Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Тÿрĕ эфирта» — коронавирус теми

«Тÿрĕ эфирта» — коронавирус теми

Октябрĕн 12-мĕшĕнче Канаш районĕн «Канаш» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Людмила Шурекова Инстаграм социаллă сетьре коронавирусран вакцинаци тăвас ыйтупа «Тÿрĕ эфир» ирттерчĕ. Район больницин тĕп врачĕ Сергей Шерне район çыннисенчен килнĕ ыйтусене хуравларĕ.
— Сергей Александрович, чи малтанах районта коронавирус чирĕпе лару-тăру еплерех пулнипе паллаштарăр-ха пире.
— Лару-тăру, чăнах та, çăмăл мар. Иртнĕ эрнере чирлекенсен шучĕ 19 процент ÿсрĕ. Чиртен стационарта, амбулаторире сипленекенсен хисепĕ 46 процент: 26 проценчĕ – «хĕрлĕ зонăра», 20 проценчĕ килте çемьепе пĕрле сипленет.
— Эпидеми пуçланнăранпа, иртнĕ çулхи çуркуннеренпе, динамика еплерех улшăнса пырать?
— Чир юхăмне кашни эрнере сăнаса, шута илсе тăратпăр. Паян Канаш районĕнче те, мĕнпур Чăваш Енри пекех, чирĕн тăваттăмĕш хумĕ пырать. Çынсем хальхи вăхăтри пек нумаййăн чирлени нихăçан та пулман. Ковид-госпитальте 196 çын выртать. Пиртен пулăшу ыйтма килекен кашни пациентах кирлĕ сиплев пама тăрăшатпăр.
— Чирлисене сиплеме эмелсем çитеççĕ-и?
— Ковид-госпитальти «хĕрлĕ зонăра» коронавирусран сиплеме препаратсем çителĕклĕ. Кислород саппасне тăтăш тултарса тăратпăр. Госпитальте выртакансем валли кăна мар, амбулатори мелĕпе сипленекенсем валли эмелсене тÿлевсĕр паратпăр.
— Прививка çинчен калаçар-ха тата. Сергей Александрович, коронавирусран вакцинаци тума мĕнле препаратсем пур тата вакцинăна пациент хăй суйласа илме пултарать-и?
— Эпир, медицина ĕçченĕсем, чирĕн малтанхи тапхăрĕнчех Раççейре вакцина туса кăларассине кĕтрĕмĕр. Чир-чĕр эпидемие куçиччен прививка туни ăна анлă сарăлма паманнине лайăх ăнланатпăр. Паянхи куна коронавирусран асăрханма тăватă тĕрлĕ вакцинăпа усă куратпăр: Спутник V, Эпиваккорона, КовиВак, Спутник Лайт. Вакцинăсем пур, пациент хăй хăш препарата кăмăллать — çавна суйласа илме пултарать.
Паянхи куна районта пурăнакан 9730 çынна вакцина тунă (32 проц.). Район больницин поликлиникинче, терапи уйрăмĕн «приемнăй покойĕнче», Анаткас Татмăшри врач офисĕнче прививка тутарма пулать, унсăр пуçне мобильлĕ бригадăсем ĕçлеççĕ.
Вакцинаци тунă хыççăн та çын чирлеме пултарать тенине илтме тÿр килет.
— Кун пек тĕслĕхсем пур, кашни тĕслĕхех врач комиссийĕнче сÿтсе яватпăр. Кунта çакна ăнланмалла: прививка тунă хыççăн пиллĕкмĕш кун тĕлне кăна антителăсем йĕркеленсе çитеççĕ. Хăш-пĕр çын антителăсем вăй илсе çитейменнипе 11-12-мĕш кунне коронавируспа чирлесе кайма пултараççĕ. Çынсемпе сахалрах хутшăнмалла, санитарипе эпидемиологи правилисене çирĕп пăхăнмалла.
— Пĕр пĕлĕш каланă тăрăх, унăн паллаканĕ вакцинаци хыççăн вилнĕ иккен. Çакăн пекки чăнах та пулать-и?
— Вăт пăхăр-ха, пирĕн ковид-госпитальте 196 çын выртать, вĕсенчен 4-шĕ кăна прививка тутарнă. Вĕсен чир юхăмĕ çăмăлрах пырать. Эпир вĕсемшĕн пăшăрханмастпăр, мĕншĕн тесен сывалу процесĕ ыттисенчен хăвăртрах пынине куратпăр. Вакцина чир витĕмне çăмăллатать.
— Сергей Александрович, çакăн пек ыйту: вакцинăсенчен хăшĕнче те пулсан чĕрĕ вирус пур-и?
— Çакна çирĕплетсе калатăп: эпир усă куракан тăватă вакцинăран пĕринче те чĕрĕ вирус çук!
— Covid-19па пĕрре чирлесе ирттернĕ хыççăн тепре чирлеме пулать-и?
— Кун пекки пулать. Covid-19 вирусĕ мутациленет, çĕнĕ штамсем çуралаççĕ. Вакцина тунă чухне çав штамсене шута илеççĕ.
— Сергей Александрович, эсир, врач пулнă май, кама прививка тутарма сĕнмен пулăттăр?
— Чарусем нумай мар. Вакцинăн мĕнле те пулин компоненчĕ çине аллерги пуррисене, вăраха кайнă йывăр чирпе аптракансене врач ирĕк памасть.
Йывăр çын хĕрарăмсене çие юлнă хыççăн 22 эрнерен тума юрать.
— Çын хăй коронавируспа е гриппа чирленине мĕнле палăртма пултарать-ха?
— Пандеми пуçланнăранпа çынсем чире уйăрма хăнăхса çитрĕç пулĕ. Температура темиçе кун чакмасть, ÿсĕрттерет, апат тутине, шăрша туйма пăрахнă тăк — кусем сovid-19 инфекцин пирвайхи паллисем. Пĕр тăхтамасăр тухтăра чĕнсе илмелле, вăл сиплев курсне палăртать.
Манăн районта пурăнакансене çапла чĕнсе калас килет: тухтăрсен сире ытти чир-чĕртен сыватма май, вăхăт пултăр тесен прививка тутармаллах.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *