Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ шăнкăрав сассипе, пĕрремĕш класа каякансем пуçласа парта хушшине ларнипе асра юлать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пирвайхи кунĕ учительсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те, ачасемшĕн те пăлхануллă иртет. Пĕчĕккисен аслă юлташĕсемпе пĕрле пĕлÿ тĕнчи тăрăх ăнтăлмалла, каникулта канса вăй пухнă хĕрачасемпе арçын ачасен вара пĕр-пĕрне каласа памалли темĕн чухлех.

     Пĕлÿ кунне халалланă линейка Пайкилт вăтам шкулĕнче савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Савăнма сăлтавĕ те пур — тĕплĕ юсав хыççăн шкул шалта вĕр-çĕнĕ, мĕншĕн тесен кунта веçех çĕнĕрен тунă-ха та. Каярахпа çурта тулаш енчен те капăрлатасса пĕлтерчĕç. Хăтлă та илемлĕ çĕртен тухас та килмелле мар халĕ.
     15 шăпăрлан пуçласа парта хушшине ларчĕ, 8 каччăпа хĕр 10-мĕш класа вĕренме килнĕ. Шкул директорĕ Владислав Ильин ачасене, учительсене, ашшĕ-амăшĕпе хăнасене Пĕлÿ кунĕ тата çĕнелнĕ шкул уçăлнă ятпа ăшшăн саламласа ĕçре, вĕренÿ-ре ăнăçу сунчĕ, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хумаллине палăртрĕ.
     Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Воронова, шкулта строительствăпа юсав ĕçĕсене тунă «Строитель» организаци ертÿçи Владимир Фарбер, Руслан Григорьев депутат уяв ячĕпе саламласа ачасемпе вĕрентекенсене çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.
     — Ачасем, лайăх вĕренме халĕ сирĕн шкулта пĕтĕм услови пур. Çулталăк тăршшĕпех хавхаланса утăр пĕлÿ çуртне. Учительсем вара сире яланах пулăшса, тĕрĕс çул кăтартса пырĕç, — терĕ Владимир Николаевич.
Пĕрремĕш шăнкăрав çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе урока йыхравларĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *