Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Çунатлă пехотăн» уявĕ пулчĕ

«Çунатлă пехотăн» уявĕ пулчĕ

Августăн 2-мĕшĕнче, Иллен кунĕнче, пирĕн çĕршыв Сывлăш десант çарĕсен кунне паллă тăвать. Кирек хăш вăхăтра та, кирек мĕнле лару-тăрура та «çунатлă» гварди вăйлă, мухтавлă та шанчăклă вăй пулнă, вăл «Пирĕнсĕр пуçне никам та!» принципа çирĕп тытса пырать. Çак тапхăрта десантниксем Совет Союзĕн тата Раççей историйĕн страницисене нумай пуянлатнă.

     Сывлăш десант çарĕсен кунĕнче Канашри Афганецсен скверĕнче савăнăçлă митинг пулчĕ. Кăвак беретлă салтаксене саламлама Раççей патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, «Боевое братство» общество организацийĕн Канашри уйрăмĕн правлени председателĕ Сергей Прокопьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, десантниксен канашри уйрăмĕн ертÿçи Андрей Разбирин, район тата райадминистраци пуçлăхĕсем Сергей Шернепе Владимир Степанов, Канаш хулин тата хула администрацийĕн пуçлăхĕсем Андрей Константиновпа Виталий Михайлов, Юрий Барышов çар комиссарĕ, «Экра» компанисен ушкăнĕн директорĕн çумĕ Артем Владимиров, тата ытти хăнасем хутшăнчĕç.
     «Боевое братство» юхăмăн ĕçне аталантарса пырас, çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе хастар ĕçлекен пайташĕсене грамотăсемпе, медальсемпе, тав çырăвĕсемпе наградăларĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе десантниксем скверти, Тĕп лапамри монументсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
     «Çунатлă пехота» 91 çулта. Десантура яланах çар элити шутланнă. Кунта службăра тăракансем Раççейĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен йышĕнче Халхин-Голпа Маньчжурири, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи, Афганистанпа Çурçĕр Кавказри мĕн пур пысăк çапăçăва, Балканта тата Абхазире мир кÿрес тĕлĕшпе йĕркеленĕ операцисене хутшăнса паттăрлăх кăтартнă.
     Сывлăш десант çарĕсенче салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă, паян хĕсметре тăракан Канаш ен арĕсемпе яшĕсен йышĕ чăннипех те пысăк.
     Акă, сăмахран, Энтриялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Павлов, Хучелти пĕр тăван Евгенийпе Александр Кирилловсем, Сиккассинчи пĕр тăван Владимирпа Олег Долговсем тата ытти нумай-нумай арçын кăвак берет тăхăнма тивнишĕн мăнаçланать.
     — Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вырăнти çар комиссариачĕ ДОСААФăн Шупашкарти авиаклубне парашютпа сикме вĕренме ячĕ. Ун хыççăн 1982 çулхи апрель уйăхĕн вĕçĕнче повестка илтĕм. Белоруссири Лосвидори вĕренÿ центрне лекрĕм. Унта Афганистана яма салтаксене ятарласа хатĕрленĕ. Эпир юлашки набор пултăмăр. Афганистанра Бамиан провинцийĕнче, вăл тинĕсрен 3600 метр çÿллĕшĕнче вырнаçнă, службăра тăтăм. Взвод командирĕн çумĕ пултăм. Командирсем питĕ лайăхчĕ, взвод, рота командирĕсемпе паян та шăнкăравласа калаçатпăр. Йывăр çапăçусенче пулнă. 1984 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче киле çитрĕм.
     Шупашкарта Милици шкулне вĕренсе пĕтерсен Канашра уголовлă шырав пайĕнче ĕçлерĕм. РФ ШĔМĕн Мускав академийĕнче вĕрентĕм. Нумай вăхăт Канашри автоагрегат заводĕнче хăрушсăрлăх службин начальникĕнче ĕçлерĕм, халĕ «Арко» предприятире тăрăшатăп.
     Çамрăксене спортпа туслă пулма, обществăлла организаци ĕçне хутшăнма, пулăшса пыма сĕнетĕп, — каласа кăтартрĕ Владислав Вячеславович.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *