Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев чиккине тăвакансен тата мĕнпур тыл ĕçченĕн паттăрлăхне ĕмĕр асăмлă тума Тăвайран Улянкă ялнелле тухса кайнă вырăнта «Тыл ĕçченĕсене» стела туса лартнă.
Район территорийĕнче окоп чавакансем тĕрлĕ районтан пулнă. Паллах, тĕрлĕ сăлтава пула ĕçлекенсен шучĕ кашни кунах улшăнса тăнă. Калăпăр, раштавăн 7-мĕшĕнче Канаш районĕнчен 3325 çын ĕçленĕ, Красноармейски районĕнчен — 3218 (раштавăн 1-мĕшĕ), Шăхасан районĕнчен — 4150 (чÿкĕн 22-мĕшĕ), Тăвай районĕнчен — 3501 (раштавăн 6-мĕшĕ). Хÿтĕлев чиккине тăвакансем чăтма çук йывăр чăрмавсене пăхмасăрах паттăрлăх кăтартса çак ĕçсене туса ирттернĕ: Канаш районĕн çыннисем Тăвайĕнчен Кивĕ Пуянкасси ялĕ еннелле 13,3 километр танксене чармалли чăрмавсем (вăл шутра окопсем те), 104 хÿтĕлев сооруженийĕ, 67 çĕр пÿрт тунă, 168,6 пин кубла метр тăпра кăларнă. Çав ĕçсенех Красноармейски районĕн çыннисем (Çĕнĕ Пуянкассипе Элпуç тăрăхĕнче) 10,6 километр, 72 тата 29, 147,9 пин кубла метр, Шăхасан районĕ (Тăвай, Çăлпуç, Мучар еннелле) 12,9 километр, 79 тата 57, 156,2 пин кубла метр, Тăвай районĕн ĕçченĕсем (Тенеяль тăрăхĕнче) 16,4 км, 108 тата 8, 165,1 пин кубла метр пурнăçланă.
Вăл вăхăтри документсене вуласан Хусан хÿтĕлев линийĕн (обвод) тăршшĕ 434 км (Мари Эл, Чăваш Ен, Тутарстан çĕрĕсем çинче) пулни паллă, вăл шутра Чăваш Республикинче (Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар, Тăвай районĕсенче) 103 км танксенчен хÿтĕленмелли тарăн канав (халăхра окоп тетпĕр), Тăвай районĕнче – 30 км (Д.В. Алексеев хатĕрленĕ карта тăрăх). Танлаштарма: Эль шывĕ район тăрăх 29,3 км юхса выртать, район лаптăкĕн виçи — çурçĕртен кăнтăралла — 34 км, хĕвел тухăçĕнчен анăçалла — 27 км.
Пĕрремĕш ĕçсене Пуянкасси ялĕ çывăхĕнче пуçланине калаççĕ. Унчченхи Шăхасан районне (1935-1956) хальхи Вăрнар районĕн ялĕсем кĕнĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи çынсем те Нÿшкассипе Элпуç çывăхĕнче тар тăкнă. Çавăнпа та асăну палăкне Тăвай тăрăхĕнче хÿтĕлев чиккине тунă, тылра ĕçленĕ кашни çынна халалланă.
Йышăну. 2010 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен ушкăнăн (ертÿçи Н.И. Иванов – район администрацийĕн пуçлăхĕ) анлă ларăвĕнче «Тыл ĕçченĕсем» стела туса лартма йышăннă. Хĕллехи уйăхсенче эскизсем ÿкерме тÿр килнĕччĕ. 6-7 эскизран пĕрне суйласа илнĕ. Вырăнне палăртнă. Тĕрлĕ харпăрлăхлă организацисене стела тума, ăна вырнаçтарма, тавралăха илем кĕртме май кирлĕ таран пулăшу пама сĕннĕ. 2009 çулта Çĕнтерÿ юбилейне уявлама организацисенчен тата халăхран пуçтарнă укçаран 15 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçана мрамортан тунă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕшĕн тата информаци хăмишĕн, сăрăсемшĕн тÿленĕ.
Ниме. Район центрĕнчи организацисем пĕри те турткаланса тăмарĕç. Ертÿçĕсемпе тĕл пулнă, калаçнă, тунă. Епле урăхлăрах пулччăрха вĕсем, фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен ачисем! Райпо (Федоров В.Н.), «Акконд-агро» фирма (Иванов В.П., Саперов В.И.) сварка ĕçĕсем туса, «Дорстрой» (Васильев В.В.) рельссемпе, тимĕр юпасемпе, плиткăсемпе, вĕсене сарассипе, вăтам шкул (Кириллов А.Н.) швеллерсемпе, кирпĕч завочĕ (Федотова Е.И.) сăнчăрпа, «МСО» (Муханов А.К.) бетон растворĕпе, «Сельэнерго» (Смирнов Н.П.) бур машинăпа укçасăрах тивĕçтернĕ. Тимĕр швеллерсене, юпасене бетонпа çирĕплетсе лартас, палăкăн мĕнпур пайне сăрлас ĕçе вĕренÿ пайĕн тĕп бухгалтерĕ Александров В.А., Николаев А.А., Григорьев В.В. водительсем, ДЮСШ рабочийĕ Петухов Н.Н. пурнăçланă.
Уçни. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче стела уçнă ятпа митинг иртнĕ. Палăк умĕнче Тăвайри вăтам шкул ачисем хисеплĕ караулта тăнă. Кунтах Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Çĕнтерÿ ялавĕ-сем вĕлкĕшнĕ. П.М. Меркурьев хÿтĕлев чиккине тăвакансене халалланă диорамăпа усă курса хатĕрленĕ баннер уяв самантне илемлетнĕ. Митинга пухăннисен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Иванов, тыл ĕçченĕсем М.Я. Сорокина, М.М. Катякова (Тăвай), Н.Г. Григорьева (Канаш районĕ), М.И. Сурмин пенсионер (Йăнтăрчă), Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Ю.В. Барышов, Н.А. Степанов саппасри подполковник тухса калаçнă. Хаяр та асаплă çулсене аса илнĕ хыççăн çынсен кăмăлне çемçетме Тăвайри вăтам шкулăн хĕрачасен ушкăнĕ, кунтах вĕренекенсем А. Шибалова, Л. Майраслова, А. Михайлова, А. Александров, директор çумĕ С.В. Николаева, Г.Я. Гаврилов (Тăвай ялĕ), А. Степанов (Енĕш Нăрваш шкулĕ) юрă-сăвă парнеленĕ. Юлашкинчен тыл паттăрĕсене сума суса янкăр та мирлĕ тÿпене фейерверк тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăштарнă, çынсем стела умне чечексем хунă.
Сумлă хăнасем. Митинга районти вăтам шкул ачисем, вĕрентекенсем, район цент- рĕнчи организацисемпе учрежденисенче тăрăшакансем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, ялсенче пурăнакансем йышлăн хутшăннă. Чи сумлă хăнасем вара _ хÿтĕ-лев чиккине тума хутшăннă паттăрсем. Канаш районĕнчен килнĕ ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.П. Петров ертсе пынă. Унăн йышĕнче Григорьева Нина Григорьевна (02.11.1924 — 27.02.2019, Уçырма), Григорьева Ольга Ивановна (13.07.1924 — 24.12.2019, Ăвăспÿрт Кипеч), Спиридонова Анна Спиридоновна (07.12.1923 — 26.11.2015, Хунав). Хамăр районтан: Ефимова Зоя Ивановна (24.11.1924 — 22.04.2020, Тушкил), Иванова Антонина Александровна (07.03.1924 — 18.08.2020, Элпуç), Ильина Антонина Степановна (07.06.1922 – 24.09.2019, Тĕмер), Катякова Матрена Михайловна (12.06.1926 – 08.10.2017, Тăвай), Толкова (Сорокина) Мария Яковлевна (26.12.1924 – 29.10.2018, Тăвай), Кумысова Серафима Спиридоновна (24.1271923 — 06.09.2011, Йăнтăрчă), Максимова Александра Григорьевна (27.12.1925, Тăрмăш).
Палăкăн пайĕсен пĕлтерĕшĕ. Танксене чарса лартмалли чĕрĕп (160х170 см). Вăл – виçĕ рельс татăкĕсенчен шăратса çыпăçтарнă ултă вĕçлĕ конструкци. Кун пек чĕрĕпсемпе иртнĕ вăрçăра тăшмансен танкĕсене чарса лартма анлăн усă курнă. Мускава хÿтĕленĕ çĕрте кăна нимĕç танкĕсене путлантарса лартма 40 пине яхăн çак хÿтĕ-лев хатĕрĕпе усă курнă. Чĕрĕп – шанчăклă сывлăха, хÿтĕлеве пĕлтерет. Вăл – хÿтĕлев чиккин символĕ!
Стелăна хăйне çÿлти вĕçĕсене шĕвĕртнĕ, пĕлĕтелле çĕкленекен икĕ П саспалли манерлĕ швеллерсенчен тунă, унăн çÿллĕшĕ 4,5 метр. Çак хĕç фронтри салтаксемпе тыл ĕçченĕсем çĕнтерĕве пĕрле туптанине пĕлтерет. Ку вăл – Çĕнтерÿ хĕçĕ. Кун пек символа Волгоград хулинчи «Родина-мать зовет!», Берлинти «Воин-освободитель», Магнитогорскри «Тыл — фронту» палăксенче мăнаçлăн кăтартнă.
Палăкăн çÿлти пайĕнче мрамортан туса хатĕрленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне вырнаçтарнă. Вăл стела çак вăрçăпа çыхăннине уçса парать. Ку орден иртнĕ вăрçăра паттăрсене чысламалли пĕрремĕш награда пулнă. Çавăн пекех вăл степеньлĕ орденсенчен пĕрремĕшĕ. Унăн тата тепĕр уйрăмлăхĕ — ытти орденсене награда илнĕ ветеран пурнăçран уйрăлса кайсан патшалăха тавăрса памалла пулнă пулсан (1977 çулччен), кăна çемьерех хăварнă. Пĕрремĕш наградăна Харьков енчи çапăçусенче палăрнă артиллеристсем тивĕçнĕ.
Чĕрĕп çинчи мрамор плити çине çапла çырнă: «Здесь с 25 октября 1941-го по 25 января 1942 года героическим трудом чувашских крестьян-колхозников была построена линия обороны». Кĕске предложенире питĕ анлă пĕлтерÿ: ăçта, хăçан, камсем мĕн тунă.
Палăк лаптăкне бетон плитасем сарса, йĕри-тавра пĕчĕк тимĕр юпасем лартса, вĕсене сăнчăрпа сыпăнтарса илем кĕртнĕ. Сăнчăрăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ — ку вăл ăрусен татăлми çыхăнăвĕ.
Çамрăксем аслă ăрăвăн паттăрлăхне манмаççĕ. Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем палăка пăхса тăрса тирпей-илем кÿреççĕ, хĕлле юртан тасатаççĕ. Кашни çулах кунта ытти шкулсен ачисемпе пĕрле çу уйăхĕн 7(8)-мĕшĕнче иртекен митингра «Живи и помни» юрă конкурсĕн çĕнтерÿçисем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Çамрăк йĕлтĕрçĕсем хÿтĕлев чиккипе Нÿшкассинчен стела патне çитиччен чупса тухаççĕ, 2005 çултанпа пине яхăн вĕренекен хутшăннă. Нÿшкасси, Элпуç, Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкасси, Тăвай ялĕсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене сума суса лартнă палăксем умĕнче митингсем ирттереççĕ. Çу уйăхĕнче велосипедсемпе тата автомашинăсемпе районти палăксем патĕнче пулса стела патне пуçтарăнаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхĕн çулталăкне халалласа шкулта çамрăк тĕпчевçĕсен отрячĕ ĕçлерĕ, кашни класс видеоролик, альбом пухса хатĕрлерĕ. Ÿкерчĕксен, сăвăсен, сюжетлă композицисен конкурсĕсенчи пахалахлă ĕçсемпе усă курса ятарлă кĕтес йĕркеленĕ.
Вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, аслă ăрури çывăх çыннисем çамрăксене иртнĕ вăрçăра паттăрлăх кăтартнă тыл ĕçченĕсене ялан асра тытма, вĕсенчен йывăр самантсене парăнтарма тĕслĕх илме вĕрентме тăрăшаççĕ.
Владимир ШАКРОВ
Тăвай сали