Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Медицинăра 40 çул ытла тимленĕ

Медицинăра 40 çул ытла тимленĕ

Çак кунсенче Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакан Лидия Матвеевна Ефимова 90 çул тултарнине паллă тунă. Чăваш Республикин медицинăн тава тивĕçлĕ ĕçченне сумлă юбилейпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — районти вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева саламланă.


Лидия Ефимова Вырăскас Пикшихри фельдшерпа акушер пунктĕнче 46 çул çынсен сывлăхне пăхса тĕрĕслесе тăнă. Ĕçри хастарлăхĕшĕн ăна «Отличник здравоохранения СССР» тата ытти сумлă наградăсемпе чысланă.
Юбиляр икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕ Вячеслав «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ. Владимирпа Валентинăна «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа чысланă.
Лидия Матвеевнăна ултă мăнукĕпе вун пĕр кĕçĕн мăнукĕ хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Çывăх çынни патне час-часах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ.
Хисеплĕ ветерана 9 теçетке çула сумлă пурăнса çитнĕ ятпа саламласа çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *