри районсемпе хуласенчен, çавăн пекех Раççей регионĕсенчен (Ульяновск облаçĕ, Мари Эл, Саха (Якути) хутшăннă 22 команда йышĕнчи 200 спортсмен старта тухнă.
         Ăмăртусем Олимп резервĕсен 2-мĕш шкулĕнче иртнĕ. Пĕрремĕш кун медальсен ултă комплектне выляттарнă, йĕлтĕрçĕсем классика мелĕпе чупса тупăшнă. Пирĕн район спортсменĕсен кăтартăвĕсем япăх мар пулнă. Асăннă спорт шкулĕн вĕренекенĕ Виктория Павлова 3-мĕш вырăн йышăннă. Тренерĕ — Владимир Никоноров.
         Иккĕмĕш кунне коньки мелĕпе чупса тупăшнă. 2007-2008 çулсенче çуралнă хĕрачасен хушшинче 3 километрлă дистанцире Виктория Павлова 2-мĕш вырăна тухнă. Çапла майпа Вика кĕмĕл тата бронза медальсен хуçи пулса тăнă.
         Наградăсем панă çĕре Чăваш Республикин Йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн председателĕ Сергей Скоросуев, Sport Life центрăн представителĕсем — йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕ Евгений Марунов тата биатлон енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ Денис Салдимиров хутшăннă.

Дмитрий ВАСИЛЬЕВ,
физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code