Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ йыша палăртрĕç

Çĕнĕ йыша палăртрĕç

Иртнĕ эрнекун районти тĕп культура çуртĕнче Чă-ваш наци конгресĕн Канаш районĕн уйрăмĕн отчетпа суйлав пухăвĕн ларăвĕ пулчĕ. Лару пуçланиччен Çĕнĕ Шелттемри культура çурчĕн «Шелькурав» студи  ÿкер- нĕ «Шăнра туптаннă ăраскал» кинофильма пăхрĕç.


Ку ларăва Чăваш наци конгресĕпе пĕрле  тачă çыхăнса  ирттертĕмĕр. Тĕп хуламăртан сумлă хăнасем — «Чăваш наци конгресĕ» общество организацийĕн президенчĕ Валерий Клементьев, тавра пĕлÿçĕ, конгресăн «Чăваш ялĕ» комитечĕн председателĕ Эдуард Бахмисов килчĕç. Ларăва Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Екатерина Филиппова ертсе пычĕ.
Кун йĕркинче икĕ ыйту пăхса тухрĕç: Чăваш наци конгресĕн Канаш районĕн уйрăмĕн 2021 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕ тата Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертÿçине суйласси.
Конгресăн районти уйрăмне ку таранччен ертсе пынă Елена Иванова, районти вĕренÿ управленийĕн методисчĕ, кăçалхи ĕç-хĕле тишкерсе тулли отчет турĕ.
Иккĕмĕш ыйтупа сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш наци конгресĕн Канаш райо- нĕн уйрăмĕн председателĕ пулма «Канаш» хаçат редакцийĕн тишкерÿçине Ирина Андреевăна суйларĕç. Уйрăмăн çĕнĕ йышне палăртрĕç.
Ларăва Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев пĕтĕмлетрĕ. Конгресăн районти уйрăмне ку таранччен ертсе пынă Елена Ивановăна, Мăкăр культура çурчĕн ертÿçине Вероника Ивановăна Тав хучĕпе чысларĕ. Районти тĕп культура çурчĕн сасă операторне Иван Куропаткина патриотлăх темипе мероприяти нумай ирттернĕшĕн Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă асăну медалĕпе наградăларĕ. Катек культура çурчĕн «Шевле» халăх фольклор ушкăнĕ тата Мăкăр культура çурчĕн «Туслăх» фольклор ушкăнĕ чăваш халăх юрри-ташшине кăтартрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code