Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Педагогсен августри канашлăвĕ иртрĕ

Педагогсен августри канашлăвĕ иртрĕ

Августăн 27-мĕшĕнче Канаш районĕнче педагогсен йăлана кĕнĕ Августри конференци пулчĕ. Районти культура çурчĕн пысăк та хăтлă залне педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, паян вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекен учительсем пуçтарăнчĕç. Августри конференци вăл учительсемшĕн çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерекен мероприяти. Кунта иртнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕ- сене пĕтĕмлетеççĕ, çитменлĕхсене тишкереççĕ, çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ.

     Районти вĕренÿ управленийĕн начальникĕ Лариса Сергеева «Кашни ачашăн пурнăç путевки» темăпа тунă анлă докладра иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи ĕç-хĕле тарăннăн тишкерчĕ. Тĕрлĕ предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче палăртнă предметсемпе пысăк балл пухнă ачасене, вĕсене çитĕнÿ тума пулăшнă педагогсене ятран асăнчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕ.
     Кăçал районти педагогсен пĕрлĕхне ултă çамрăк вĕрентекен хутшăнчĕ. РФ Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, А.И. Миттов ячĕллĕ вăтам шкулта 42 çул кĕçĕн классене вĕрентекен Лидия Антонова вĕсене ырă сунса çапла каларĕ:
     — Учитель ĕçĕ пархатарлă, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлесен çеç çитĕнÿ пулать. Йывăрлăхсенчен ан хăрăр, аслисенчен канаш е пулăшу ыйтма ан именĕр. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшăр, вара хăвăра çăмăл пулать. Хăвăр вĕрентекен ачасене хисеплĕр, çакна вĕсем питĕ туяççĕ, вара хăвăра та хисеплеççĕ».
     Педагогсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Наталья Скворцова, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Юрий Попов, Кияметдин Мифтахутдинов, Виталий Иванов, «Экра» ООО директорĕн право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Артем Владимиров саламларĕç. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă учительсене ведомство, муниципалитет тата вĕренÿ управленийĕн Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *