Вторник, 4 октября, 2022
Главная > Публикации > Артем, халĕ эсĕ Грачевский вырăнне

Артем, халĕ эсĕ Грачевский вырăнне

  • TikTok вăй илсе пырать. Вăл халăх хушшинче пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пынине асăрхамасăр, йышăнмасăр май çук. Паллă тиктокерсем валли уйрăм çуртсем уçаççĕ, вĕсемпе Раççей çăлтăрĕсем «туслашма» тăрăшаççĕ, вĕсен аккаунчĕсенче реклама вырнаçтарассишĕн бизнес пысăк укçа кăларса хума хатĕр. Акă пĕчĕк кăна статистика — çулталăк çурă TikTokра ĕçлесе Даня Милохинăн страницине 8,6 миллион çын çырăннă. Рахим Абрамовăн аудиторийĕ — вунă миллиона яхăн. Çакăн пек ăнăçлă ĕçлекен паллă тиктокерсем нумаййăн-и пирĕн?

     Ак ку вара мĕнле пек; Чăваш журналисчĕ Артемий Мясников патне, @artemymyasnikov, çĕнĕ çулхи каникулта пилĕк кунра — асăрхăр! — 50 пин çын çырăннă. Паян унăн 77 пин те 700 подписчик, «лайксен» пĕтĕмĕшле хисепĕ — 650 200. Унăн чи анлă сарăлнă роликне 5 миллион хутчен пăхнă, 336 пин «чĕре» лартнă!
Çакăн пек çитĕнÿ патне мĕнле çитмелле?
     Артемăн фильмĕсем ыттисенчен хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Чи малтанах — сюжет, экспозици, ĕç-пуç аталанса пыни, кульминаци… Кун пек чухне Артем сценарист вырăнне йышăнать, кашни япалана шутласа тăвать. Тепĕр фишка — сюжетсен темисем. Ытларах чухне ялти кашни çыннăн чунне çывăх историсем… Чылай чухне — ăса вĕрентекеннисем.
     Артемăн пулăшу команди те пур — тăван Яманкасси ялĕн çыннисем, вĕсем кирек мĕнле рольте те выляма, унăн кирек мĕнле идейине те пурнăçа кĕртме хатĕр. Çапла вара Артем — сценари авторĕ, режиссер, оператор, продюсер, монтажер… Чăннипех те талантлă, ĕçе чунĕпе парăннă çын. Унăн сюжечĕсем, геройĕсем асра юлаççĕ, вĕсене юратма пуçлатăн… Качака путеккине ĕмкĕчпе сĕт ĕçтерекен чăваш тумĕллĕ хĕрачана мĕнле юратмăн-ха? Ĕне сăвакан чипер хĕрача кураканăн кăмăлне мĕнле ан килтĕр тата; Акă кинемей çăм арлать, урайĕнчи кушакĕ йĕке вĕçĕпе вылять. Çак сюжета курсан нумайăшĕ хăйĕн ачалăхне, кукамăшĕ-асламăшне аса илет… Ку историсем ырă кăмăл-туйăм çуратаççĕ!
     Акă тата çамрăк çемьесемшĕн çывăх йăлари сюжет. Арăмĕ килти кулленхи ĕçсемпе аппаланать: япала çăвать, тирпейлет, якатать. Упăшки вара йывăр ĕç кунĕ хыççăн канма васкать. Арăмĕ розеткăна юсама ыйтать, упăшки вара компьютер экранĕнчен куç илмест. Телефон шăнкăртатать. Арçын пуçне çавăрмасăрах телефон кĕпçине ярса илет, анчах та алăра, ай-яй! — вĕри утюг. Çакна курсан шартах сикетĕн — арçыннăн питне вĕри утюг пĕçертсе илнĕ. Çакă хăйĕн ĕçне тăватех — упăшки виртуаллă тĕнчерен тухса розеткăна кайса юсать, пин-пин арçын валли ку усăллă урок пулчĕ.
     Е тата. Ялта урам хушшинчи çулсене юр шăлса лартнă — ватă кинемей çăл патне шыв ăсма тухаймасть. Шывсăр мĕнле-ха; Ырă çынсем пур! Çамрăксене çăл патне çул уçма, шыв ăсса кĕме вăхăт нумай кирлĕ-и; Вĕсем хăвăрт та тĕплĕ ĕçлеççĕ. Кинемей савăннине пытармасть, тутăр вĕçĕпе куççульне шăлать: «Тавах, ывăлсем, манран укçа илсемĕр!» — тет. Анчах та каччăсем хăйсем ăна укçа парса хăвараççĕ…
     Ку ролика 1 миллион та 300 пин çын пăхнă. Ăна куракансем пăлханса та тав туса çыраççĕ, хăйсен амăшне е кукамăшне аса илнине палăртаççĕ. Нумайăшĕ: «Эсир мана ачалăха илсе таврăнтăр», — теççĕ. Ялсенче ватăсене пулăшма пăрахман-ха, çамрăксен чунĕ хытман… Пурнăçра вара ку кинемейĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ: юратакан ачисем, мăнукĕсем тăтăшах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ… Киле шыв кĕрет-тухать. Ку видеоролика вĕсене валли ÿкермен. Ульха аппа Артемпа унăн командине чи кирлĕ шухăша — ырă чунлă пулмаллине! — пурнăçа кĕртме пулăшнă. Ăна вара совет саманинчи патшалăхсенче пурăнакансем те илтме пултарнă — тăватă пин ытла çын комментари çырнă.
     СНГ çĕршывĕсенче кăна мар, пĕтĕм тĕнчипех тесен те тĕрĕсех, хĕрпе паллашмалли, унран телефон номерне илмелли истори — лайфак — чи анлă сарăлнă сюжет пулса тăчĕ. Çак видео патне çырнă чи интереслĕ комментари: «Эсир манăн историе çырса кăтарнă — пулас упăшкапа эпир çакăн пек паллашнă!» Аса илтеретĕп, ку сюжета пилĕк миллион ытла çын курнă!
     «Канаш ен» хаçатăн журналисчĕ TikTokпа кăсăкланасси мĕнрен пуçланнă-ха; Малтанласа ку тема ăна интереслентермен, хă-йĕн ытамĕнчен кăлармасран шиклентернĕ те. Анчах пĕррехинче ачалăхри юлташĕсемпе тĕл пулнă та вăл мыскараллă кĕске видео ÿкерсе ăна TikTokа лартнă. Ялти илемлĕ çут çанталăка сăнлакан сюжет темиçе çыннăн кăмăлне килнĕ. Унтан Артем хăйĕн участокĕнче стройка пуçланă. Йĕкĕт хăй аллипе ăсталанă тĕлĕнмелле питĕркĕч мĕнле ĕçленине кĕске вăхăтрах питĕ нумай çын курса хакланă.
     Хĕлле вăл Олимп вăййисен хĕллехи тĕсĕсемпе ялти сюжетсем хатĕрлеме пикенет. Бобслеистсем мотоциклист шлемне тăхăнса, пысăк таз çине ларса тăвайккинчен вирхĕнеççĕ; каччăсем çатмапа тата урай шăлмалли щеткăпа керлинг выляççĕ; биатлонистсем çĕр улмине колорадо нăрринчен сирпĕтмелли аппаратран тунă «пăшалтан» персе тупăшаççĕ; кукăр тымартан тунă клюшкăсемпе хоккей выляççĕ; ялти çырма-çатрари чăнкă çыранра слалом ярăнаççĕ. Ку видео подписчиксен йышне хушса пырать, «Эсир маттур! Интереслĕ шутласа кăларнă» текен комментарисем тата тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантараççĕ.
     Çавăнтанпа вара… Артем канăçа çухатнă тесен те юрать. Вăл урамра лăпкă çÿреме пултараймасть: интереслĕ, илемлĕ сюжет асăрхать — тÿрех ÿкерттерсе илет. Илем вара пур çĕрте те! Кашни утăмра! Акă юр тасатакан машина — юра хырса самосвал çине тиет. Эсир вара мĕн тăвăттăр; Çулсем таса пулнишĕн савăнса айккинчен иртĕттĕр. Артем вара мĕн тăвать? Малтан çак ĕçе телефонпа айккинчен, унтан машина кабинине хăпарса, вара самосвал çинчи юр купи çине улăхса ÿкерттерет, ковша та кĕрсе тăрать… Икĕ кун хушшинче çак ролика 57500 çын пăхнă!
     Ÿкерÿпе, монтажпа çыхăннă ĕçсем ахальтен çуралман — фильмсем тăвас шухăш ăна ача чухнех илĕртнĕ. Режиссерсене хатĕрлекен факультета вĕренме кĕрес ĕмĕт те пулнă. Çавăнпа хăйне вĕрентнĕ учитель: «Артем, эсĕ халь Грачевский вырăнне», — тесе çырни уншăн чи пысăк хаклав.
     Хальлĕхе Артем кĕске видеосюжетсем кăна тăвать пулсан малашне тулли метражлă фильмсем ÿкерес тĕллевлĕ. Тĕп сăнарсене вара, паллах, тăван ялĕнчи çынсем калăплĕç, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе культури, тăван тавралăхăн илемлĕ çут çанталăкĕ тĕпре пулĕç…

Ксения ЕМЕЛЬЯНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code