Суббота, 10 декабря, 2022
Главная > Публикации > Муркаш тăрăхĕнче туризм ĕçĕ-хĕлĕнче курса тĕлĕнмелли те, çитменлĕхсем те пулчĕç

Муркаш тăрăхĕнче туризм ĕçĕ-хĕлĕнче курса тĕлĕнмелли те, çитменлĕхсем те пулчĕç

Агротуризм Чăваш Еншĕн çĕнĕлĕх пулни вăрттăнлăх мар. Çак отрасле республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ кам мĕнле пĕлет çапла аталантарса пыма тăрăшать. Кун пек чухне, паллах, çынсем хăйсен йăнăшĕсем çинче вĕренеççĕ, малашлăхра вĕсене тăвассинчен асăрханаççĕ, ăнăçсăрлăх авăрне кĕрсе ÿксен, тен, алă сулакансем те пур-тăр. Çакнашкал кăлтăксемпе чăрмавсем агротуризм отраслĕнче малалла талпăнас кăмăл-туйăма сÿнтерсе ан лартчăр тесен кÿршĕсен паха опычĕпе паллашни вырăнлă. Çак тĕллевпе эпир те Муркаш районне çитсе килес терĕмĕр.

     Мĕн пĕлетпĕр-ха эпир Муркаш районĕ çинчен; Ку таранччен çак тăрăхра чăнласах та пулса курма тÿр килменччĕ. Муркаш районĕнче пысăк чăх-чĕп фабрики ĕçленине, ватă та пысăк юман пурри çинчен илтмен мар паллах. Çут çанталăк палăкĕ нумаях пулмасть Раççейри йывăçсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра иккĕмĕш вырăна та тивĕçнĕччĕ. Пирĕн çул вара чи малтан страуссем усракан ферма енне выртрĕ.
     — Страуссем Çĕр чăмăрĕ çинчи чи хăвăрт чупакан тата чи пысăк кайăк шутланаççĕ. Шикленÿллĕ те хăравçă вĕсем, анчах та пулас ăрăвне хÿтĕлес тенĕ чухне арăслана та парăнтарма пултараççĕ. Çакна шута илсе тискер чĕр чунсем вĕсем çине тапăнма васкамаççĕ. Урисем çинче страуссен икĕ пÿрне, вĕсем тăшмана шăпах хăрушлăх кÿреççĕ те, — паллаштарчĕ «Браво» ферма экскурсовочĕ çак тĕлĕнтермĕш кайăксем çинчен каласа кăтартнă май.
     Страус ферми хресчен-фермер хуçалăхĕ шутланать. Унта африка страусĕсемпе ытларах ĕçлеççĕ. Кайăксене çуллахи вăхăтра ятарлă картиш-загонсенче тытаççĕ, хĕллехи вăхăтра вĕсем пурте ăшă тата хăтлă витесене куçаççĕ. Чĕпĕ чухне çак кайăксем çут çанталăкпа тата таврара мĕн пулса иртнипе кăсăкланма питех те юратаççĕ. Апатланнă чухне вĕсене ачашлама та пулать. Анчах та аслă ÿсĕмрисене мар, страус аçи хăйĕн «гаремĕ» патне никама та çывăха пыртармасть, çăварне карать, çунаттисемпе сулкалашса асăрхаттарать, аяккалла пăрăнма хистет.
     Страуссемпе юнашарах альпакăсем çÿреççĕ. Вĕсем тĕвесен пĕчĕк йышши хурăнташĕсем шутланаççĕ. Хайхискерсене ачашлама та, алăран кишĕр çитерме те юрать. Шел, маларах пĕлмен эпир çакна, çавăнпа та кăпăшка çăмлă чĕр чунсене тутлă пахча çимĕçпе сăйлаймарăмăр. Енчен те эсир çула тухма шутлатăр пулсан кишĕр илсе кайма ан манăр.
     Анчах та фермăра ытти чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке апат çитерме ирĕк памаççĕ, мĕншĕн тесен кашнин хăйĕн рационĕ тата çирĕп расписани. Апата фермăрах хатĕрлеççĕ, çак тĕллевпе таврари çĕрсем çинче тĕрлĕрен культура акса-туса илеççĕ. Тутлăхлă апат рационĕ кайăк миçе çултине тата çут çанталăк çаврăмне кура улшăнса пырать.
     Фермăра мĕн тĕрлĕ кăна сасă илтместĕн тата. Вольерта автан авăтса ярать, цесаркăсем хăйсен уçă сассипе чанклатаççĕ, павлинсем пĕр-пĕрин хушшинче унччен малтан илтмен сасăпа «калаçаççĕ». Хăвна рай пахчине лекнĕнех туятăн. Çак туйăм экскурси тăршшĕпех пытăр тесе ферма хуçисем тĕрлĕрен фотозона йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтра пысăках мар кÿлĕпе ун урлă хывнă кĕпер те пуласса шантарчĕç.
     Халĕ ферма хуçисем çинчен пĕр-икĕ сăмах каласа хăварар. Муркаш районĕнче Мальчихинсен туслă тата пысăк çемйи ĕçлет. Кунта вĕсем Урал тăрăхĕнчен куçса килнĕ. Чăваш Ене епле майпа лекнĕха тетĕр-и? Хăйсем каласа кăтартнă тăрăх, ĕç-пуç çапларах пулнă. Вĕсем Атăл тăрăх круизра пулнă, теплоход Шупашкарта чарăнсан Чăваш Ен вĕсене илемлĕ вырăнĕсемпе кăна мар, унта пурăнакан ырă кăмăллă тата ăш пиллĕ çыннисемпе те тыткăнланă.
     Круиз вĕçленсен Мальчихинсем Муркаш тăрăхĕнче çĕр илсе страус ĕрчетме шут тытнă. Каланă — тунă, Виктор Дмитриевич Чăваш Ене Екатеринбургран 2013 çулта куçса килнĕ, каярах ыттисем çула тухнă. Унтанпа страус ферми çултан-çул аталанса пынă. Малтан çакна тума электричес- тво пулманни чăрмав кÿнĕ пулсан халĕ ку ыйтăва татса панă. Электроэнерги туртса киличчен фермăра генераторсемпе, хĕвел панелĕсемпе тата çил хăвачĕпе усă курнă.
     2018 çулта Муркаш районĕнчи «Браво» страус фермине Чăваш Енĕн Ылтăн ункин тытăмне кĕртнĕ. Канмалли кунсенче халăх чăнласах та йышлă çÿренине калаççĕ вырăнта пурăнакансем. Фермăра пулса курнă хыççăн çул çÿреве тухнисем шыв сиккине тата ватă юмана курма васкаççĕ. Кунта вырăнти туризм аталанăвне ура хуракан çитменлĕхсемпе тĕл пулма тÿр килчĕ. Нихçан пулса курман çынна ют çĕрте асăннă вырăнсене тăруках шыраса тупма йывăр, ăçта каймаллине палăртакан пĕр табличка таврашĕ те асăрхамарăмăр. Çитме палăртнă вырăнсенче пулса куртăмăр пулин те вĕсене шыраса нумай вăхăт çухатма тиврĕ. Юмана тата шыв сиккине шыраса çÿрекен ушкăнсем татах та тĕл пулчĕç. Фермине, телее, тупма чăрмавлă мар, илемлĕ вывеска айĕнче тăракан тимĕртен ăсталанă икĕ страус хăйсем патне таçтанах кăчăк туртаççĕ.
     Çул çÿрев чăнласах та питĕ кă- сăклă пулчĕ, çĕнни нумай пĕлтĕмĕр, кирлĕ пĕтĕмлетÿсем турăмăр, çитменлĕхсемпе те куçа-куçăн тĕл пултăмăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code