Воскресенье, 3 июля, 2022
Главная > Публикации > Тылри паттăрлăха упракан кунчăкри йĕркесем

Тылри паттăрлăха упракан кунчăкри йĕркесем

Шупашкарти вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерекен институт нумаях пулмасть «Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ» темăпа сочиненисен конкурсне йĕркеленĕ. Конкурс виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Çак ĕç районта пĕрремĕш вырăн йышăнса Шупашкара кайма тивĕç пулнă. Конкурс çĕнтерÿçи тĕп хуларан иккĕмĕш вырăнпа таврăннă.


Эпир хулара пурăнатпăр. Атте-анне миçемĕш çул ĕнтĕ ялта çурт илме ĕмĕтленет. Унта вĕсем эрне вĕçĕнче, дачăна çÿренĕ евĕр кайса килме палăртаççĕ. Укçи-тенки çитсе пыманран çывăх çыннăмăрсен ĕмĕчĕ яланах аякка тарса пырать. Пĕр кунхине атте хытарсах каларĕ: «2 çул çитет капла кĕтсе пурăнса, кивĕ çурт та пулин туянар. Ялан çамрăк тăмастпăр. Хуралтăсене хамăр вăй питти чухне çавăрма тытăннине мĕн çиттĕр!»
Каланă та тунă. Пĕлтерÿ-пе çывăхри ялта çурт сутнине пĕлтĕмĕр. Ватăсем хыççăн пушанса юлнă çурта йÿнĕ хакпах сутаççĕ иккен. Анкартине хыт хурапа вĕлтрен пусса илнĕ. Лапчăк çуртăн чÿречисем мĕскĕннĕн урамалла пăхаççĕ. Хуралтăсем çĕрĕшсе тайăлнă. Кунта çын алли тахçантанпах сĕртĕнменни тÿрех куç тĕлне тухса тăрать.
х х х
Пĕр канмалли кун çурт вырăнне йĕркене кĕртме кайрăмăр. Атте картишĕнче çÿллĕ ÿссе кайнă курăкпа кĕрешет. Анне кил-çурт ăш-чиккине тасатать. Мана, çăмăлскере, мачча тăррине хăпартса ячĕç. Телефонпа çутатса пынă май мĕн кăна куç тĕлне пулмарĕ: пир тĕртмелли станок, тиртен тунă кĕрĕксем, çăпата тата килте усă курнă ытти хатĕр-хĕтĕр. Хама аваллăх музейне лекнĕнех туйрăм. Куç тĕлне пушăт кантрипе чĕркесе çыхнă кивĕ хут лекрĕ. Йăтса илтĕм — вăл пăт! татăлса саланса кайрĕ. Урайне сарăхнă листасем вĕçсе ÿкрĕç. Чернилпа çырнă, вырăн-вырăн вуланман йĕркесем тухса тăчĕç. Шăрçа евĕр яка почеркра хĕр алли си- сĕнчĕ. Вулатăп:
«Паян 1941 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕ. Сывлăш температури 30 градус сивĕпе танлашать. Çĕрле вырăн-вырăн 35-40 градус пулни çинчен калаçаççĕ. Апла пулин те ку пирĕншĕн чăрмав мар, эпир пур пĕр ума лартнă тĕллеве пурнăçлас тесе юлашки вăйран ĕçлетпĕр. Тăшман малалла иртес çук…»
Мĕн ку; Мĕн каласшăн-ха çак сăмахсемпе йĕркесен авторĕ. Хут купине малалла тустаратăп.
«Паян, 1941 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче, ял халăхне ял Совечĕн çурчĕ умне пуçтарчĕç. Чăваш АССРĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума тытăнни çинчен пĕлтерчĕç…»
Ак тамаша, ку хăйне евĕрлĕ дневник вĕт. Кам çырса пынă-ха ăна;
Хутсене ытама тирпейлĕн пуçтарса мачча çинчен антăм. Унтан тĕпчев ĕçĕ йĕркелеме шут тытрăм. Килтисене систермесĕр урама тухса вирхĕнтĕм.
Ялти лавккана чупса çитрĕм, ватăсем хăш урамра пурăннипе кăсăклантăм. Сутуçă икĕ кил урлă Марье аппа пурăнни çинчен каларĕ, вăл тăхăр теçеткене çывхарса пырать. Апла пулин те хуçалăхне хăех тытса пырать, ăс-тăнĕ çирĕп унăн. Ачисем эрне вĕçĕнче хуларан пулăшма килсе çÿреççĕ, мунча хутса кĕртеççĕ, апат-çимĕçпе тивĕçтерсе хăвараççĕ.
х х х
Ватă кинемей мана ăшшăн кĕтсе илчĕ. Мĕн çăмăлпа килнине пĕлсен манăн кăмăла тивĕçтерессине пĕлтерчĕ. Эпир туяннă çуртра Кулине инке пурăннă иккен. Малтан мăшăрĕ çĕре кĕнĕ, унтан _ кил хуçи арăмĕ. Унтанпа пĕр вунă çул та иртнĕ пулнă. Ачисем аякра пурăннăран кил-çурта тытса тăрайман, юхăнтăрса янă, унтан сутма йышăну тунă.
Марье аппа сăмахĕсенчен Кулине инке Тăвай районĕнче Сăр тата Хусан чиккисене тунă çĕре хутшăннине пĕлтĕм. Вăл хăй ку ялтан пулман иккен, качча килнĕ. Пулас мăшăрĕпе шăпах окоп чавнă çĕрте паллашнă. Якур 18 çул тултарсан фронта тухса кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен Çĕнтерÿпе таврăнсан Кулинене шыраса тупнă та мăшăрĕ пулма ыйтнă. Çапла майпа çамрăк кин асăннă яла лекнĕ.
«1941 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕ. Паян Якур куç тĕлне пулмарĕ. Вăл кÿршĕ бригадăра лумпа шăннă çĕре таккатчĕ. Апат вăхăтĕнче паллакан хĕртен ыйтрăм та ăна фронта илсе кайнине пĕлтĕм. Çĕрĕпе куç хупмасăр макăртăм…»
Акă епле шăпа çаврăнса тухнă иккен çамрăксен. Чун- чĕре туйăмĕсене вăрçă-харçă хупăрлаяс çуккине иккĕленместĕп. Тата мĕн те пулсан çĕнни пĕлес, çав вăхăтсен хронологине йĕркелес тесе кивĕ хутсене асăрхануллă чăштăртаттарса малалла вулатăп.
«Паян 1941 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ. Çĕнĕ çул. Тăпрана наçилккапа йăта-йăта пĕр ура вăйĕ юлмарĕ. Хамăр выртса тăракан хваттере çитсе ÿкессе сунманччĕ эпĕ. Çурма çулта ура лĕнчĕрр кайрĕ те юр çине тĕшĕрĕлсе антăм. Тăраймастăп. Хул пуççинчен çирĕп алăсем тытрĕç: «Тăр, шăнса пăсăлатăн капла», _ тени ил- тĕнчĕ. Палламан каччă мана хваттер таран çавăтса çитерчĕ. Çапла майпа эпĕ кÿршĕ ялти Якурпа паллашрăм».
Марье аппа Кулине инкен мăшăрĕ енчи çывăх тăванĕ- сем хыçалкасра пурăнни çинчен пĕлтерчĕ. «Чăнласах та кăсăкланатăн пулсан вĕсенчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултаратăн, эпир Кулинепе питех çывăх калаçман, çавăнпа та ыттине каласа кăтартма пултараймастăп…» _ терĕ ăш пиллĕ кинемей.
Вăраха ямасăр аллăмри хутсемпе хыçалкасса çул тытрăм. Хам утнă май хут çинчи йĕркесене куçпа пур пĕр йĕрлетĕп.
«Тумтирсем питĕ çÿхеччĕ. Ĕçлесе тарланă хыççăн çан-çурăм пăрпа витĕнетчĕ. Хывса улăштарасси çинчен шутламалли те çук. Чылайăшĕ пĕрремĕш сивĕсем пуçлансассăнах йывăр чирлесе ÿкрĕç. Ÿпке шыççипе манăн хĕр юлташ Кĕтерук çĕре кĕчĕ…»
Чупнă евĕр хăвăрттăн çитрĕм кăтартса янă çурт тĕлне. Мана 60 çулсенчен иртнĕ арçын кĕтсе илчĕ. Тăнлавĕ шуралма ĕлкĕрнĕ пулин те сăнĕпе çамрăк, сарлака хул-çурăмлă. Хам мĕн ыйтупа килнине пĕлтерсен мана пÿрте кĕме чĕнчĕ.
_ Кулине инке манăн тетен мăшăрĕ пулать. Вăл кÿршĕ ялта вĕрентекенсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Шкула ка- йичченех çырма тата вулама вĕреннĕ. Кирек мĕнле пулăма та çырса пыма кăмăлланă. Çакнашкал «дневниксем» тата та пулнине пĕлетĕп. Вĕсене килте усăсăр хут купи пуçтарăнса ан вырттăр тесе ачисем макулатурăна парса янă. Ку мĕнле майпа упранса юлма пултарнă-ха;» _ терĕ арçын.
Мачча тăрринче тупнине пĕлсен вăл та манпа пĕрле кăсăкланса кĕрсе кайрĕ. Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçин çу- лĕсенче историе кĕрсе юлнă паллă пулăмсем çинчен иккĕн вулама тытăнтăмăр.
«Ирхине ирех чан çапатчĕ. Ун сассипе пирĕн ĕçе пуçăнмаллаччĕ. Чан сассипех ĕçе вĕçлеттĕмĕр те хваттерсене таврăнаттăмăр. Кил хуçисен килĕнче выртса тăма вырăн тавраш çукчĕ. Урайне çĕтĕк-çурăк сарса паратчĕç. Каçхи апат çинĕ хыççăн выртаттăмăр та ним пĕлми çывăрса каяттăмăр».
Чăнласах та тĕлĕнмелле йĕркесем. Хальхи вăхăтра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă çынсем юлманпа пĕрех. Юлнисем те тăхăр теçетке урлă каçнă. Çав йывăр вăхăтсем çинчен каласа кăтартнине илтейместпĕр пулин те хут çинче вуласа пĕлни те темрен паха. Пирĕн «чĕмсĕр» рубежсем çинчен кашнин пĕлмелле, хамăр мĕн пĕлнине çитĕнекен ăрăва каласа парса хăвармалла.
Вăрçă-харçă, тăшман танкĕ-сем пирĕн тăрăха çитеймен пулин те пирĕн вăл вăхăтри 17 çултан аслăрах çынсем чавнă окопсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк, мĕншĕн тесен вăрçă тухсассăнах тăшман пирĕн çĕршыври пысăк лаптăка кĕске вăхăтра ярса илме пултарнă. Сăлтавĕ: вĕсен çулĕ çинче оборона линийĕсем пулманни. Çакă хистенĕ те ĕнтĕ çĕршыв ертÿçисемпе çар пуçĕсене аякри тылра хÿтĕлев рубежĕ- сем тутармалли хушăва кăларма. Телее, совет салтакĕсем тăшмана пирĕн тăрăха çитме паман, хаяр хирĕç-тăрура каялла çавăрса хăйсен «йăвине» хăваласа яма пултарнă, вăйсем тан мар чухне лару-тăру темле çаврăнса тухнă пулĕччĕ.
Истори докуменчĕсене тишкернĕ май çакна пĕлтĕм. Окоп чавма янă çынсене ĕç бригадисене пĕрлештернĕ пулнă. Кашни район хăйĕн рабочийĕсене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ: кĕреçесемпе, лумсемпе, кувалтăсемпе, пăчкăсемпе, наçилккасемпе тата ыттипе те. Халăха çывăхри ялсенчи çынсем патĕнче, бараксенче вырнаçтарнă. Колхозсен шучĕпе апат çитернĕ.
«Окопсене канмалли кунсăр чаваттăмăр. Сывлăш температури 40 градусран ансан та ĕçе чарман. Шăннă çĕре кăштах та пулин ирĕлтерес тесе кăвайт хураттăмăр, вара ăна тин катса илме май килетчĕ…»
Киле таврăнсан интернет уçлăхне кĕтĕм. Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тăвас ĕçе хутшăннă çынсене халалласа республикăра палăксем те лартнă иккен. Чăваш Енре федераци шайĕнчи палăк та тума палăртнине вуласа пĕлтĕм. Ку ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнă, ăна Куславкка райо- нĕнче федераци автоçулĕ хĕррине вырнаçтарма палăртаççĕ. Кунсăр пуçне Сăр тата Хусан оборона чиккисен строительствин 80 çулхи юбилейне халалласа медаль те хатĕрлеме пуçланă.
«1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕ. Пире пурне те пĕр йыша пуçтарчĕç те палăртнă ĕçсене вĕçлени çинчен каларĕç. Эпир тинех киле таврăнма пултартăмăр. Сивĕре выçăллă-тутăллă ĕçленишĕн
ÿпкелешсе калаçнине никамран та илтмен эпĕ, мĕншĕн тесен кашнин çывăх çынни фронтра, вĕсене унта тата та йывăртарах. Кашни çеккунтра вилĕм айĕнче çÿреççĕ. Тылра çакнашкал пысăк тата пĕлтерĕш-
лĕ ĕçе пурнăçлама хутшăннишĕн эпир мăнаçланатпăр та, вăл хăçан та пулсан историре пысăк сас паллисемпе çырăнасса шанса тăратпăр!»
Çак вăхăт чăнласах та çитрĕ. Кăçалхи 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн çак паллă пулăма халалланă чылай мероприяти иртрĕ. Окоп чавма хутшăннă çынсене чыслĕç.
Эпĕ те Кулине инкен паттăрла ĕçне, пурте пĕлччĕр тесе, çак конкурсра çырса кăтартас терĕм. Ал çырăвĕсене вара республикăн архивне леçрĕм. Унта вăл ĕмĕр упранĕ, çитес ăру валли хаклă документ вырăнĕнче пулĕ.

Алексей СЕМЕНОВ
Вăтапуç шкулĕ
11-мĕш класс

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code