Кирек камăн та Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме тата ăна тивĕçлĕ çын пулса çитĕнме мĕн ачаран хатĕр пулмалла. Çавăнпа çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕç çине пĕлÿ учрежденийĕсенче пысăк вырăн уйăраççĕ.
Çулсерен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне шкулсемпе ача сачĕсенче оборонăпа массăллă тата спорт мероприятийĕсен уйăхлăхне йĕркелесе ирттереççĕ. Çак тапхăрта ачасемпе спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, историри паллă кунсене тишкереççĕ, вăрçă паттăрĕсене аса илеççĕ тата ытти те.
Асăннă уйăхлăх шкулсенче кăçал та иртет, чылай мероприяти эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе онлайн мелпе йĕркеленет.