Понедельник, 18 октября, 2021
Главная > Публикации > Спортпа туслисем тупăшрĕç

Спортпа туслисем тупăшрĕç

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Урожай» стадионта Физкультурниксен кунне халалласа Çуллахи ял спорт вăййисем пулчĕç. Сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарас тĕллевпе йĕркеленĕ ял спорт вăййисенче ăмăртусем яланхиллех хĕрÿ иртрĕç.

     Физкультурник кунне çынсем çÿлтен хистенипе мар, хăйсен кăмăлĕпе хутшăнни тÿрех палăрать. Пĕри те тепри хăйсен вăй-халне вăл е ку тупăшура тĕрĕслесе пăхма тăрăшрĕ. Пĕрисем чупу çулĕпе çил пек вирхĕнчĕç, теприсем кире пуканĕ йăтса вăй виçрĕç, виççĕмĕшсем тĕл перессипе тупăшрĕç, футбол, волейбол ăмăртăвĕсем харăсах темиçе площадкăра пычĕç. Пирĕн районта мас-рестлинг вăй илсе пырать. Унта хутшăнакансем те, куракансем те йышлăн пулчĕç. Спортăн çак самай çĕнĕ тĕсĕ хăйĕн евĕрлĕхĕпе илĕртет.
     Спорт уявне килнисене Канаш районĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Сергей Шернепе Владимир Степанов, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов саламларĕç. Командăсене ăмăртусенче çĕнтерÿ сунчĕç. Унтан çамрăксене физкультурăпа спорта ытларах явăçтарассишĕн, вĕсен ăсталăхне ÿс- терессишĕн ÿсĕмлĕ ĕçленĕшĕн тренерсемпе преподавательсене тата спорта чунтан парăннисене район администрацийĕн Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç.
     Спортсменсен çитĕнĕвĕсене ăста судьясем хакларĕç. Пысăк спортра палăрнă спортсменсенчен чылайăшĕ çитĕнÿ çулĕ çине тухичченхи пирвайхи утăмсене шăпах та Физкультурник кунĕнчи турниртан пуçланине палăртать. Акă йĕлтĕрпе чупассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ Ольга Безуглова тренера çăмăл атлетика, йĕлтĕр сорчĕн ăмăртăвĕсенче яланах судья пулма шанаççĕ.
     — Эпĕ ачаранах спорта юратнă, уйрăмах çуран тата йĕлтĕр-пе чупма. Паллă спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса вĕсем пек ялан малта пулас килнĕ ĕнтĕ. Çитĕнсе пынă май районти, республикăри турнирсене кăна мар, тата пысăкрах шайрисене хутшăнма пуçларăм. Чылай çул тренер пулса ĕçлерĕм, халĕ карăклă шкулĕнче физкультура вĕрентетĕп. Паллах, чупас, утас пултарулăх пур ачасемпе уйрăммăн та ĕçлетĕп, — тет Ольга Николаевна.
     Шуркассинче çуралса ÿснĕ армрестлинг енĕпе Раççей спорт мастерĕ Олеся Михайлова-Игнатьева та хăйĕн шухăшĕпе хаваспах паллаштарчĕ.
     — 2010 çулта, ялти вăтам шкултан 11 класс вĕренсе тухнă çул, эпĕ пуçласа районти Физкультурниксен кунне килсе курнăччĕ. Паллах, интереслĕ пулнă ĕнтĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсен хамăн тренерпа Алексей Атласкинпа паллашрăм. Армрестлингпа кăсăкланса кайнăскер, ун патне тренировкăсене çÿреме тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнма пуçларăм. Турнирсен çулĕпе Раççейри тĕрлĕ хулана, тĕрлĕ региона çитсе куртăм. Курăмлă çитĕнÿсем тума тытăнтăм, спорт мастерĕн ятне те çĕнсе илтĕм. Спорт мана Çурçĕр Кавказа, Çĕпĕре, кăнтăрти регионсене, ытти çĕре илсе çитерчĕ, нумай паллă спортсменпа паллаштарчĕ. Çавăнпах хамăн ĕçе те спорт журналистикипе çыхăнтартăм, — пĕлтерчĕ Олеся.
     Спортпа туслă пулни, ман шутпа, никама та сиен кÿмест. Физкультурник кунĕ евĕр мероприятисене çынсене спорта, сывă пурнăç йĕркине ытларах явăçтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ те ĕнтĕ. Спорт кĕлеткене илем, вăй-хал кÿрет, кăмăла çирĕплетет, шанчăклă юлташсем тупма май парать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code