Среда, 5 октября, 2022
Главная > Публикации > Çĕтĕк-çатăк фуфайкăпа, шăтăк-çурăк чăлхапа, йăптăх çăпатапа вăрман касаттăмăр

Çĕтĕк-çатăк фуфайкăпа, шăтăк-çурăк чăлхапа, йăптăх çăпатапа вăрман касаттăмăр

Пĕршенерте çуралса ÿснĕ Иванова Ольга Леонтьевна Вăрăмпуçĕнчи шкулта 42 çул ачасене хутла вĕрентнĕ хыççăн пилĕк çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă.
— Эпĕ пĕчĕк ачасене шутсăр хытă юрататтăм, çавăнпах учитель профессине суйласа илтĕм пулĕ, — аса илет иртнĕ çулсене çут ĕç ветеранĕ. — Куçăмсăр майпа вĕренсе Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илтĕм. Чăваш литературин урокне ирттернĕ май ачасене яланах кĕнекере çырнине кăна мар, çĕршыври ĕçсемпе ялти пурнăçа танлаштарма вĕрентеттĕм. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа та аса илеттĕмĕр. Вăрçă тематикине вĕрентнĕ май шăп та лăп 25 çул каялла, 1996 çулта, эпĕ 6-мĕш класс ачисене Пĕршенерпе Вăрăмпуç ялĕсене янăччĕ. Вĕсен камăн кукамăшĕ е асламăшĕ, кукашшĕ е аслашшĕ вăрçă çулĕсенче ăçта е мĕнле ĕçлени, вăрçăра çапăçни çинчен ыйтса пĕлсе вĕсен аса илĕвĕсене тетраде çырса хумаллаччĕ. Çав тетрадьсем Вăрăмпуç шкулĕнче паянхи кунчченех упраннă.
— Мĕнпе асра юлнă-ши вăрçă вăхăтĕнчи çулсем?
— Пурнăç йывăр пулни, çимелли-тăхăнмалли пулманни, Сăр тăрăхне окоп чавма яни çинчен аса илнĕ вĕсем. Окоп чавма хĕрсемпе хĕрарăмсене пĕр эрнелĕхе кăна тесе илсе кайнă, чăннипе вара шăн çĕре виçĕ уйăх лумсемпе, киркасемпе танклаттарма тивнĕ. Хамăн анне каласа панă тăрăх (вăл Каçал тăрăхĕн-чи Асанкасси ялĕнчен пулнă), вĕсене Улатăр енне вăрман касма янă.
— Çак асаилÿсемпе уроксенче усă курман-и?
— Вăрçă тематики кашни класăн литература урокĕсенчех пур. Эпĕ çывăхри материалсемпе усă курма тăрăшнă. Кăçал Сăрпа Хусан чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине паллă турăмăр, çав пархатарлă ĕçе эпир те хутшăнтăмăр. Ачасем пухнă асаилÿсенчен пысăк альбом туса район администрацине кайса патăмăр.

* * *

Акă мĕнле аса илнĕ вăрçă вăхă- тĕнчи тертлĕ пурнăçа Вăрăмпуçĕн- че 1903 çулта çуралнă Димитриева Анастасия Димитриевна:
— Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 38-та пулнă. Вут-шанкă тупма питĕ йывăрччĕ. Вăрмана кĕртмен. Лаша пулман, вĕсене вăрçа илсе кайнă. Хĕрарăмсем каçсерен хăрăк туратсене çĕклемпе йăтнă. Çырма-çатрара çапă пуçтарнă. Колхозра ĕçленĕшĕн тырă та парайман. Эпĕ хам ачасемпе пĕрле колхоза икĕ пиншер тĕп купăста лартса ÿстерсе панă. Çырма çывăхра пулнă та, ачасем купăста калчисене чупа-чупа шăваратчĕç. Пахчасене туртса сухаланă. Апат пĕçерме тăвар та çукчĕ. Тупăк тума хăма пулманнипе вилесене тупăксăрах пытарни те пулкаланă. Çиме çукран ачасемпе пĕрле юман йĕкелĕ, шĕшкĕпе хурăн кăчки пухнă. Çăкăр пĕçернĕ чух чустана, йĕкелпе кăчкăсăр пуçне, çăка вуттин пăчкă кĕрпине те янă. Тата шăннă çĕр улми крахмалне пухса икерчĕ, пашалу туса çинĕ.
Хĕлле хĕрарăмсемпе хĕрсене, ялта юлнă арçынсене вăрман касма е чукун çул çине юр хырма, окоп чавма илсе кайнă. Киле те яман, çавăнтах пурăннă. Окоп чавма Сăр шывĕ хĕрне яратчĕç. Манăн пĕр хĕр, асли, окоп чавма пĕрле кайнă. 1941 çулхи хĕл питĕ сивĕ пулчĕ. «Пите, алсене тăм илетчĕ. Йĕпе тумтире бараксенче тимĕр кăмака умĕнче аран-аран типĕткеленĕ», — çапла каласа паратчĕ хĕрĕм.
Вăрçăран салтаксем урасăр е алăсăр таврăнатчĕç. Манăн упăшка та урасăр килчĕ. Нумай пурăнаймарĕ, урапах асапланса вилчĕ.

Наçтаç тăхлачă каласа панине Алексеева Оля çырса илнĕ.


* * *

Акă тата тепĕр асаилÿ. Кайăкялĕн- че 1926 çулта çуралнă Прокопьева Мария Матвеевнăпа 6-мĕш класра вĕренекен Фадеев Иван калаçнă:
— Эпĕ вăрçăчченех колхозра ĕçленĕ. Вăрçă тухнă çул 15-ре пулнă. Конюхра та ĕçленĕ, ака та тунă, тырă та акнă. Çамрăк пулнăран мана окоп чавма яман, çитĕннĕ хĕрсемпе ал пăчкипе вăрман каснă. Çимелли, тăхăнмалли пулман. Урана çăпата сырнă. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче ака тунă çĕрте бригадирсем вăрçă чарăннă тесе каларĕç. ВРЗ труби питĕ хытă кăшкăртрĕ. Вăрçă чарăннă тесен лашасене чарса урра! тесе сикрĕмĕр.
Хастар ĕçленĕшĕн премисем те, медальсем те панă. Вăрçă вăхăтĕнче пĕр канăç та пулман. Кăнтăрла тырă вырнă, çĕрле кĕлетре авăн çапнă. Çĕр хута Канаша элеватора лавсемпе тырă леçнĕ. 1942-1943 çулсенче çанталăк йĕпе-сапаллă пулчĕ. Пахчари çĕр улмине кăлараймарăмăр, çĕрсе кайрĕ. Тăвар стаканĕ 40 тенкĕ тăнă. Пĕр пăт çăнăх — 1020 тенкĕ. Атте вăрçăран таврăнаймарĕ, çиччĕн тăлăха юлтăмăр.

* * *


1921 çулта çуралнă Иванова Юлия Ивановна асаилĕвне вуласа пăхар-ха.
— Вăрçă вăхăтĕнче эпир килте ачасем çиччĕн юлтăмăр, атте вăрçа тухса кайрĕ. Вăрçă пуçланнă çул эпĕ Вăрăмпуç шкулне 1-4-мĕш классенче вĕрентме килтĕм. Шкулта вĕрентнисĕр пуçне салтаксем валли ял тăрăх кĕрĕк, алса, чăлха пуçтараттăм. Çулла çынсемпе пĕрле уя тырă вырма та тухнă.
Ун чухне таса хут, тетрадьсем пулман. Кивĕ кĕнекесем, хаçатсем çине çыртараттăм. Мана окоп чавма илсе каймарĕç, ачасене вĕрентмелле терĕç. Вăрçă вăхăтĕнче классем сивĕ пулнă, пĕрех вĕрентме каяттăм. Фермăна та пулăшма çÿреттĕм. Атте вăрçăран таврăнаймарĕ.

Асаилĕве Афанасьев Игорь çырса илнĕ.


* * *

— Эпĕ 1920 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче Пĕршенер ялĕнче çуралнă, — çапла пуçларĕ хăйĕн асаилĕвне Порфирьева Анна Порфирьевна. — Вăрçă тухнă чух 21-ре пулнă. 1941 çулхи кĕркунне окоп чавма илсе кайрĕç. Ун чухне пите сивĕччĕ. Кĕреçепе чаваттăмăр, пуртăпа та, лумпа та таккаттăмăр. Çĕрĕпе черетпе ĕçлеттĕмĕр. Окоп чавнă чухне шăнса хытсах каяттăмăр. Çиле хирĕç пăхма çукчĕ, пите тÿрех тăм илетчĕ. Çăпатасем шанк хытса ларатчĕç. Шăннă пулсан та чăтнă.
Тепĕр хĕл вăрман касма ячĕç. Ал пăчкипе мĕнле пысăк йывăçсене йăвантарайăвантара яраттăмăр. Хăш чухне пăчка йывăç хĕстерсех лартатчĕ те аран-аран туртса кăлараттăмăр.
Кайран эпĕ виçĕ çул Канаша вагонсем çине вутă тиеме çÿрерĕм. Йăлтах алăпа йăтса тиеттĕмĕр. Пире кунне ултă çĕр грамм çăкăр паратчĕç. Эпир ялтан нумаййăн пулнă.
Вăрçă хыççăн фермăра 10 çул ĕçлерĕм — 1945 çултан пуçласа 1954 çулччен.

Улттăмĕш класра вĕренекен мăнукĕ Трофимова Мария
çырса илнĕ.

* * *

— Ольга Леонтьевна, кашни асаилÿре — çын шăпи. Мĕнле чăтнă-ши çап-çамрăк хĕрсем çав терте, нушана?
— Мĕнле те пулин сăлтава пула ĕçе тухаймасан тÿрех «принуд» панă — вăрçă вăхăтĕнче çавăн пек наказани те пулнă. Акă Пĕршенерти Фомина Клавдия Фоминична асаилĕвне вулар-ха:
— Эпĕ 1918 çулта çуралнă. Пире вăрçă пуçланнă çулах окоп чавма ячĕç. Унта выçăллă-тутăллă пурăннă. Йывăрлăхсене халăхпа пĕрле чăтса ирттернĕ. Виçĕ уйăхра окопсемпе траншейăсене чавса пĕтертĕмĕр.
Унтан пире вăрман касма ячĕç. Хамăр çĕтĕк-çатăк фуфайкăпа, шăтăк-çурăк чăлхапа, çĕтĕк çăпатапаччĕ. Вăрман каснă чухне пĕр лаша вĕлертĕм, тырă турттарнă чухне — тепĕр лаша. Уншăн мана айăпларĕç. Лашасем чирлĕччĕ, хăйсен ÿтне хăйсемех çыртатчĕç. Чирлипех ĕнтĕ лаша хыççăн лаша вилсе пычĕ.
Тепрехинче, чирленипе, Свердловска торф кăларма каяймарăм. Çавăншăн мана тĕрмене хупрĕç. Унта нумаях тытмарĕç, Канаша чугун çул çине ĕçлеме ячĕç. Унта та нумаях тытмарĕç, Указ тухсанах киле ячĕç. Ялта вара эпĕ колхозра ĕçлерĕм. Пĕррехинче, элеватора лавпа тырă пама кайсан, çул шăнпа питĕ яка пулнипе сăрт-ран хăпараймарăм, çырма тĕпĕнче çĕр каçрăм. Ир енне тин яла çитрĕм.

Иванова Катя çырса илнĕ.

* * *

Асанне Афанасьева Екатерина Игнатьевна каласа панинчен:
— Эпĕ вăрçăн пĕрремĕш çулĕнче 16-ра пулнă. 1941 çулта окоп чавнă. Тарăнăшĕ 3 метр, сарлакăшĕ 3-5 метр, пĕр енне хăяккăн, тепĕр енне, танксем каçса ан кайччăр тесе, тÿр-рĕн чавмаллаччĕ. Стройпа тăнă пек тăрса тухса пĕр харăс чавса илсе тăпрана пĕр харăс илсе пăрахмаллаччĕ. Вăрçă тухнă çул хĕлле 41-45 градус сивĕ тăчĕ. Яш ачасем шăннă тăпрана тем пысăкăш катăксемпе катса кăлараççĕ. Эпир, хĕрсем, вĕсене кустарса пырса кăлараттăмăр. Шартлама сивĕ çанталăкра, витĕр вĕрекен çил çинче тăпрана çÿлелле ывăтаттăмăр. Чул пек хытă тăпрана чавма пĕрре те çăмăл мар. Ĕç хатĕрĕсем пурне те çитмен, анчах нормăна пурнăçламалла пулнă. Канма лараттăмăр та, каялла тăма та вăй çукчĕ. Ăшăнас тесе траншейăсенчех кăвайт чĕртнĕ.
Окоп чавса таврăнсан, 1942 çула кĕрсен, Йĕпреçе вăрман касма ячĕç. Йывăçсене пăчкăпа, пуртăпа хĕлĕпех касрăмăр. Пĕр метр тăршшĕ каскасене хамăрах тиеттĕмĕр. Пурăнма çывăхри ялсенче хваттерте е баракра пурăнннă. Тумтирсем типсе те ĕлкĕ- рейместчĕç, тепĕр кун çаплах вăрмана тухса каяттăмăр.
Çăва тухсан Хусантан Ульяновска çити поезд çÿрекен чугун çул тума кайрăм. 80-90 çухрăм тесе калаçатчĕç. Киле çитме çавăн чухлĕ çуран утнă.
1943 çулта, çăва тухсан, каллех вăрман касма кайрăм. Май уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе 438 кубла метр вăрман касмалла тесе ал пустарса алла хут тыттарчĕç. Вăрман кассах çу каçрăмăр. 1944 çулта, хĕле кĕрсен, Буинскра вăрман касрăм. Урана тăла чăлхапа çăпата сырнă. Ун чухне поездсем вутăпа çÿренĕ, çавăнпа вăрман нумай касмалла пулнă. Март уйăхĕнче киле юр-вар илме килсен тăватă кун прогул турăм. Çавăншăн тăватă уйăх принуд пачĕç. Ăна ĕçлесе татсан колхозра ĕçлерĕм…
Кайран доротделта нумай çÿренĕ. 1949 çулччен килте пурăнсах курайман. Киле мунча кĕме килсессĕн макăра-макăра каяттăм. Эпир ун чухне улах ларса юрă-ташă курман.

Асламăшĕ каласа панине 6 класра вĕренекен мăнукĕ Афанасьева Елена çырса илнĕ.

(Вĕçĕ пулать).

Василий ЛАПИН

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code