Пятница, 13 декабря, 2024
Главная > Публикации > Елена Тумашкина: «Ĕлĕк колхозра ĕçлекенсем пысăк хисепре пулнă»

Елена Тумашкина: «Ĕлĕк колхозра ĕçлекенсем пысăк хисепре пулнă»

— Вăтăр икĕ çул «Гвардеец» колхоз ферминче пĕр улшăнмасăр дояркăра ĕçлерĕм, — тет Вăтапуç салинче пурăнакан Тумашкина Елена Максимовна. — Çулсем те сахал мар: январь уйăхĕнче 76 тултаратăп. Малтан кашни дояркăн 12-шер ĕнеччĕ. Кайран пысăклатса-пысăклатса пычĕç те ĕне шутне — çирĕме те çитрĕ пулĕ.
Ун чухне ĕне сумалли аппаратсем те пулман пулĕ?
— Çирĕм çул алпа сунă, эпĕ пукан çине ларса мар, чĕркуçленсе ларса сăваттăм. Çавăнпах пулĕ урасем питĕ ыратаççĕ. Манпа пĕрле ĕçленисенчен чылайăшĕ çук ĕнтĕ. Лукина Ксения, Клементьева Серафима, Антонова Римма пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Укçинкка Лукина утмăл та тултараймарĕ, çĕре кĕчĕ.
— Елена Максимовна, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Гвардеец» колхоз дояркисен ячĕсем районĕпе кĕрлесе тăнă. Кашни ĕнерен сĕт нумай суса илекенсен шутĕнче Тумашкинапа Лукина, Клементьева ячĕсене вĕçĕмсĕр районта тухса тăракан «Коммунизмшăн» хаçатра асăнатчĕç.
— Ун чухне колхозра ĕçлекенсем пысăк хисепре пулнă. Акă ман сĕ-тел тулли кăкăр çине çакмалли паллăсем: «Пилĕк çуллăх ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «Мастер высоких надоев — 3500» — ку палла çулталăкра кашни ĕнерен çавăн чухлĕ килограмм сĕт суса илнĕшĕн панă, тата эпĕ район депутачĕ те пулнă, ларусене Канаша каяттăм. Иртсе кайнă вăхăта ырăпа кăна аса илетĕп. Килĕшетчĕ эртелпе ĕçлеме — ирпе те, каçпа та.
Ун чухне холодильниксем пулман ĕнтĕ, сунă сĕте мĕнле сивĕтнĕ?
— Флягăсене лав çине тиесе çырмана антараттăмăр. Унта сивĕ çăл шывĕ юхса выртатчĕ. Каярахпа холодильник илсе лартса пачĕç. Ĕнесем валли курăка çавапа хамăрах уя тухса çулнă, хамăрах сенĕксемпе трактор прицепĕ çине тиесе фермăна турттарса килнĕ. Сăвакан ĕнесем пĕр витере икĕ çĕр пуçран кая марччĕ, дояркăсем те çиччĕн-саккăрăнччĕ.
Елена Максимовна, эсир чечек питĕ юрататăр пулас. Урамран картишне кĕрсенех талккăшпех чечек сирĕн.
— Çĕрне ывăл ача чавса парать те, эпĕ вăррине акатăп. Кашни çулах. Ывăл ачапа пĕрле пурăнатпăр та, пĕтĕм ĕçе тенĕ пекех вăл тăвать. Ĕнене хам сăватăп. Бройлер чăххисем пур, индоутка. Вĕсене пăхатăп. Пахча çимĕç те лартнă. Хăяр, помидор, кишĕр, кăшман темĕн чухлех. Помидорне банкăсене хупсах пĕтереймен-ха. Авă хĕрелсе выртаççĕ. Çĕр улмине килти пахчана пĕр виçĕ йăран кăна лартатпăр кăларса çиме. Ытти йăлт уйра. Унта тракторпа ĕçлеме меллĕ. Виçĕм çул туяпа туяланса кайнăччĕ-ха çĕр улми кăларнă çĕре. Пĕлтĕр каяймарăм. Пĕтĕмпех çамрăксем ĕçлеççĕ. Кинсем килеççĕ.
Аслă ывăл Вячеслав кăçал 52 тултарчĕ. Çемйипе ялтах пурăнать, Кайăкялне тухса каякан урамра. Ялта ман тăватă ывăл, пĕри — Хусанта. Час-часах мар пулин те çемйипе яла килкелесе каяççĕ. Вăл фотопленка кăларакан çĕрте ĕçленĕ те пенсие иртерех тухма хатĕрленет.
Иккĕмĕш ывăл Олег. Колхоз вăхăтĕнче тракторпа ĕçлетчĕ, халĕ вахтăна çÿрет. Нумаях пулмасть Северодвинск хулине кайса килчĕ. Çемьеллĕ, икĕ ача. Асли авланнă. Хĕрачи Шупашкарта. Хусанти ывăл Владимир ятлă, вĕсен виçĕ ача. Кин стройкăра ĕçлет. Владимир хыççăн Юрий, вăл пушар хуралĕнче ĕçлетчĕ Канашра. Хĕрĕх пиллĕк тултарчĕ те пенсие ячĕç. Малалла ĕçлес кăмăлĕ те пурччĕ. Час авланмарĕ те — ачисем çамрăк. Килте манпа пурăнаканни — Алеш. Малтан вăл та вахтăна çÿретчĕ. Хам урасăр пултăм та, тата чирлекелетĕп, килте çын кирлĕ тесе çÿреме пăрахрĕ. Килте пыл хурчĕ усрать, ĕçĕ çителĕклĕ Алешăн.
— Çамрăк чухне ал ĕçĕпе те интересленнĕ пулĕ?
— Эпĕ тĕрлеме юратнă. Тĕрленĕ япаласем çаплах выртаççĕ: «Ăçта çакан вĕсене, çунтарса кăна ямалла!» — теççĕ çамрăксем. Çунтарса ярас килмест, вĕсем мана çамрăклăха аса илтереççĕ.
Çамрăк чухне чăвашла тухса тăракан хаçат-журнала киленсех çырăнаттăм. Халĕ куç та япăх куракан пулчĕ, «Çамрăксен хаçачĕсĕр» пуçне урăх нимĕн те çырăнман.
— Ман чылай ватăпа калаçма тивет. Пурте тенĕ пекех вĕсем «Çамрăксен хаçатне» çырăнатпăр теççĕ. Сире мĕн интереслĕ çав хаçатра?
— Унта тĕрлĕрен калав пичетленет, çамрăксем хăйсен юратăвĕ çинчен уççăн каласа параççĕ. «Ман çав качча (е хĕре) мĕнле çавăрмалла-ши?» — тесе канаш ыйтакансем те пур.
Манпа пĕрле Елена Тумашкина патне Вăтапуç ялĕнчи библиотека заведующийĕ Юрий Никитин та килнĕ. Тахçан калаçура вăл хăйĕн арăмĕ Лидия Максимовна та «Гвардеец» колхозăн ĕне фермийĕнче дояркăра ĕçленĕ тесе асăннăччĕ.
— Юрий Семенович, эсир хă-вăр мăшăр фермăра ĕçленĕ çулсенче ăна пулăшма çÿремен-и?
— Пайтах çÿренĕ. Малтанах ăна Еля аппа (эпĕ Елена Максимовнăна çапла чĕнетĕп) пулăшса пынă. Кайран, ĕçе хăнăхсан, ман Лида та ăста дояркăсен шутне кĕнĕччĕ. Мĕн колхоз арканиччен ĕне суса пурăнчĕ. Каярахра Мускавра хваттер илтĕмĕр те, вăл унта куçса кайрĕ, унта ĕçлесе пурăнать. Ывăл та çавăнта. Киле час-часах килсе каяççĕ.
Фермăра унта ĕçлекенсене канма Хĕрлĕ кĕтес («Красный уголок») пурччĕ. Унта дояркăсен, скотниксен çуралнă кунĕсене пĕрле пухăнса хамăр çырса хатĕрленĕ сценарипе савăнăçлă лару-тăрура паллă тă- ваттăмăр. Фермăн хăйĕн хор та пулнă. Икĕ доярка купăс каланă. Елена Максимовнăн юбилейне пĕтĕм ял халăхĕпе клубра паллă турăмăр. Дояркăсемпе тĕрлĕрен конкурс ирттереттĕмĕр. Фермăн хăйĕн лавкка пулнă, мунча, бассейн, сывлăха сиплеме физиотерапи кабинечĕ ĕçлетчĕ…
— Елена Максимовна, халĕ колхоз саланса кайнă, ферма çук… Ни бассейнĕ, ни мунчи. Кулянтармасть-и çакă?
— Кулянма мар, макăрас килет. Витисем ишĕле-ишĕле аннă, юхăнса выртаççĕ. Мĕнле çирĕпчĕ ферма çурчĕсем, пурте справнăччĕ. Шурă халатпа çÿреттĕмĕр. Кашни çул ытти колхозсенчи дояркăсем пирĕн пата вĕренме семинара килетчĕç.
— Урама тухсан кампа та пулин калаçса ларма çын пур-и кÿршĕре?
— Нина кума пур, Шемякина. Кивĕшелттемсем. Унпа калаçкалатпăр. Георги арăмĕ Андреева Зина пур, выльăх тухтăрĕ.
— Паян мĕн ĕç пур-ха, Елена Максимовна?
— Алеш хуртсене сироппа эмел памалла тетчĕ-ха. «Пĕлтĕр çав вăхăтрах сироп панăччĕ, кăçал параймарăм», — тесе кулянать. Вăхăчĕ те çук, пĕри чĕнет пулăшма, тепри. Пиччĕшĕ мунча тума пуçланă та, ĕнер пурте ун патне кайрĕç.
— Халĕ мунчана пысăк тăваççĕ…
— Алеш вăрçать: «Кама валли вите пек пысăк мунча тăвать-ши?» — тет. Хам кайса курман-ха.
— Тăван яла, Вăрăмпуçне, каймастăр-и?
— Çимĕке машинăпа илсе кайса килнĕччĕ. Хам, ура ыратнипе, утса çитейместĕп. Тĕп килте никам та пурăнмасть. Веç ишĕлсе пĕтнĕ. Çемьере эпир пиллĕкĕн ÿснĕ — тăватă ывăл та пĕр хĕр — эпĕ варринчи. Асли, Коля, Красноярск крайĕнче пурăнать, 83 тултарать кăçал. Арăмĕ вилчĕ унăн. Якур Омскра. Вăл 1940-мĕш çулхи. Унăн икĕ ача. Ялта Ваççил пурăнать ывăлĕпе. Арăмĕ, вилчĕ. Якку Канашра пурăнатчĕ, вилчĕ.
— Юрĕ апла. Елена Максимовна, ăнăçу сире, сывлăхпа çÿрĕр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *