Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пурнăçăмăн тĕллевĕ — пултарулăх

Пурнăçăмăн тĕллевĕ — пултарулăх

Канаш çĕрĕ талантлă çынсемпе пуян! Пĕр пĕчĕк Аслă ялта кăна паллă художник Юрий Ювенальев тата Лидия Сарине (Иванова) писатель çуралнă. Лидия Михайловнăн ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене лекнĕ (вăл 1950 çулта çуралнă), апла пулин те çакă ăна тăван тавралăхăн илемне, ял ĕçченĕсен ырă кăмăлĕпе чун-чĕрин ăшшине курса хаклама; çитĕннисем ял пурнăçĕ çинчен калаçнине итлесе ăша хывма чăрмантарман. Хăй çинчен Лидия Михайловна çапла калать: «Эпĕ анне, кукамай тата çыравçă. манăн пурнăçăмăн тĕллевĕ — пултарулăх!» Çыравçăн ĕç-хĕлне вăл çитĕннĕ пурнăçра, 33 çулта пикеннĕ. Кĕçĕн хĕрĕ амăшне каçсерен юмах каласа пама ыйтсан, мĕн вуланине темиçе хутчен те каласа панă ĕнтĕ, Лида хăй сюжетсем шутласа кăларма пуçланă. Вĕсем çав тери интереслĕ, кулăшла, ăса вĕрентекенскерсем пулса тухнă, вĕсене журналсенче пичетлеме тытăннă. Кайран кĕнекесем пулса тăнă.

Литюк тата Лисук

     — Çакăн пек чĕннĕ пире юлташ хĕрачипе иксĕмĕре ача чухне. Эпир пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшаттăмăр — ялти ытти ачасемпе пĕрле урамри тусанлă çулпа çара уран чупаттăмăр, вăрманти кÿлĕре ишме пĕрле вĕрентĕмĕр, çерем çинче те пĕрлех выляттăмăр. Уйрăмах çĕрĕ памалла выляма юрататтăмăр. Анне Шура (Санюк) пире валли пуканесем ăсталатчĕ. Хĕлле фуфайкăна çавăрса чĕркет те, çиелтен тутăр çыхтарать те — ме, выльăр. Çулла вара пуканесене патак татăкĕсемпе çитсă касăкĕсенчен тăватчĕ. Куçĕсемпе тутине хамăр ÿкереттĕмĕр. Атте-аннене килти хуçалăхра та, колхоз ĕçĕнче те пĕрле пулăшнă. Эпир — тракторсемпе комбайнсем çук, тырра çурлапа вырса кĕлте çыхнă вăхăта курнă ачасем. Эпир, ача-пăча ушкăнĕ, хамăрăн кĕçĕн йăмăксемпе шăллăмăрсене ĕнсе çине лартса вĕсене кăкăр çитерме аннесем патне уя илсе кайнисем халĕ те асра. Манăн Лисук тусăмпа çыхăннă пĕр истори каярахпа манăн пĕрремĕш илемлĕ произведени пулса тăчĕ.
      Манăн аслă пичче пире мунчаран шыв илсе тухса ĕçтерчĕ — вăл пылаккăн туйăнчĕ, тутлă. «Хурăн шывĕ ку», — терĕ. Пире Лисукпа иксĕмĕре питĕ килĕшрĕ, эпир те хурăнлăха кайса шыв юхтарма шутларăмăр. Алкумне кĕрсе банкăсемпе кĕленчесем илтĕмĕр те чупрăмăр катана. Ял хĕрринче пирĕн ума тĕлĕнмелле илем тухса тăчĕ — шыв шăнкăртатать, кайăксем юрă шăрантараççĕ, хĕвел çĕр питне ăшăтать. Шурă вулăллă йывăçсем хушшинче чылайччен çÿрерĕмĕр, лупашкасенчи юр шывне те тутанса пăхрăмăр, пылак тутлă сĕткен ниçта та çук!

Лизавета

     Манăн кукамая çакăн пек чĕннĕ. Питĕ ырă та çепĕçчĕ вăл. Эпĕ кукамай патне çĕр каçма юлма юрататтăм. Пирĕн пÿртре ача нумай, выçă, тăвăр. Кукамай вара кăмакара çĕр улми пĕçерет те мана аваллăх çинчен кăсăклă историсем каласа парать. Кукамай çăм арлать, эпĕ пăрçа суйлатăп (колхоз план панă, ăна вăхăтра пурнăçламалла), урамра çил-тăман тустарать, пирĕн пысăках мар чÿречене юр хупласа лартнă… Юртан тунă пекех пирĕн пÿрт. Юмахри пек лайăх! Кукамай хăйĕн калавне васкамасăр малалла тăсать. Шăллĕпе иккĕшĕ Канаша çити 20 километр çуран утни çинчен. Пĕчĕкскер халтан кайнипе утайми пулса ларать, Лизавета ăна çул çине ларт-са хăварать — апат шыраса тупмалла. Хулара çынсем пысăк ушкăнсемпе пуçтарăнса вучах чĕртсе çунтарнă, кăвар çинче çĕр улми мар, хуппине пĕçернĕ. Çÿп-çап шăтăкĕсенче улма хуппи тупса килнĕ те çийĕнчех ăшаласа çинĕ. Тăварланă пулă пуçĕ тупсан вара пысăк савăнăç пулнă, ăна киле илсе кайма май пулнă, унтан вара анне шÿрпе пĕçерет… Кукамай Лизавета йывăр пурнăç пурăнса ирттернĕ. Мăшăрĕ Хветĕр вăрçăра вилнĕ, вăл пилĕк ачипе пĕччен тăрса юлнă. Кукаçин юлашки çырăвне, чернил кăранташпа çырни аран палăракан виç кĕтеслĕ хута пĕчĕк арчаран час-часах кăларса пăхнине астăватăп. Эпĕ унта мĕн çырнине вулама тăрăшаттăм: «Татăклă çапăçăва хатĕрленетпĕр. Чĕрĕ юлăп-и ĕнтĕ, пĕлместĕп. маншăн кĕл тăвăр…» Кукамай çак сăмахсене манран малтан каласа пĕтеретчĕ — çырăва пăхмасăр пĕлнĕ.

Юратнă çынсем

     Çакăн пек йывăр саманара мана хăйсен чун ăшшине, юратăвне панă тăванăмсене пурне те чун-чĕререн тав тăватăп. Хамăн аттеме Михаила аса илмесĕр пултараймастăп. Эпĕ ăна писатель таланчĕпе тĕлĕнмелле шÿт ăсти пулнăшăн тав тăватăп. «Атте, тетрадь илме укçа пар-ха». «Мĕн тума, эсĕ ху ылтăн пек!» Çав тери ăста калавçă пулнă вăл. Вăл каласа панисене итлеме пĕтĕм ял пухăнатчĕ темелле. Мĕнле платник пулнă тата! Пÿрт тăвать, туса пĕтерсен çурт тăррине хăпарать те — хут кăпăс тăсса ярать. Уяв-çке-ха çапах та! Эпир тăван йăмăксемпе, шăллăмсемпе, ачасемпе тата мăнуксемпе тăван ялти атте-анне çуртне тытса тăма тăрăшатпăр. Хĕлле ялшăн тунсăхлатпăр, çулла вара çăвĕпех ялта, кăмакара кукăль пĕçеретпĕр, вăрманта чей-курăк пуçтаратпăр. Ачалăха, çамрăклăха, пĕтĕм пурнăçа аса илетпĕр, тăван, юратнă çыннăмăрсене тав тăватпăр. Вĕсем пирĕн мăнуксен, мăнуксен ачисен, пирĕн ырă ĕçсенче, пултарулăхра упранĕç.

Юлия СЕРГЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *