Çулталăка пĕтĕмлетнĕ май раштав уйăхĕн вĕçĕнче халăх пултарулăхĕн «Фестивальсен фестивалĕ» республикăри конкурссен çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсен фестивалĕ иртнĕ. Вăл ялтан тухнă юрă-ташă ăстисене Сĕнтĕрвăрри хулине туслă йыша пуçтарнă. Унта Вăрман Енĕшри клуб çумĕнчи «Енĕш-сем» фольклор ушкăнĕ те хутшăннă.
Пирĕн республикăра чылай конкурс-ăмăрту иртет, «Фестивальсен фестивальне» вара Чă-ваш Енре пурăнакансем уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Сĕнтĕрвăрри хули хăнасене питĕ тарават кĕтсе илнĕ, паллă вырăнсем тăрăх асра юлмалли кăсăклă экскурси парнеленĕ.
Пултарулăх ушкăнĕсем хула историйĕпе тата паллă вырăнсемпе паллашнă хыççăн куракансене савăнăçлă уяв концерчĕ парнеленĕ.
«Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ фестивале хутшăннă
