Главная > Публикации > Паттăрăн ячĕ ĕмĕр асра

Паттăрăн ячĕ ĕмĕр асра

Сывлăх тата спорт декадипе килĕшÿллĕн кăрлач уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче Энтриялĕнче хоккей турнирĕ иртнĕ. Ăна Паттăрлăх орденĕн икĕ хут кавалерĕ В. Павлов ятне асра тытса çулсеренех йĕркелеççĕ. Хоккей вăййине кăмăллакансем çак ăмăртăва кăçалхипе XXII хут пуçтарăннă.
Турнира тăватă ушкăн хутшăннă, спортсменсем Анат Сурăм, Сухайкасси, Вăтакас Кипеч ялĕсенчен килнĕ, пăр çине çавăн пекех каток хуçисем те тухнă.
Павлов Кубокĕшĕн пынă хĕрÿ тупăшура «Энтрияль» ушкăн çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. «Гранит» ?Вăтакас Кипеч/ хоккеисчĕсем иккĕмĕш вырăна тухнă, «Сормы» ушкăн виççĕмĕш пулнă. Турнир çĕнтерÿçисене дипломсем тата медальсем парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code