Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Юрий Артемьевпа тĕлпулу иртрĕ

Юрий Артемьевпа тĕлпулу иртрĕ

Чăваш Енре 2022 çула Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Палăртнă çула уçса кăрлачăн 21-мĕшĕнче А.И. Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕн коллективĕ хăйĕн мухтавлă та паллă ентешĕпе Юрий Михайлович Артемьевпа тĕлпулу ирттерчĕ. Тĕлпулăва хисеплĕ хăнасем, Юрий Михайловичăн вĕренекенĕсем пулнă филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Николаевич Исаев тата «Халăх шкулĕ» журналăн тĕп редакторĕ Олег Иванович Прокопьев хутшăнчĕç.


Юрий Михайлович Артемьев — СССР Писательсен союзĕн пайташĕ, Чăваш Енри паллă литература тĕпчевçи, критик, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор. Сиккасси ялĕнче кăрлачăн 30-мĕшĕнче çуралнă, кунти вăтам шкулта 1948-1958 çулсенче вĕреннĕ. Сумлă ентешĕмĕр тăван шкула манмасть, килсех тăрать, шкул пурнăçĕпе кăсăкланать, ырă канашпа та, кирлĕ пулсан, укçа-тенкĕпе те пулăшать.
Мухтавлă ентешĕмĕр литература пĕлĕвĕн уçлăхĕнче те, вĕрентÿ анинче те курăмлă йĕр хăвар- нă. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕсемшĕн Чăваш Республикин Патшалăх премине, «Раççей Федерацийĕн професси енĕпе аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.
Юрий Михайловичран вĕренмелли питех те нумай. Мероприятие ертсе пыракансем те, килнĕ хăнасем те мухтавлă ентешĕмĕр çинчен сахал мар ыррине, çĕннине каларĕç. Вăл пăхăнса пурăнакан «телейлĕ пурнăç вăрттăнлăхĕсемпе» паллаштарчĕç. Вулани пурнăçра питех кирлине уйрăммăн палăртрĕç: ăнăçу вăрттăнлăхĕ — пĕлÿре, пĕлĕвĕн арчи — кĕнеке.
Чи кирли — сывлăх. Ентешĕмĕр кĕçех 81 çул тултарать пулин те сывлăх енчен ÿпкелешмест, кĕлеткипе те çамрăк пекех. «Çакăн вăрттăнлăхĕ — физкультура тата сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнни, — тет Юрий Артемьев. — Гимнастика ÿт-пĕве çирĕплетнисĕр пуçне ăс-тăна аталантарма та, пуçри шухăшсене йĕркелесе вырнаçтарма та пулăшать». Хăй вара, шкулта вĕреннĕ чухнех радиопа тăрса ирхи зарядка тума хăнăхнăскер, халĕ те çав йăлана пăрахмасть.
Килнĕ хăнасем вĕренекенсене питех те кирлĕ канашсем пачĕç. Шкул библиотекине те хăйсен парнисемпе пуянлатрĕç.
Вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем шкула «Халăх шкулĕ» журнал номерĕсен пуххине парнелерĕç.
Юрий Михайлович «çунса тăран тÿпе çăлтăрĕ пек» хастар ĕçре, кĕрешÿре пурăнса пире телей, илем кÿрет. Эпир вăл пурришĕн савăнатпăр, унпа мухтанатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр.

Лидия АНТОНОВА,
кĕçĕн классен учителĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code