Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вырма вăй илсе пырать

Вырма вăй илсе пырать

Районта вырма кунран-кун вăй илсе пырать. Оперативлă кăтартусем тăрăх хальхи вăхăт тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем кĕрхи культурăсене 1629 гектар çинче пуçтарса кĕртнĕ, тĕш тырра 4171 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 25,6 центнерпа танлашать.

     Уй-хирте ĕççи еплерех пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, унăн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата асăннă пайăн тĕп эксперт специалисчĕсем тăтăшах вырăна тухса паллашаççĕ.
     Çак кунсенче вĕсем Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче тата «Канаш-Агро» пĕрлĕхре пулчĕç. Киров ячĕллĕ хуçалăх уйĕсенче тырă пуçтаракан икĕ комбайн ĕçлет. Пĕрчĕллĕ культурăсене унта 934 гектар çинче çитĕнтернĕ, кĕрхисем 245 гектар йышăнаççĕ. «Канаш-Агро» пĕрлĕхре тырă уйĕсем — 2100 гектар, кĕрхисене 1000 гектар çинче пуçтарса кĕртмелле. Çак ĕçе унта хăватлă виçĕ комбайн пурнăçлать.
     Çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртнипе пĕрлех ял хуçалăх ĕçченĕсем кĕрхисене акса хăвармашкăн çĕр хатĕрлессипе те тимлеççĕ. Паянхи кун тĕлне çак кăтарту 3960 гектарпа танлашать, планăн 67,1 проценчĕ.
     Владимир Николаевич уй-хирте тăрăшакансене ĕç çине вăхăтра тата çухатсăр вĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *