Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Çĕнелнĕ клуб хăнасене йышăнчĕ

Çĕнелнĕ клуб хăнасене йышăнчĕ

«Чăваш Республикин ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Ухман салинче культура çуртне тĕпрен юсама тытăнни тата çак ĕçсем еплерех пулса пыни çинчен хаçат тусĕсене пĕрре мар çырса пĕлтернĕччĕ. Халĕ вара культура учрежденийĕ тĕпрен çĕнелнĕ хыççăн ял-йышпа хăнасем валли хă-йĕн алăкĕсене тепĕр хутчен уçрĕ.
Палăртса хăвармалла, мероприяти санитарипе эпидемиологи мерисене çирĕп пăхăнса йĕркеленипе иртрĕ. Сцена çинчен уява пуçтарăннисене район пуçлăхĕ Сергей Шерне тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Михайлов саламларĕç.
— Ухман клубĕ патшалăхăн тĕллевлĕ программине 2021 çулта кĕчĕ. Юсав ĕçĕсем валли федераци бюджечĕ 11 миллион ытла тенкĕ уйăрчĕ. Культура учрежденине тĕпрен юсаса йĕркене кĕртме «Строй-ИНЭКС» тулли мар яваплă пĕрлĕх кăмăл турĕ. Строительство организацийĕ кĕске вăхăтра пысăк ĕç калăпăшне пурнăçлама пултарчĕ», — палăртрĕ Сергей Николаевич. Унтан «Строй-ИНЭКС» организацин генеральнăй директорне Ольга Ефимовăна район администрацийĕн Тав çырăвне парса чысларĕ.
Пысăк уяв хăнасемсĕр иртмест паллах. Ухмансене çак паллă пулăмпа «Канашсем» ен-
тешлĕх ертÿçи Юрий Тарасов, Лидия Филиппова поэтесса, журналист-публицист тата Анатолий Кибеч çыравçă саламларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.
Унтан сцена çине «Татьяна кунĕ» район конкурсне хутшăннă пикесем хăпарчĕç. Кун çинчен тĕплĕнрех иккĕмĕш страницăра.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code