Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Наци продукчĕ туристсен кăмăлне кайма тивĕç

Наци продукчĕ туристсен кăмăлне кайма тивĕç

Чăваш сăри мĕн авалтан хăйĕн техĕмлĕ тутипе палăрса тăнă. Ăна пирĕн мăн асатте-асанне ĕçсе ÿсĕрĕлме мар, ĕççи вăхăтĕнче ăш хыпнине кантарма, пысăк уявра хаклă хăна-вĕрлене чăвашсен ырă-йăли йĕркипе кĕтсе илме вĕретнĕ. Сăрана мĕн авалтан хĕрарăмсем хатĕрленĕ, паянхи кăларăмра хаçат тусĕсене унăн рецепчĕпе Яманкасси ялĕнче пурăнакан Зоя Зайцева паллаштарĕ.


— Сăра вĕретесси салат хатĕрленинчен пуçланать. Çак тĕллевпе ыраш е урпа илмелле те çил çинче сăвăрмалла. Унтан шыва ярса çумалла. Пушă тырă пĕрчисем çиеле хăпарĕç, вĕсене илсе пăрахмалла. Таса тата тулли пĕрчĕсене шывпа шÿтермелле, шăтиччен икĕ талăк кĕтмелле. Вĕри шывпа пăшăхланă хыççăн тырра кăмакана лартмалла. Унта пĕрчĕсем кÿпчесе хăпарĕç, ăна шăпах салат теççĕ те. Авăртиччен «самăр» пĕрчĕсене савăт çине сарса кăмакара е çурт тăрринче типĕтмелле.
Сăра валли 20 литр çăл шывĕ илмелле, 500 грамм хăмла (унăн калăпăшĕ сăра тутине витĕм кÿрĕ, çавăнпа та ытларах е сахалтарах илесси кил хуçи арăмĕнчен килет), 2 килограмм салат, 50 грамм çĕпре (ĕлĕкхи вăхăтра вăл шĕвĕ пулнă, ăна пĕр-пĕринчен кивçен кайса илнĕ), 500 грамм пыл е сахăр. Юман е çăка йывăçĕнчен ăсталанă пăкăллă пичке кирлĕ пулĕ. Асра тытма: кĕр сăри тунă чухне хăмлана татмасăр сапакипех яраççĕ.
Тутине техĕмлетес тата тĕсне тĕттĕмлетес тĕллевпе хуранта сахăр çунтарма юрать. Çакна валли çур кило сахăр илмелле, ăна типĕ хуран тĕпĕнче хăмăрланиччен хĕртмелле. Вара тинех унта шывпа хăмла ярса вĕретмелле. Сăра кун пек чухне тĕксĕм тата карамель тутиллĕ пулĕ.
Пĕр талăк ларнă хыççăн хăмлана сăрăхтарса илмелле, ĕлĕкхи вăхăтра çак ĕçе улăм витĕр пурнăçланă. Халĕ ятарлă аласем пур. Шĕвеке пичкене тултарнă хыççăн пыл хушмалла. Унтан сулхăн вырăна тĕпсакайне лартмалла. Сăрана çав кунах тутанса пăхма юрать, анчах та хăнасене сĕниччен кăштах тытакансем те пур.
Хальхи вăхăтра сăра тунă чухне салат вырăнне квас ăслине усă курасси те вăйра. Сăра тути кун пек чухне, паллах, чылай уйрăлса тăрĕ. Кама епле килĕшет вĕт. Кашнин хăйĕн тутă пахалăхĕ пулнăран рецептсем те тĕрлĕрен. Çавăнпа килте тунă пĕрешкел тутăллă сăра тутанса пăхма тÿр килмĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code