Среда, 17 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ашшĕ пекех — бухгалтер

Ашшĕ пекех — бухгалтер

Тĕрлĕ ĕçре палăрнă ял çыннисем хамăр хушăрах пурăнаççĕ. Эпир вĕсене тăтăшах куратпăр, сывлăх сунатпăр, чуна уçса калаçатпăр. Анчах та ентешĕмĕрсен кун-çулĕ çинчен тĕплĕн пĕлсех те каймастпăр.

     Зинаида Степановна Христофорова Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл Вăтапуç ял тăрăхĕн Çатăркаçырми ялĕнче çуралнă.
     Унăн ашшĕ, Степан Николаевич Николаев (1921-1994), вăрçăпа ĕç ветеранĕ пулнă. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех «Гвардеец» колхозра аслă бухгалтерта ĕçленĕ. Тăван çĕршыв çине ирсĕр тăшман тапăнса килнĕ çулах ăна аллине автомат тыттарнă. Чи малтан вăл офицерсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, чылай хаяр çапăçура паттăрлăх кăтартнă. Тăван киле 1947 çулта кăна таврăннă. Тĕрлемесре бухгалтерсене хатĕрлекен ятарлă курссенчен вĕренсе тухсан тăван хуçалăхра бухгалтерта ĕçлеме пуçланă.
     Амăшĕ, Пелагея Антоновна (1922-1992), Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăл чукун çул çинче ĕçленĕ, тепловоз кочегарĕ пулнă. 1948 çулта Çатăркаçырми каччипе çемье çавăрнă. Çав тапхăртан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра уй-хир бригадинче тăрăшнă.
     Николаевсен çемйинче ултă ача çуралнă, пилĕк ачи: виçĕ хĕрпе икĕ ывăлĕ çеç тĕрĕс-тĕ-кел çитĕннĕ. Зина хĕрсенчен чи асли пулнă.
     — Манран маларах Лида çуралнă, вăл виççĕ тултарсан çĕре кĕнĕ. Аслă пичче Канашри агрегат заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Володя пичче те çавăнтах наладчик пулса тăрăшнă, шел, пирĕнтен çамрăклах уйрăлса кайрĕ, — каласа парать Зинаида Степановна. — Надя йăмăкăм Канаш хулинчи «Рассвет» çĕвĕ фабрикинче тимленĕ. Чи кĕçĕнни, Нина, Мускаври Бауман ячĕллĕ техника университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тĕп хулари финанс академийĕнче студентсене вĕрентет. Унăн хĕрĕсем Дашăпа Лариса вăтам шкула «ылтăн» медальпе вĕренсе тухнă, аспирантура пĕлĕвĕ илнĕ. Тепĕр йăмăкăм Лариса Англире ĕçлесе пурăнать, вăл университетра студентсене вĕрентет.
     Зинăпа унăн тантăшĕсене Çатăркаçырми ялĕнче тăватă класлă шкулта Манефа Тихоновна Зайкова вĕрентнĕ.
     — Вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупма питĕ ăстаччĕ. Унăн урокĕ-сем интереслĕ те кăсăклă иртетчĕç. Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта пирĕн класа Галина Степановна ертсе пыратчĕ. Таисия Андреевна вĕрентекен математика предметне уйрăмах кăмăллаттăмччĕ. Кăткăс задачăсене ыттисенчен чи малтан шутласси маншăн пысăк çитĕнÿпе танахчĕ, хама çав самантра питĕ телейлĕ туяттăмччĕ. Эпир класра 26-ăн вĕреннĕ, ачасем Çатăркаçырми тата Вăрăмпуç ялĕсенчен çÿретчĕç. Класс питĕ туслăччĕ. Шкул хыççăн Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухрăм.
     Унта пĕлÿ илсен çамрăк студента Мари Республикинчи пĕр колхоза ĕçлеме янă. Малтан аслă бухгалтер çумĕнче тăрăшнă. Тепĕр çултан пултаруллă та тăрăшуллă специалиста аслă бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçлама шанса панă. Çав колхоза тăватă ял кĕнĕ, хуçалăх 5600 гектар çĕрпе ĕçленĕ.
     — Вырăсла калаçакан Василий Анатольевич ăçта куç хывнине халĕ эпĕ те тавçăрса илтĕм.
     — Çапла, Вася çав хуçалăхра тракторист пулса ĕçлетчĕ. 1977 çулта эпир унпа çемье çавăртăмăр. 1979 çулта хĕрĕм Наташа, 1981 çулта ывăлăм Ваня çуралчĕç.
     Ют çĕрте мĕнле лайăх пулсан та, чун-чĕре тăван вырăналлах туртать. 1984 çулта Христофоровсен çемйи Чăваш Ене куçса килнĕ. Зинаида Степановна «Гвардеец» колхоза аслă бухгалтера вырнаçнă, мăшăрне «хурçă ут» шанса панă. 1989 çулта çемьене ывăл Александр килнĕ.
     Çав тапхăрта «Гвардеец» хуçалăха Юрий Краснов ертсе пынă. Ял хуçалăх предприятийĕ кашни отрасльтех кăтартуллă ĕçлесе пынă. Çак çитĕнÿре Христофоровсен тÿпи те пысăк.
     Зинаида Степановна «Гвардеец» колхозра мĕн хуçалăх саланса кайичченех аслă бухгалтерта ĕçленĕ. Унтан Василий Гурьев предприниматель патĕнче бухгалтерта тăрăшнă.
     Зинаида Степановна ачисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Юбиляра вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, телей тата ăнăçу сунатпăр.

Юрий НИКИТИН

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *