Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Медицина сестрисене уявпа саламларĕç

Медицина сестрисене уявпа саламларĕç

Çулсерен, çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче, тĕнчипех медицина сестрисен кунне паллă тăваççĕ. Çак уява юнкун районти медицина ĕçченĕсем валли те йĕркелерĕç, вăл Шăхасанта районти культура çуртĕнче иртрĕ.

     Медицина сестрисене професси кунĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, район пуçлăхĕ — Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Сергей Шерне тата «ЭКРА» компани директорĕн право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Артем Владимиров саламларĕç.
     — Паян эпир хăйсен профессине чунпа парăннă шур халатлă ĕçченсене уявпа саламлатпăр. Медицина сестрисем кунпа çĕре пăхмасăр тухтăрсемпе пĕрле пирĕн сывлăх сыхлавĕнче тăраççĕ. Коронавирус пандемийĕ алхаснă тапхăрта вĕсен пархатарлă ĕçĕн пĕлтерĕшне чылайăшĕ туйса илме пултарчĕ, пысăк тав сире, — палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов.
     Сергей Шерне тĕп тухтăр ĕçтешĕсене саламланă май уявăн историйĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Медицина сестрисем вăрçă çулĕсенче уйрăмах пысăк паттăрлăх кăтартнине, чылай салтак пурнăçне çăлса хăварма пулăшнине асăнса хăварчĕ. Çак тивĕçе медицина учрежденийĕсенче халĕ те тÿрĕ кăмăлпа тата пысăк яваплăхпа пурнăçласа пынине çирĕплетрĕ.
Чирлĕ çынна сыватас ĕçе медицина сестрисем те пысăк тÿпе хывнине асăнса хăварчĕ уяв хăни Артем Владимиров, мĕншĕн тесен вĕсем тухтăр сĕнĕвне çирĕп пурнăçласа пыраççĕ, медицина учрежденине пулăшу ыйтма килнисене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ.
     Уявра хастар тата кăтартуллă ĕçлесе пыракансене Хисеп грамотипе чысларĕç, вырăнти артистсем шур халатлă ĕçченсене савăнăçлă концертпа савăнтарчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *