Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чи кирли — çулсем иртсен те çемьере татулăх пурри

Чи кирли — çулсем иртсен те çемьере татулăх пурри

Августăн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Чăваш Республикин наградисемпе наградăласси çинчен» Указа алă пуснă. Унта сăмах ачисене тивĕçлĕ воспитани панă ашшĕ-амăшне патшалăх наградисемпе чысласси çинчен пырать. Документпа килĕшÿллĕн регионта пурăнакан 9 амăшне «Анне» Чăваш Республикин амăшĕн мухтавĕн паллипе наградăланă. Канаш районĕнчен çак хисепе Имел ялĕнче пурăнакан Елена Наумова тивĕçнĕ.

     Елена Николаевна Ямаш ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕп бухгалтерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. «Ĕç ветеранĕ», 2-мĕш степеньлĕ Амăшĕн медалĕсене тивĕçнĕ.
     Çемье пуçĕ Александр Петрович Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, ăна «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă. Вăл пурнăç тăршшĕпех «Знамя» колхозра ĕçленĕ.
     Мăшăр пилĕк ача çуратса ÿстерсе кашнинех тивĕçлĕ воспитани панă. Хальхи вăхăтра Наумовсен ачисем тĕрлĕ сферăра вăй хураççĕ, пурте çемьеллĕ. Ашшĕ-амăшĕ пекех тĕрĕс пурăнма тăрăшаççĕ, ачисене те çавнах хăнăхтараççĕ.
     Елена Николаевнăпа Александр Петровичăн аслă хĕрĕ Светлана специальноçĕпе педагог, Шупашкарти 174-мĕш ача сачĕн заведующийĕ. Вăл ертсе пынипе çак шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕ 2019 çулта «Çĕршыв вĕрентĕвĕн мухтавĕ» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн лауреачĕ тата çĕнтерÿçи пулса тăнă.
     Тепĕр хĕрĕ Алиса — ăста çĕвĕçĕ. 1992 çулта Çĕрпÿ-ри 5-мĕш профтехучилищĕрен арçынăн çиелти тумне çĕлекене вĕренсе тухнăскер ăсталăхне тăтăш ÿстерсе пынă. Мода индустрийĕн институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Хальхи вăхăтра Алиса Александровна Геннадий Фадеев уйрăм предприниматель тытакан çĕвĕ предприятийĕнче цех мастерĕнче ĕçлет.
     Ывăлсенчен асли — Сергей. Шкул хыççăн ДОСААФăн Канашри автошкулĕнче водителе вĕреннĕ, çарта службăра тăнă. Ĕçлĕ кун-çулне «Знамя» колхозра водительтен пуçланă. Халĕ чылайранпа «КанашРосмасло» тулли мар яваплă пĕрлĕхре водительте вăй хурать.
     Вăталăх ывăлĕ Лев программа управленийĕпе ĕçлекен станоксен операторĕ.
     Кĕçĕнни Александр Новороссийск хулинче Сывлăш десант çарĕсенче службăра тăнă, 2008 çулта Кăнтăр Осетири çапăçуллă лару-тăрăва йĕркеленĕ çĕре хутшăннă. 2009 çултанпа çул-йĕр çинчи патруль службин инспекторĕ, полицин аслă лейтенанчĕ. Саша Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствин волейбол командин йышĕнче те вылять.
     Ял çыннине кÿршĕрен лайăхрах кам хак пама пултартăр. Ахальтен-им кÿршĕ чылай чухне тăванран та çывăхрах.
    — Елена Николаевнăпа Александр Петрович пирĕн ялта питĕ-питĕ хисеплĕ çынсем. Ачисем ăслă, йĕркеллĕ, культурăллă. Мăнукĕсем те çавăн пекех. Лена аппапа Саня тете ачисене питĕ пулăшаççĕ. Вĕсем нумай мар, çав тери нумай выльăх усраççĕ, пĕрмаях ĕçлеççĕ. Саня тете кама та пулин йывăррине курсанах пулăшма васкать, ну çав тери, калама çук ырă çынсем. Вĕсем харкашнине нихăçан та курман та, илтмен те. Килĕнче, картиш таврашĕнче шăкăл-шăкăл калаçни çеç илтĕнет. Лена аппа апат-çимĕç сĕре тутлă хатĕрлет. Вĕсем патне кайма питĕ кăмăллă, каяс килет. Вĕсене хаклама сăмах та çитмест ман, — тет Имел ялĕнчи тантăшăм Галина Игнатьева-Федорова.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *