Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Старта йышлăн тухрĕç

Старта йышлăн тухрĕç

Иртнĕ шăматкун йĕлтĕр спортне юратакансем ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли «Космонавт» кану лагерĕнче йĕлтĕр йĕрĕ çинче тупăшрĕç. Спорт уявĕ яланхиллех пысăк йышпа, хаваслă иртрĕ. Район администрацийĕ «Чы пысăк йышпа хутшăнакан команда», «Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» тата «Чи аслă спортсмен» валли ятарлă парне çирĕплетнĕ.

     35-50, 51 çулти тата аслăрах ÿсĕмри хĕрарăм ветерансем 1 километрлă дистанцие чи малтан тухрĕç. Вĕсем хыççăнах тепĕр 15 минутран 40-55, 56 çулти тата аслăрах арçын ветерансем 2 километра старт илчĕç. Вĕсен хушшинче яланхиллех энергетика ветеранĕ, йĕлтĕр спорчĕн патриочĕ Василий Агусев пулчĕ. Василий Петрович «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва хутшăнмасăр пĕр çул та юлман. Вăл çулла ирлĕ-каçлă çуран е велосипедпа, хĕлле вара йĕлтĕрпе чупать. Чи малтан ăмăртса мала тухнисене уява уçнă чухне чысларĕç.
     «Çыншăн чи хакли вăл — сывлăх. Спорт сывлăха çирĕплетме, пирĕн пурнăçа интереслĕрех, савăнăçлăрах тума пулăшать. Пурне те ăнăçлă финиш сунатăп!» — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов. Ăмăртăва килнисене çавăн пекех Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов саламларĕ.
     VIP-чупăва, унăн тăршшĕ кăçал 2021 метрпа танлашрĕ, хутшăнакансем те яланхиллех йышлăн пулчĕç. Район пуçлăхĕ Сергей Шерне, район администрацийĕн ертÿçи Владимир Степанов, унăн çумĕсем Сергей Михайлов, Лариса Сергеева, Виталий Иванов депутат, ытти службăсен ертÿçисем старта тухрĕç ку ушкăнра.
Шкулсем хушшинче ирттернĕ эстафетăра Пайкилт вăтам шкулĕн команди 1-мĕш вырăна тухрĕ. 2-мĕшĕнче — Хучел, 3-мĕшĕнче Катек шкулĕсен командисем.
     Шкул ачисем те питĕ йышлăн килнĕ. Вĕсем ÿсĕмне кура 1, 2, 3 çухрăмлă дистанцисенче вăй виçрĕç. Ăмăртăва хамăр районта кăна мар, республикăн ытти тăрăхĕнче пурăнакансем те хутшăнма пултарчĕç.
     Чи вăйлă йĕлтĕрçĕсене, вĕсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсем, грамотăпа медаль парса чысларĕç. Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ ку хутĕнче тин çеç саккăр тултарнă Владик Григорьев пулчĕ, вăл Чакаçра пурăнать.
     Спорт уявĕ, çанталăк та çав кун тÿлек те ăшă тăчĕ, пурне те савăк кăмăл, хавхалану парнелерĕ.

Антонина ТЯМИНА
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *