Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чăваш йăлисене тытса асра Хастаррăн, вăхăтпа тан утăмлать

Чăваш йăлисене тытса асра Хастаррăн, вăхăтпа тан утăмлать

Пĕр-пĕр мероприятире сцена çине «Татмăш ен» фольклор ушкăнĕ тухсан пĕтĕм сцена кăна мар, культура çурчĕ мăнаçлăн кĕрлесе тăрать. Арçынсем юрă тăсса ярсан вара çан-çурăм çÿçенсе илет. Сăмах Татмăш тăрăхĕнчи пултарулăх коллективĕсен ертÿçи Виталий Дмитриев пирки пырасса ăнлантăр пулĕ ĕнтĕ.
Çывăхарах паллашар-ха унпа. Виталий Дмитриев Çĕнĕ Шуртанта çуралса ÿснĕ. 1996 çулта республикăри Культура училищинчен «педагог-аккомпаниатор-баянист» специальноçпа вĕренсе тухнă, 2001 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институтĕнче «музыка вĕрентĕвĕ» специальноçпа диплом илнĕ.
Юрра-ташша мĕн ачаранах юратнăран вăл пурнăçне ĕмĕрлĕхех çак искусствăпа çыхăнтарнă. Ĕçлĕ кун-çулне 1996 çулта пуçланă, çак çулах Вăтакас Татмăш шкулĕнче вĕренекенсен «Укăлча» фольклор ушкăнне йĕркеленĕ. Еплерех кĕрлеттеретчĕç вĕсем! Тĕлĕнсе каймалла. Ачасем пулăшнипе Виталий Кузьмич тăван тăрăхри мĕн чухлĕ йăла- йĕркене чĕртсе тăратса аталантарман-ши! Хальхи вăхăтри мероприятисене халăх культурин элеменчĕсене кĕртсе уява тата илемлĕрех тума тăрăшать. Ачасене, çамрăксене нацин музыка искусствипе кăсăклантарать, халăх юрри-кĕввине юратма вĕрентет. Çитĕнекен ăрăва халăх инструменчĕсемпе паллаштарать, вĕсене тĕпчет-тишкерет, чăвашăн ачасенче наци туйăмне вăйлатма пулăшакан кĕввисене вĕренет тата вĕрентет.
«Укăлча» фольклор ушкăнĕ конкурссемпе фестивальсенче малти вырăнсене миçе хутчен йышăннине çырса пĕтерме те çук.
Виталий Дмитриев — тĕлĕнмелле ĕçчен çын, унра ĕçлес хавхалану тапса тăрать. Тем те пĕр шутласа кăларма ăста, талантлă, çынсене пĕр йыша пуçтарма тата ертсе пыма пĕлет. Тĕрĕссипе, вăл вĕресе тăрать. Хăйĕн ĕçне те, хушнă ĕçе те тĕплĕ, чунне парса пурнăçлать, çавăнпа ачасем те ун патне хаваспах çÿреççĕ. Учительне пăхса-итлесе вĕренекенĕсем те кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен пуянланаççĕ, пурнăçра кирлĕ ăс-хакăла ăша хываççĕ.
2014 çулта Виталий Кузьмича Вăтакас Татмăш культура çурчĕн директорне лартнă, 2017 çулта илемлĕ пултарулăх ертÿçин должноçне куçнă. Шалтан тапса тăракан вăй- хăватне, ертÿçĕн ăсталăхне тĕпе хурса вăл кунта пысăк хор, аслă ÿсĕмри çынсенчен фольклор коллективĕ йĕркеленĕ. Мĕн пысăкăш ушкăн татмăшсен! Ачасемпе те, çитĕннисемпе те программăсем хатĕрлет. Репертуара профессионал куçĕпе-чунĕпе суйласа илет, ушкăнри çынсен ÿсĕмне, пултарулăхне шута илет. Çын йышлă хутшăнакан мероприятисене хатĕрленнĕ чухне вара Виталин тавçăрулăхĕпе фантазийĕн, ăсласа ĕçлессин чикки виçесĕр анлă.
«Татмăш ен» фольклор коллективĕ кĕске вăхăтрах халăх юратăвне çĕнсе илчĕ. Вăтакас Татмăш культура çурчĕ çумĕн-че йĕркеленнĕ çак ушкăн, вокал ансамблĕ район, республика шайĕнчи конкурссене хастар хутшăнать. Вăлах Пĕтĕм тĕнчери, Пĕтĕм Раççейри, регионсем хушшинчи фольклор фестива- лĕсенче ытларах чухне 1-мĕш степеньлĕ диплом хуçи пулса тăчĕ. Чăваш халăхĕн уявĕсене, йăли-йĕркине епле вăйлă, ĕненмелле кăтартса параççĕ. Регион тулашĕнчи фестивальсенче Чăваш Ен чысне çÿллĕ шайра пĕрре мар хÿтĕлерĕç татмăшсем: Самарта, Тутарстанри Теччĕ тăрăхĕнче, Коломнăра…
Виталий Дмитриев ялан шыравра. Халăх культурин манăçа тухнă ырă енĕсене чĕртсе тăратасси ăна пĕр канăç та памасть. Коллективри çынсем, ял-йыш кăна мар, районта та хисеплĕ çын Виталий Кузьмич. Общество ĕçĕнче те хастар: районти депутатсен Пухăвĕн депутатне те темиçе хутчен суйланă ăна.
Çакăнта çырса кăтартнине ваттисен «ĕçне кура _ хисепĕ» каларăш туллин те уçăмлăн пĕтĕмлетет. Сумлă награда чыса хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе тивĕçнĕ хуçи патне çитрĕ. Çак кунсенче Виталий Кузьмич Дмитриева «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панине пĕлтĕмĕр. Указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Алексеев 2021 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче алă пуснă. Çак наградăна çавăн пекех Катек библиотекин заведующийĕ Светлана Клементьевна Ананьева та тивĕçнĕ. Саламлатпăр ентешсене! Ÿсĕмсем хушăнсах пыччăр, сывлăх пултăр.

Ольга МИКУШИНА,
районти культура
çурчĕн директорĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *