Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Иртнине манма ирĕк çук

Иртнине манма ирĕк çук

Самана асапĕсене çирĕппĕн тÿссе ирттернĕ, çын çине йăваш куçсемпе пăхакан икĕ кинемее пĕрмай аса илетĕп. Вĕсемпе Уçырмари культура çуртĕнче курнăçса калаçнăранпа вунă çул ытла хыçа юлчĕ пулсан та сăнĕсем паян кун та куç умĕнчех, сасси — хăлхара. Вăрçă вăхă- тĕнче окоп чавнă, вăрман каснă çынсем ун чухне тепĕр темиçе çултан вĕсен паттăрлăхне те чысласса шутлама та пултарайман.


Ксения Матвеевна Матвеевăпа Нина Григорьевна Григорьева Уçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунта çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ, кун-çулне те çак ялтах пурăнса ирттернĕ. Вĕсем иккĕшĕ те тыл ĕçченĕ, çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăл вăхăтри ытти çынпа тан ырми-канми вăй хунă.
Ксения Матвеевна колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çул, апла пулсан пĕтĕм пурнăçĕ ĕçре иртнĕ. Нина Григорьевна ялти «Авангард» артельте, унтан Канашри «Промогород» организацире ĕçленĕ. Вăрçă пуçланни çинчен хумханса та хурланса каласа панăччĕ кинемей:
— 1941 çулхи çу пуçламăшĕнче «Промогородра» помидор калчисене çимĕç туса илме çĕр çине лартатпăр. Пирĕн агроном нимĕç çынниччĕ. Ирпе ирех ĕçлеме тухатпăр та каçхине 11 сехетре ĕç пĕтерсе кĕретпĕр. тепĕр икĕ сехетрен каллех ĕçлеме тухмалла. Çĕрле ик сехетлĕхе канма кĕрсен хĕрсем çывăрма тесе выртрĕç, эпĕ ниепле те çывăрса каяймастăп. Самолет сасси илтĕнет — тула тухрăм. Эпир ĕçлекен территори, парк çийĕн виçĕ ушкăн самолет вĕçсе иртрĕ (кашни ушкăнĕнче 15 рет самолет). Эпĕ помидор калчи сутаканни пулнă. Ун чухне çынсем килĕсенчен хальхи пек помидор калчи ÿстермен. Хулана сутма тухаттăм. Икĕ майра калаçса лараççĕ: «Ĕнер вăрçă тухнă», _ теççĕ. Эпĕ калчасене сутса каялла таврăннă тĕле пирĕн агронома тытса кайнă.
Çав çулхине окоп чавма ячĕç. Ялтан 25 çын тухса кайрăмăр. Пĕр эпĕ кăна каялла таврăнайрăм. Малтан Элпуçне çитрĕмĕр. Унта пурăнма хваттер лекмерĕ те пире — Çĕнçырмана вырнаçрăмăр. Чавмалли лаптăк Эль кÿлли тĕлне лекрĕ. Окопа 3 метр тарăнăш, 3,5 метр сарлакăш, пĕр енне хăяккăн, тепĕр енне танксем каçса ан каяйччăр тесе тÿр-рĕн чавмаллаччĕ. Стройпа тăрса тухса пĕр харăс чавса илсе тăпрана пĕр харăс илсе пăрахмаллаччĕ… Вăрçă тухнă çулхине хĕлле сивĕсем 41-45 градус тăчĕç. Арçынсем шăннă тăпрана тем пысăкăш катăксемпе ватса кăлараççĕ те эпир, хĕрсем, вĕсене кустарса пырса кăлараттăмăр. Окоп чавнă çĕрте тыткăна лекнĕ нимĕçсем те пирĕнпе пĕрле ĕçлетчĕç. Ыйткаласа çÿретчĕç. Шăнса вилчĕç пулмалла вĕсем…
Пĕр уйăх çурă ĕçлесен мунча кĕме тесе виçĕ кунлăха киле таврăнтăмăр. Пирĕн килте белоруссем, салтаксем пурăнаççĕ. Ыйтса тăмаççĕ — салтаксене илсе килеççĕ те килсем тăрăх вырнаçтарса тухаççĕ. Пĕр вĕçĕм кĕре-кĕре тухнипе пÿрт ăш-чикки ăшăнса та çитеймест. Виçĕ кун пурăнса кайрăмăр тăван килте. Тăвай тăрăхĕнчен хальхи Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçне куçарчĕç. Икĕ çĕр пÿрт, тупă лартмалли вырăнсем чаврăмăр.
Çынсем майĕпен тарма пуçларĕç. Юлашкинчен эпир те тухрăмăр та тартăмăр. 7 куна илсе кайрĕç те 3 уйăхран тин çаврăнса çитрĕмĕр. Ун хыççăн ялти колхозра ĕçленĕ, пенсие те унтанах тухнă.
Ватăсен çакăн пек аса илĕвĕсене итлесе е вуласа ларатăн та пит тăрăх куççуль юхса аннине те сисместĕн. Мĕн кăна тÿссе ирттермен пуль пирĕн аннесем. Пурнăç вĕсен вăй-халне, кăмăл-туйăмне, сывлăхне хытă тĕрĕсленĕ. Паян пирĕн хушăра пурăнакан ватăсем иртнĕ вăхăта упракан истори кĕнеки евĕр: тем те курнă, тем те тÿснĕ, тем те пĕлеççĕ.
Эпĕ çÿлерех асăннă кинемейсем те пурнăçран тахçанах уйрăлнă ĕнтĕ. Ачисен, мăнукĕсен вĕсемпе тивĕçлипе мăнаçланмалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code