Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Эпир — çамрăк космонавтсем

Эпир — çамрăк космонавтсем

Республикăра çамрăк космонавтсен отрячĕсен юхăмĕ 2005 çулта пуçланса кайнă. Вĕсен йышне пирĕн шкулти отряд та кĕрет. Унăн ĕçне 15 çул Алевтина Васильева аслă вожатăй йĕркелесе пырать. Çак тапхăрта «Ĕмĕтленекен», «Шыравçă», «Ăстаçă» ята 45 ача илме пултарнă. 2020 çулта вара Вадимпа Дима Гурьевсем «Çăлтăр» ята тивĕçнĕ.

     Паянхи кун отрядра 15 ача. Вĕсен командирĕ — 8-мĕш класра вĕренекен Даша Никитина. Отрядăн хăйĕн символики, тумĕ, юратнă юрри пур. Республикăри зачета ăнăçлă панă хыççăн пире те, 5-мĕш класра вĕренекенсене, отряда йышăнчĕç. Куншăн питĕ савăнтăмăр. Эпир халĕ — «Ĕмĕтленекенсем». Космонавтика кунĕнче Шуршăлта слетра пултăмăр. Май пулсан Хусанти авиаци институтне те çитсе курасшăн.
   Çамрăк космонавтсем валли республикăра тĕрлĕ конкурс, ăмăрту ирттереççĕ. Унта эпир хастар хутшăнма тăрăшатпăр. Акă «Дорога к звездам» конкурсра Кирилл Андреев (8-мĕш класс) ÿкерчĕк туса 1-мĕш вырăн, Даша Никитина (8-мĕш класс) Г. Титов çинчен презентаци хатĕрлесе 2-мĕш вырăн, Ангелина Лаврентьева (10-мĕш класс) сăвă çырса 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Кристина Александрова планетăсен макетне хатĕрлерĕ, эпĕ сăвă çыртăм.
     Отряд пурнăçĕ илĕртÿллĕ те кăсăклă. Çак ĕçе хутшăнни пире космоспа ытларах интересленме, космонавтсенчен тĕслĕх илме, спортпа туслă пулма вĕрентет.

Жанна АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *