Пятница, 1 июля, 2022
Главная > Публикации > Çĕнĕ çула çĕнĕ çуртсенче кĕтсе илнĕ

Çĕнĕ çула çĕнĕ çуртсенче кĕтсе илнĕ

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Хучел ял тăрăхĕнче пурăнакан Григорьевсен, Сиккасси ял тăрăхĕнче — Бабановсен тата Асхва ял тăрăхĕнче — Кондратьевсен нумай ачаллă çемйисем савăнăçлă лару-тăрура хăтлă çуртсен уççийĕсене алла илнĕ.


Григорьевсен пысăк çемйине пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ списока 2014 çулта кĕртнĕ. Вĕсем валли хăтлă çурта кăçал раштав уйăхĕнче муниципаллă контрактпа килĕшÿллĕн туяннă. Ăна «Спектр» тулли мар яваплă пĕрлĕх хăпартнă пулнă, унăн лаптăкĕ 67,2 тăваткал метрпа танлашать.
Нумай ачаллă çемьене çĕнĕ пÿрт уççине Хучел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Петров панă. Григорьевсене çак савăнăçлă пулăмпа район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Михайлов тата çурта хăпартакансем саламланă.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе çуртăн алăк урати урлă чи малтан кушакка каçарнă.
Халĕ Григорьевсен çемйипе çывăхрах паллашар. Рената Валерьевна ялти шкулта кĕçĕн класа çÿрекен ачасене вĕрентет. Мăшăрĕ Андрей Валерьевич «Хучель» пĕрлĕхре
тăрăшать. Туслă çемьере пилĕк ача çитĕнет. Кĕçĕннисем Хучел шкулĕнче ăс пухаççĕ, аслă ывăлĕ Григорий нумаях пулмасть салтакран таврăннă, хĕрĕ Елизавета Чăваш патшалăх университетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет.
Сиккасси ял тăрăхĕнчи Бабановсен çемйине тивĕçтернĕ çĕнĕ çурт 136,1 тăваткал метр йышăнать. Вĕсем те çак пысăк парнене 2014 çултанпа кĕтнĕ. Икĕ хутлă çуртра хăтлă пилĕк пÿлĕм, строительсем сантехника хатĕрĕсене вырнаçтарнă, урайсене сарнă, стенасене обой çыпăçтарнă.
Çĕнĕ çурт уççине Бабановсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Михайлов панă. Саламлакансен йышĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Михайлов, Евгений Николаев усламçă тата вырăнти культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ пулнă.
Бабановсен йышлă çемйинче те пилĕк ача çитĕнет. Ангелина шкултан «ылтăн» медальпе вĕренсе тухнă, халĕ Мускавра Сеченов ячĕллĕ пĕрремĕш медицина университетĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Юрий Санкт-Петербургри çар академийĕн 4-мĕш курс студенчĕ. Кĕçĕннисем ялти шкулта ăс пухаççĕ.
Михаилпа Альбина Çĕнĕ çул каçне туслă çемйипе çĕнĕ çуртра кĕтсе илессине пĕлтернĕ.
Аслă Мами ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Кондратьевсен çемйи валли çурта Асхва ялĕнче хăпартнă. Ăна та «Спектр» организацин строителĕсем çĕкленĕ. Унăн лаптăкĕ 94 тăваткал метр йышăнать. Кондратьевсем 2013 çултанпа черетре тăнă, Çĕнĕ çул умĕн вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Çĕнĕ çурт уççине кил хуçисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Иванов панă.
Уяв умĕн çакнашкал паха парнесене тивĕçнĕ нумай ачаллă çемьесене чун-чĕререн саламлатпăр, кашни тĕпренчĕкĕ çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнессе шанса тăратпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code