Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Хăй тытăмлăх ĕçченĕсен кунĕ иртрĕ

Хăй тытăмлăх ĕçченĕсен кунĕ иртрĕ

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче районта Вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă турĕç. Савăнăçлă мероприяти районти культура çуртĕнче иртрĕ.

     Уява район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Сергей Шернепе Владимир Степанов уçрĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕçченĕсене — райадминистраци ĕçченĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене, депутатсене, ветерансене саламланă май вĕсем кунсерен халăх пурнăçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса панине, вĕсенчен кашниех район аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç.
     — Муниципаллă влаçăн халăха çывăх, уçă, унпа хутшăнма хатĕр пулмалла, кашни çынна илтме тата ăнланма пултармалла, чи кирли — вырăнта сиксе тухакан кирек мĕнле лару-тăрăва та тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Палăртнă плансене пурнăçа кĕртме юнашар шанчăклă, пĕр шухăшлă пулăшакансем пулччăр, — терĕç Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Виталий Иванов. Районти хăй тытăмлăх ĕçченĕсене çавăн пекех ЧР транспорт тата çул-йĕр министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин та саламларĕ.
     Канаш енри 24 ял тăрăхĕнчен 7-шĕ пуçлăх лавне нумай пулмасть туртма тытăннă. Çĕнĕ кадрсене опытлă пуçлăхсен туслă йышне савăнăçлă лару-тăрура илчĕç.
     Район аталанăвĕн нормăпа право базине йĕркелессипе, çынсене пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парассипе депутатсен корпусĕ те пысăк ĕç тăвать. Палăртнă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыни вырăнти администраципе депутатсем килĕштерсе ĕçленинчен килет. Ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнма хăтлă пултăр тесе çынсем хăйсем те хастарлăх кăтартаççĕ. Районта пуçаруллă бюджет программи ăнăçлă пурнăçланни çакна аван çирĕплетет.
     Республика тата район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тăрăшуллă ĕçченсене «Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул» медальпе, тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе чысларĕç.
     Залри халăх Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва итлерĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code