Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Кĕрхи ешĕл калча куçа илĕртет

Кĕрхи ешĕл калча куçа илĕртет

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов вырăна тухса уй-хир ĕçĕсемпе тăтăшах паллашаççĕ. Черетлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче вĕсем кĕрхи калча уйĕсене хак пачĕç.


Çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртнĕ-кĕртмен районти ял хуçалăх ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене акса хăварма çĕр хатĕрлеме тытăнчĕç. Килес çулхи тухăç никĕсне ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 6100 гектар çинче хывса хăварнă. Ку планăн 102,7 проценчĕпе танлашать (план 5936 гектар).
Кĕрхи культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкне илес пулсан акса хăварнă пахалăхлă вăрлăх виçи 9 процентпа танлашать, вĕсем 552 гектар йышăнаççĕ. Çак тĕллевпе çĕр ĕçченĕсем 160 тонна элита вăрлăх туяннă пулнă.
Ÿсен-тăрана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн специалисчĕсем палăртнă тăрăх, кĕрхи калча еплерех ÿссе çитĕнесси ун умĕнхи çĕр çинче мĕнле культура ÿссе çитĕннинчен нумай килет. Таса пар çине акнă кĕрхи культурăсем яка та пĕр тикĕс шăтса тухнă, виççĕмĕш çулçă та кăларма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен анисене пăсса акнă лаптăксем пурте виççĕмĕш çулçă кăларма ĕлкĕреймен-ха, вĕсен 20 проценчĕ йĕп фази витĕр тин тухать. Калча сайралăхĕ палăрать.
Çакнашкал уйрăмлăхсене специалистăн çивĕч куçĕ çеç уйăрса илме пултарать. Пирĕн куç тĕлне вара инçете тăсăлакан ешĕл кавир тухса тăрать, хăйĕн илемĕпе кăмăла çĕклет. Акса хăварнă кĕрхи культурăсем çуркунне юр кайсан — симĕс сăнĕпе, каярах, ылтăн тĕс çапсан, пысăк тухăçĕпе савăнтарасса шанса тăратпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code