Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 26,6 миллион çын Çĕнтерÿшĕн хăйсен пурнăçне панă. Çакă, чăнласах та, тĕлĕнмелле пысăк çухату. Вăрçăра пуç хунисене асра тытса çулсерен çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Асăнупа хурлану кунне йĕркелесе ирттереççĕ. Çав кун патшалăх учрежденийĕсен çурчĕсем çинчи ялавсене антараççĕ, çуртсем çине хурлăх лентисем çакаççĕ. Палăксемпе обелисксем умне чĕрĕ чечексем тата чечек кăшăлĕсем хураççĕ.
Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне асăну вырăнĕсене çулсеренех юсаççĕ, тирпейлеççĕ. Ăшă çу кунĕсенче курăк таврашĕ часах ÿссе каять. Асăнупа хурлану кунĕ тĕлне Вăтапуç шкулĕ çумĕнчи лагере çÿрекен ачасем ял тăрăхĕнчи палăксен таврашĕсене тасатнă. Çак экологи субботникне çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тата ĕçе хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче Людмила Григорьева вĕрентекен ачасене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, паттăр ентешсем çинчен каласа кăтартнă. Шкул çумĕнчи лагере çÿрекенсем субботникра пысăк хастарлăх кăтартнă, асăну вырăнĕсене тасатса тирпейленĕ хыççăн вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса пĕр минут шăп тăнă.
Людмила ГРИГОРЬЕВА,
Вăтапуç шкулĕн вĕрентекенĕ