Среда, 4 декабря, 2024
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕх тутă хĕл каçать

Выльăх-чĕрлĕх тутă хĕл каçать

Кĕçех çуркуннен иккĕмĕш уйăхне ура ярса пусатпăр, апла пулин те хĕл парăнма шутламасть-ха. Вăхăт-вăхăт çил-тăман тустаркалать, каçсем те çÿçенмеллех сивĕ. Эппин выльăх- чĕрлĕх ешĕл çаран çине часах тухаймĕ.

     Еплерех хĕл каçаççĕ-ха вĕсем пирĕн районта, апат çителĕклĕ-и? Çак лару-тăрăва район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн специалисчĕсем час-часах вырăна тухса тĕрĕслеççĕ. Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Михайлов тата асăннă пайăн эксперт специалисчĕ Сергей Васильев, Ивановăн хресчен фермер хуçалăхне çитсе килнĕ.
     Хуçалăхра мăйракаллă шултра 40 выльăх тытаççĕ, вĕсенчен 24-шĕ — сăвакан ĕнесем. Пĕр ĕне пуçне вăтамран 11 килограмм сĕт сăваççĕ. Çу кунĕсенче выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. Хальхи вăхăт тĕлне пĕр условнăй выльăх пуçне 14,3 центнер апат единици тивĕçет.
     Районтан килнĕ комисси çавăн пекех Семенов фермер хуçалăхĕнче те пулнă. Унта тăрăшакансем производствăра ĕç тата пушар хăрушсăрлăхне еплерех пăхăннине хак панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *