Нумаях пулмасть Вăтапуçĕнче пулма тÿр килчĕ манăн. Кунта 33 çул ял библиотекинче ĕçлекен Юрий Семенович Никитинран хаçатра çырса кăларма тивĕçлĕ çынпа паллаштарма ыйтрăм.
— Эпĕ халĕ отпускра, вăхăт пур, Зоя Германовна Степанова патне илсе каямха сире. Хăй вăл Вăрăмпуçĕнчен качча килнĕ, амăшĕ, Анна Васильевна, сирĕн ялтан, Пĕршенертен, пулнă. Зоя Германовна питĕ мухтава тивĕçлĕ çын, — терĕ мана вулавăш ертÿçи.
Вăтапуç урамĕпе утсан-утсан пĕр капмар чул çурт умне çитсе тăтăмăр.
— Çакăнта пурăнать те ĕнтĕ Зоя Германовна, — терĕ мана Юрий Семенович, тимĕр хапхан калинккине уçса.
— Кĕрĕр, кĕрĕр, — илтĕнчĕ картишĕнчен хĕрарăм сасси. Тем тесен те вăл эпир хапха умĕнче тăнине чÿречерен курнă.
— Мĕнле пурăнатăр-ха, Зоя Германовна? — пуçласа ячĕ калаçăва вулавăш ĕçченĕ.
— Кĕçĕн ывăл Сочирен Канаша таврăннă та яла пыратăп тесе шăнкăравларĕ. Çавна кĕтетĕп-ха.
Пирĕн умра — çÿллех мар, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ (хĕр тейĕн!) хĕрарăм. Сасси питĕ уçă, вăл каланă кашни сăмах янăравлăн илтĕнет. Ыйту памасăр чăтаймарăм:
— Миçене çитсе пыратăр-ха, Зоя Германовна?
— Августăн 24-мĕшĕнче 64 тултарса 65-е кайрăм.
— Сире пĕрре те çавăн чухлĕ çул парас килмест.
— Ара, ватăлма вăхăт çук. Картиш тулли кайăк-кĕшĕк. Ăна пăхмалла вĕт-ха! 31 пуç бройлер чăх, çăмарта тăваканни 16 чăх, 29 кăвакал, 21 хур! Хусанта пурăнакан ывăлăн ачи килнĕ те яла хăнана пĕтĕм чăхха-чĕппе шутласа кăларнă: «Асанне, пирĕн картишĕнче 100 штук кайăк-кĕшĕк!» — тет савăннипе.
— Зоя Германовна, эсир «Гвардеец» колхозра ĕçлесе пенсие тухнă-и?
— Çирĕм икĕ çул çурă садикре няньăра тăрăшнă, вун ултă çул шкулта техничкăра. Тата кашни çул колхозра кăшман пайĕ илнĕ. Декретра ларса та курман, ĕçленĕ вĕçĕмсĕр. Халĕ садика çÿренĕ ачасенчен хăшĕ-пĕри ÿссе-çитĕнсе çемье те çавăрнă ĕнтĕ, çапах та амăшĕсене курсан мухтамасăр чăтаймаççĕ: «Ачасен колготкийĕсене таптаса çуса параттăнччĕ», — теççĕ. Хамăн икĕ ача. Асли Хусанта ОМОНра ĕçлесе вăтăр çиччĕрех пенсие тухнă та халĕ стройкăра вăй хурать. Кĕçĕнни те çемье çавăрасшăн. Пулас мăшăрĕпе Канашра хваттер илчĕç те, çитес кунсенчех çырăнаççĕ пулас.
— Пулас кин чăваш-и е вырăс?
— Чăваш, Шăхасантан. Технологи оснасткисен заводĕнче бухгалтерта ĕçлет.
— Ĕне усрамастăр пулĕ…
— Виçĕ çул ытла ĕне усрама пăрахни. Пĕр вăхăт урасăр пултăм, утаймастăм. Кĕçĕн ывăл 3-4 çĕре те укçалла ĕçлекен тухтăрсем патне илсе кайса утакан турĕ. Пăхма йывăр тесе ĕнене суттарчĕ. Качака пур: турăхне те тă-ватăп, тăпăрчне те. Вăт çапла кăштăртататăп. Чиркÿ хамăр ялтах та, унта та çÿретĕп. Пĕр çулталăк чиркÿре тасатса, шăварса тăтăм. Чиркĕве тунă чухне растворне те икĕ вит- репе йăтнă, ăш пиçсен ĕçме сăрине те, апат-çимĕçне те илсе пынă. Икĕ уйăх каялла кивĕ магазинта пулнă чиркĕве пăсса часавай тума никĕс янă çĕрте те тăрăшсах ĕçлерĕм. Часавайăн тăршшĕ сакăр метр пулмалла терĕç.
— Чиркÿ старости Виталий Михайлович Андриянов питĕ кулянатчĕ халăх Вăтапуç чиркĕвне йышлăн çÿременнишĕн.
— Çак коронавирус чирĕ пирки пулĕ, чăнах та, çынсем сахаллăн çÿретчĕç. Халĕ ун пек мар. Чиркĕве эпир пачăшкăшăн çÿреместпĕр вĕт, Турра ĕненсе. Çÿресчĕ-ха вăй пур чухне. Çак вирус пирки клубра спектакльсем те лартма пăрахрăмăр.
— Зоя Германовна, апла эсир артистка та-и?
— Çавăн пек пулса тухать ĕнтĕ. Пĕр кун ятарласа список турăм та, вунă спектакле çитрĕм! Ячĕсене тетĕр-и; «Çĕнĕ ĕмĕр мыскари», «Телейлĕ-ши эсĕ, ывăлăм;», «Юратупа шÿт тумаççĕ», «Виçĕ хĕрĕн пĕр каччă», «Таврăнчĕ савни салтакран», «Пушмак мыскари», «Туй икерчи» тата ытти те. Арçын рольне те выляма тÿр килнĕ, ытларах карчăксен рольне выляса савăнтараттăм спектакль курма килекенсене. Библиотекăна Юрий Семенович Никитин патне те çÿренĕ вăл ирттерекен мероприятисене хутшăнма.
Вăтапуç ял библиотекин ертÿçи те кунтах-ха, манпа юнашар ларать:
— Юрий Семенович, Зоя Германовна питĕ активлă, пултаруллă хĕрарăм пулас.
— Вăл питĕ пултаруллă та пуçаруллă, ĕçшĕн çунса тăракан çын. Пĕр-пĕр ĕç тума çынсене те явăçтарма пултарать, спектакль выляма кирлĕ тумсене те хăех çĕлет. Зоя Германовна хаçат-журналпа, кĕнекепе питĕ туслă. «Тăван Атăлăн» çĕнĕ номерĕ килсен ăна чăн малтан Зоя Германовна вулать.
— Зоя Германовна, халĕ те кĕнеке вулама пăрахман-и?
— «Тăван Атăлсăр» пуçне ытларах Турă кĕнеки вулатăп. «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илетĕп те ăна вуласа тухмасăр чун вырăнта мар пек. Мухтанать тесе ан калăр та, спектакльсенче карчăксен ролĕсене выляса эпĕ республикăри конкурса хутшăнтăм, иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Пĕрремĕшне те йышăннă пулăттăмăр-и, тен, манпа пĕрле вылякан артист ытла çамрăкчĕ те, иккĕмĕш вырăна кăна тивĕçлĕ пултăмăр. Камитсенче те вылянă, куракансен куçне шывлантаракан рольсем те пулнă. Пирĕн конкурс Шупашкар районне кĕрекен Апаш ялĕнче иртнĕччĕ. «Пире эсир виçĕ хутчен макăртрăр»,- тенĕччĕ мана ун чухне жюри членĕсем.
— Куççульпех макăратăр-и сцена çинче?
— Куççульпех. Эпĕ питĕ çемçе чунлă. Çын макăрнисене курсан та чăтаймастăп, куç наччасах шывланать. Хăçан иртсе каять-ши çак мур чирĕ? Икĕ çул ĕнтĕ спектакльсем лартаймастпăр. Халăх çине тухас килет. Кăçал, тавах Турра, Акатуй та, Илен кунне те, Питрав та ирттертĕмĕр. Чăваш тумĕ тăхăнса — тĕрленĕ кĕпепе, тĕрленĕ саппунпа — Кайăкялне Питрава та кайса килтĕмĕр вун иккĕн.
— Сирĕн хушăра вырăссем çук-и? Вăтапуçĕнче вырăссен хăйсен пĕр урам пулнă.
— Халĕ ялта вырăссем çук тесен те юрать. Ваттисем вилсе, çамрăксем çурчĕсене сутса хулана кайса пĕтнĕ.
— Спектакльсенче выляса, конкурссене хутшăнса сирĕн килте пахча çимĕç ÿстерме вăхăт юлать-и, Зоя Германовна?
— Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ. Çуркунне пилĕке тÿр- летмесĕр ĕçлеме тивет. Пахча çимĕç ÿстермесĕр ялта мĕнле пурăнатăн? Сухан кăна кашни çул 36-шар витре пуçтарса кĕртетĕп.
— Ăна ăçта хурса пĕтеретĕр?
— Эпĕ ачасене суханне те, кăшманне те, кишĕрне те, çĕр улмине те, купăстине те, аш-какайне те пĕрре те укçалла илтерместĕп. Веçех хам килтен парса яратăп.
— Сад пахчинче мĕн ÿсет-ха?
— Чие нумай ман, хурлăхан, крыжовник. Кăçал 32 банка компот хупрăм çак çырларан. Грушăран компот хупрăм тин çеç. Хăяр-помидорăн шучĕ те çук. Аджика, леччо, салат — пĕтĕмпех хам хатĕрлетĕп, лавккаран илсе курман. Морозильника икĕ витре чие çырли шăнтма хунă, виктори çырли нумай ÿсет пахчара. Вăрман çырлине те кайса килтĕмĕр Павлов Владикăн арăмĕпе Людăпа. Кăмпана та унпа пĕрле çÿретпĕр. Кашни çырлан, кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Кăмпана пĕрре кайса килтĕмĕр, кăштах кăрăç татрăмăр. Кăмпа вăхăчĕ çитеймен-ха.
— Зоя Германовна, сирĕн тĕп килте, Вăрăмпуçĕнче, кам пурăнать-ха?
— Шăллăм хăйĕн çемйипе. Унăн виçĕ ача. Кинпе питĕ ки- лĕштерсе пурăнатпăр. Час-часах вĕсем патне çÿретĕп.
— Эпĕ сирĕн аçăра та, аннĕре те питĕ лайăх пĕлнĕ. Шел, вĕсем питĕ ир çĕре кĕчĕç.
— Атте пирĕн чирлĕ пулнă, анне вара питĕ хавшакчĕ. Мана та çынсем: «Аннÿ пек хавшак эсĕ», _ теççĕ. Вăл утмăл çиччĕ-рех пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.
— Паян мĕн ĕç тума палăртса хутăр-ха?
— Эсир паян килетĕр терĕ те Юрий Семенович, ирех тăрса кукăль пĕçертĕм. Хур-кăвакал, чăх-чĕп валли кашни кун пысăк хуранпа апат пĕçеретĕп. Пурнăç пур енчен те аван темелле, анчах пенси сахал — 9 пин кăна. Ĕç стажĕ вара ман 43 çул.
— Çĕр улми чылай лартатăр-и?
— Ытти çулсенче уйра та лартаканччĕ, кăçал анкартине кăна лартрăмăр, 10 сотăй пулать пулĕ. Кăларма та çуралнă кун хыççăн тепĕр кун кăлараканччĕ. Кăçал аври симĕс те, кăштах тăхтас терĕмĕр. Пухма йăмăк-аппасем те, кинсем те килеççĕ. Пĕр-икĕ сехетрех пуçтарса пĕтеретпĕр. Çĕнĕ кин те пулать, пĕлтĕр те килнĕччĕ, ĕçе юратать.
Вăт çакăн пек ĕçчен те пултаруллă, ырă кăмăллă çынпа паллашма тÿр килчĕ мана нумаях пулмасть Вăтапуç салинче. Калаçса пĕтерсен пĕрле сĕтел хушшине ларса вăл пире тутлă кукăльпе, техĕмлĕ те сиплĕ чейпе сăйларĕ. Тавах сире, Зоя Германовна, сывлăхпа пурăнăр!