Медицина учрежденийĕнчи тухтăрсем Тури Сурăмпа Çĕнĕ Шăхаль (Зеленовка) ялĕсенче пурăнакан 249 çыннăн сывлăхне сăнаса тăрĕç. Вĕсенчен пĕри — çулталăк тултарман ача. ФАП заведующийĕ — Марина Игнатьева фельдшер.
Тури Сурăмра унччен те медицина пункчĕ пулнă. Анчах 1991 çулта хута янăскер кивелсе çитнĕ. Ăна пăснă та çĕннине çак вырăнтах хăпартнă. Çурта ятарлă проектпа хальхи технологисемпе усă курса кĕске вăхăтра çĕклесе лартнă: шывпа канализаци пур, газ кĕртнĕ. Кунта тăрăшакан фельдшерăн ĕç нумай. Ачасене наци медицина календарĕ тăрăх, аслисене коронавирусран, ытти чир-чĕртен тĕрĕслесе тăмалла. Районти пур медицина пунктĕнче те терапевтпа педиатр графикпа ĕçлеççĕ.
ФАПа наци проектчĕпе килĕшÿллĕн хăпартнă. Сăмах май, ку перекетленĕ укçапа кăçал тунă пĕрремĕш фельдшерпа акушер пункчĕ. Иртнĕ çул çакнашкал майпа республикăра ултă ФАП вырăнне тăххăр çĕкленĕ.
ФАПа хальхи йышши медицина оборудованийĕсемпе тивĕçтернĕ. Унта кÿмепе çÿрекен сусăр çынсене хăпарма пандус вырнаçтарнă.
Республикăн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ку тăрăхра пурăнакансене ялта çĕнĕ учреждени хута кайнă ятпа саламларĕ, ФАП уçни районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, ял-йыша сывлăха упрама, спортпа туслашма сунчĕ.
Савăнăçа ял çыннисемпе пĕрле пайлама сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, ра-йон пуçлăхĕ — район больницин тĕп тухтăрĕ Сергей Шерне, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Екатерина Филиппова, Кăшнаруй ял тăрăхĕн ертÿçи Владимир Максимов, «Экра» компани директорĕн çумĕ Артем Владимиров хутшăнчĕç.
Тури Сурăм çыннисен малашне хăйсен сывлăхне профилактика тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеттерме, палăртнă вăхăтра диспансеризаци тухма, прививкăсене вăхăтра тутарма майсем пур. Сывлăх мĕнле пуласси ытларах хамăртан килнине самантлăха та манса каяр мар.