Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çунатлă туссем валли çĕнĕ çуртсем

Çунатлă туссем валли çĕнĕ çуртсем

     Ăшă енчен кайăксем вĕçсе килчĕç те — пĕтĕм тавралăх вĕсен илемлĕ юррипе тулчĕ. Уйрăмах ирхине каçса кайса юрлаççĕ вĕсем. Кайăксен темиçе саслă хорĕ тейĕн. Хальлĕхе шăнкăрчсен сасси пуринчен те уçăмлăрах илтĕнет. Вĕсем шутсăр савăннă курăнать, çунат çапа-çапа тем тĕрлĕ кĕвĕ шăрантараççĕ.
     Шăнкăрчсене савăнма сăлтавĕ те пур çав ĕнтĕ. Вĕсене кĕтсе кашни çуркуннех ача-пăча ашшĕ-амăшĕпе, шкулти учительпе пĕрле вĕлле туса çакать, çунатлă туссене ăрăвне малалла тăсма хăтлă та хăрушсăр пултăр тет.
     Çак тĕллеве тĕпе хурсах Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ, Чăваш Енри ремесленниксен гильдийĕн ăсти Сергей Иванов 6-мĕш класс ачисене, «Симĕс хунав» экоотряд активисчĕсене, шăнкăрч вĕлли тума вĕрентрĕ. Шăнкăрч вĕлли ăсталасси ачана çут çанталăка юратма вĕрентессинче, ĕçлеме хăнăхтарассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ, пĕрле пĕчĕк кăна ĕç туни те çемьери хутшăнусене çирĕплетет.
     Сергей Сергеевич тата экологи отрячĕн ертÿçи, биологи учителĕ Рэмма Васильевна кăтартса пынипе ачасем шăнкăрчсем валли илемлĕ те хăтлă пÿртсем туса шкул территорийĕнчи йывăçсем çине çакрĕç.

Рэмма ТИМОФЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *