Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Паян — симĕс карттуслисен уявĕ

Паян — симĕс карттуслисен уявĕ

Майăн 28-мĕшĕнче Чăваш Енри пилĕк пине яхăн çын Пограничник кунне паллă тăвать. Пирĕн республикăра шăпах çавăн чухлĕ пограничник пурăнать. Чăваш Республикин «Пограничниксен туслăхĕ» общество организацийĕн йышĕнче 1012 çын.

     «Çак кун Сĕнтĕрвăрринче йытăпа тăракан пограничник палăкне уçатпăр, кун пек скульптура Çĕмĕрлере те пулмалла. Иртнĕ шăматкун Юмансар ялĕнче «Чикĕ юпи» асăмлă палла уçрăмăр. Унăн пуçаруçи — çак тăрăхра çуралса ÿснĕ Иван Петров. Савăнăçлă митинга 2043 çар чаçĕн йышĕнче Совет Союзĕпе Монголи чиккинче Иван Алексеевичпа пĕрле хĕсметре тăнă Валерий Титов, Василий Никитин, Герман Борецкий, Александр Моисеев, Владимир Капитонов, «Пограничниксен туслăхĕн» Канашри уйрăмĕн председателĕ Герман Николаев хутшăнчĕç.
     Майăн 30-мĕшĕнче пирĕн организаци «Çĕнтерÿ Ялавĕ» акцие хутшăнать. Вăл майăн 9-мĕшĕнче Сахалин облаçĕнчи Корсаков хулинче старт илнĕ, Чăваш Ен урлă иртет. Тутарстан чиккинче Çĕнтерÿ Ялавне чăваш пограничникĕсен делегацийĕ, Шупашкар тата Канаш епархийĕн представителĕсем кĕтсе илеççĕ. Акцие хутшăнас текенсем ирхине 9 сехетре Тĕрлемесре тĕл пулаççĕ, унтан Çĕрпÿре Мухтав паркĕнче чечек хураççĕ, 10 сехетре Канашра Тĕп лапамра, Афганецсен скверĕнче пухăнаççĕ. Унтан автоколонна Комсомольски, Шăмăршă урлă Ульяновск облаçне çул тытать. Эстафета июнĕн 22-мĕшĕнче Брест хулинче вĕçленет.
     Тепĕр япала: августăн 21-22-мĕшĕсенче Етĕрне районĕн- чи «Сурские зори» кану базинче пограничниксен Пĕтĕм Раççейри форумĕ иртет. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен саппасри пограничниксем, «вĕри точкăсенче» çапăçнă ветерансем хутшăнаççĕ.
     Пограничник ветерансене, паян чикĕре тăракансене пурне те уявпа саламлатăп! Сывлăх, тăнăç пурнăç, пограничник йăлисене çирĕп тытса пыма сунатăп!» — терĕ «Пограничниксен туслăхĕ» общество организацийĕн республикăри правленийĕн председателĕ.

Анатолий Шорников

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *