Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ветерансене пысăк тимлĕх

Ветерансене пысăк тимлĕх

Çĕнтерÿ кунĕ — Раççей çыннисемшĕн чи пысăк та мухтавлă, хисеплĕ уяв. Ветерансемпе пĕрле хурлăхпа та савăнăçпа тулнă уява кашни çулах пĕрле паллă тăватпăр. Кăçал совет халăхĕ фашизма çапса аркатнăранпа 76 çул çитнине уявлатпăр.

     Канашри халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрăн специалисчĕсемпе социаллă ĕçченсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсен, вăрçă инваличĕсен, фронтра пуç хунă тата вăрçăран таврăнсан вилнĕ салтак арăмĕсен, тыл ĕçченĕсен пурнăç условийĕсене тишкереççĕ.
     Килте социаллă пулăшу паракан уйрăмăн заведующийĕ нумаях пулмасть Ухман ял тăрăхĕнче çакăн пек тĕрĕслев ирттерчĕ. Ку ял тăрăхĕнче тылра вăй хунă вунă çын пурăнать. Ÿсĕмĕпе самай ватă пулин те ветерансем хăйсене аван туяççĕ. Вăрçă çулĕсем, вăрçă вăхăтĕнче тата каярах илнĕ наградăсем, вăрçă хыççăнхи ĕç-хĕл, тивĕçлĕ канури пурнăç çинчен кăмăлпах каласа кăтартаççĕ. Çулĕсене кура мар маттур, малашлăха шанăçпа пăхаççĕ, политикăпа та интересленеççĕ, тĕнчере, çĕршывра мĕн пулса иртнине пĕлсе тăраççĕ. Чылайăшне ачисем пăхаççĕ.
     «Эсир пулăшнине туйма та, курма та питĕ кăмăллă. Эсир пире тимлĕх уйăрнине манăн ăрури мĕнпур çыннăн ĕçне хисепленĕ пек йышăнатăп. Эпир çав вăрçăра çĕнтертĕмĕр, сирĕншĕн, паянхи ăрушăн — пирĕн ачасемшĕн, мăнуксемшĕн мирлĕ пурнăçа сыхласа хăвартăмăр. Эсир Тăван çĕршывăн историне тата пире хисепленĕшĕн эпир телейлĕ», — чунне уçрĕ Ухманта пурăнакан тыл ветеранĕ Евгения Димитриева.
     Евгения Сергеевна 1931 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Мĕн ачаран йывăр ĕçе кÿленнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăн та тăван колхозра ĕçленĕ. Хресченĕн йывăр ĕçĕ хĕрарăмсемпе ачасен çирĕпленсе çитеймен хул пуççийĕсем çине тиеннĕ. Мĕнле кăна ĕç тума тивмен вĕсене: суха тунă, çум çумланă, çурлапа тырă вырнă, кĕлте турттарнă, авăн çапнă…
     Хăйĕн пурнăçĕн пысăк пайне Евгения Сергеевна лавккара сутуçăра ĕçлесе ирттернĕ. Хăйпе пĕрле ĕçленĕ çынсене паян та ырăпа аса илет. Тÿрĕ кăмăлĕпе тăрăшулăхĕшĕн тĕрлĕ грамота, награда илме тивĕçнĕ.
     Мăшăрĕпе виçĕ ачана çутă кун пиллесе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хальхи вăхăтра кинемей пысăк та хăтлă килте кинĕпе Галина Ильиничнăпа пурăнать. Евгения Сергеевна пурнăçа ÿпкелемест. Хĕрĕсем Любăпа Елена яланах юнашар. Юнашар ларса чей ĕçме, шăкăл-шăкăл калаçса хĕллехи вăрăм каçсене кĕскетме, çĕнĕ хыпарсене сÿтсе явма çын пурри çав тери паха-çке.
     Çакнашкал «тимлĕх визичĕсем» районти ытти ял тăрăхĕсенче те иртĕç.

Марина СЕРГЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *