Ноябрĕн 10-мĕ- шĕнче, Шалти ĕçсен сотрудникĕн кунĕнче, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникне, полицин аслă сержантне Александр Степанова «За смелость во имя спасения» медальпе наградăланă.
Наградăна Александр Анатольевичăн кăкăрĕ çине шалти ĕçсен министрĕ, полицин генерал-ма- йорĕ Виктор Шметков çакнă.
«Эпир иккĕмĕш çул пандемипе çыхăннă çĕнĕ условисенче ĕçлетпĕр, апла пулин те Чăваш Енри шалти ĕçсен органĕсен личнăй составĕ хăйĕн умне лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçлать. Регионти оперативлă лару-тăрăва çирĕп тытса тăма пултартăмăр. Пирĕн республикăра преступность шайĕ Атăлçи федераци округĕнчинчен тата Раççейринчен пĕчĕкрех», — тенĕ министр коллектива саламласа.
Аса илтеретпĕр, кăçалхи январь уйăхĕнче Александр Степанов талăк дежурствăра тăнă хыççăн тăван ялĕнчи Çĕнĕ Шелттемри килне çул тытать. Ял варринче тĕтĕм мăкăрланнине аякранах асăрханăскер тÿрех çав вырăна васкать. Ăна хирĕç 45 çулсенчен аслăрах арçын тайкаланса тухать, хăйĕн çÿçĕ ĕнсе кайнă. «Тепĕр çын», — тет хайхискер аран-аран çунакан çуртра тепĕр çын пуррине пĕлтерсе. Саша пĕр тăхтаса тăмасăр чÿрече кантăкне çĕмĕрсе рамине кăларать те çулăм ярса илнĕ пÿрте чăмать. Унти çынна сĕтĕрсе кăларса хапхаран урама тухса ĕлкĕ-рет кăна — çуртра баллон сирпĕнсе каять.
Александр Степанов полицире 2014 çултанпа ĕçлет, халĕ вăл — следствипе оперативлă службăн водителĕ.