Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ çулта ĕмĕт пурнăçланать

Çĕнĕ çулта ĕмĕт пурнăçланать

Çĕнĕ çул çывхарать. Умрах ĕнтĕ. Çамрăк-и, ватă-и эпир — пурпĕрех Çĕнĕ çул уявĕнчен темле асамлăх кĕтетпĕр. Хĕл мучипе Юр пике саламлама килсен хамăрăн çулланă ÿсĕме пăхмасăрах ачапчана çаврăнмастпăр-и-ха? Чунра упранса юлнă ачалăх туйăмĕсем вăранаççĕ, Çĕнĕ çул парнесĕр пулмасть.


Пĕтĕм Раççейри «Ĕмĕтсен ăлки» акцие хутшăнса депутатсем ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Ĕнер, сăмахран, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Петр Краснов Карăклă ял тăрăхĕнче пурăнакан нумай ачаллă Ильинсен çемйине Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа Хĕл мучи парнине ачасем патне илсе çитерчĕç.
«Пурте юратакан, кĕтекен, асамлă уяв вăл Çĕнĕ çул. Ăна çемьепе пĕрле паллă тумалла, вара пирĕн ĕмĕт-тĕллев пурнăçланатех. Çакăн евĕр ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнса ачасене савăнăç, хавхалану кÿме çав тери хавас эпир. Вĕсен куçĕсем савăнăçпа çуталнине курсан кăмăл çĕкленет.
Пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр. Çитĕнÿсем кунран-кун хушăнса пыччăр», — терĕç Юрий Алексеевичпа Петр Степанович.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Михайлов Ильинсене пылак парне парса саламларĕ. Ашшĕ-амăшне сывлăх, ачасене шкулта тăрăшса вĕренме, пĕлÿ тĕнчинче пысăк ÿсĕмсем тума сунчĕ.
Ю. Поповпа П. Краснов депутатсем çак кун граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе те йышăнчĕç.


Зоя ОРЛОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *