Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Техникăна — шанчăклă управ

Техникăна — шанчăклă управ

Илемлĕ «ылтăн кĕркунне» тапхăрĕ пĕчĕккĕн вĕçленсе пырать. Тÿпере сивĕ пĕлĕтсем шăваççĕ, вăхăт-вăхăт юр вĕçтеркелет. Ял хуçалăх ĕçченĕсем паянхи кун тĕлне çитĕнтернĕ мĕнпур тухăçа пуçтарса кĕртнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Анчах та çакă çĕр ĕçченĕсем çуркуннеччен канăва «кайнине» пĕлтермест.


Хĕрÿ ĕççи хыççăнах техникăна хĕллехи управа вырнаçтарса лартмалла, çитес çул уя тухма тĕплĕн юсаса йĕркене кĕртмелле, пахалăхлă вăрлăх хатĕрлемелле, минераллă удобренисем туянмалла тата ытти те.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă хушăвĕпе килĕшÿллĕн, юпа уйăхĕн пĕрремĕш çурринче районта ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе конкурс ирттернĕ. Унпа килĕшÿллĕн район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн специалисчĕсем тăтăшах хуçалăхсене çитсе килнĕ, ял хуçалăх техникин управлăхне хак панă.
Ĕççи вăхăтĕнче типтерлĕ тытнă, кайран шанчăклă управа лартнă техникăн ĕмĕрĕ чылай вăрăмрах пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кун пек чухне çĕнĕ агрегат тата саппас пайĕ илсе тăкакланасси те аякри вăхăт çине куçать.
«Пионер» агрофирма ĕçченĕсем çак яваплă ĕç патне çулсеренех пысăк яваплăхпа пыраççĕ. Трактор-комбайна унта ятарлă лупас айне е хăтлă ангара лартиччен лайăх çуса тасатаççĕ, тутăхма пултаракан агрегатсене ятарлă шĕвекпе сĕреççĕ, сăрлаççĕ, кустăрмасене çурăласран хупăрлаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *