Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Асăну каçĕнче Пултаруллă ентешсен çулталăкне уçнă

Асăну каçĕнче Пултаруллă ентешсен çулталăкне уçнă

Тунтикун Ачча салинче Совет Союзĕн Геройĕ Антон Петрович Петров çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа асăну каçĕ иртнĕ, çавăн пекех Пултаруллă ентешсен çулталăкне те уçнă. Антон Петрович — инженери çарĕсен генерал-майорĕ, вăл граждан, фин тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă.
Совет Союзĕн Геройĕ А.П. Петров ячĕллĕ Аччари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Эльвира Кротова асăннă çулталăка уçнă май çапла пĕлтернĕ: «Чăваш Енĕн тĕрлĕ енлĕ аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнă ентешсене сума сăвас тĕллевпе республика Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022 çула паллă тата пултаруллă чăвашсене халалларĕ. Хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, ырми-канми ĕçре пысăк хисепе тивĕçнĕ çынсене аса илсе чыс туни тата историри пулăмсене шута илни малашлăха çирĕп утăмпа ярса пусма, ума лартнă тĕллевсене чăрмавсăр пурнăçа кĕртсе пыма май парĕ».
Асăну каçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов, паттăрăн çывăх тăванĕ Манефа Иванова, ФСБ подполковникĕн Руслан Желудкинăн ашшĕ Николай Желудкин тата ял халăхĕ хутшăннă.
Тухса калаçакансем Антон Петровичпа мăнаçланнине, вăл кашниншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртса хăварнă. Паттăрăн кун-çулĕпе документлă фильм урлă паллашнă хыççăн мероприятие хутшăннисем Антон Петровăн бюсчĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен обелискĕ тата Руслан Желудкина асăнса лартнă чикĕ хуралçисен юпи умне чĕрĕ чечексем хунă.
Асăну каçĕ Аччари ача садне çÿрекенсемпе ялти шкулта вĕренекенсем сцена çине патриотла юрă-ташă номерĕсемпе тухнипе вĕçленнĕ.

Алена ПЧЕЛКИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code