Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Афганистан чуна кĕрсе вырнаçнă

Афганистан чуна кĕрсе вырнаçнă

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа нарăсăн 15-мĕшĕнче 33 çул çитрĕ.


Канаш хулипе районĕнче афган вăрçин 400 ытла ветеран пурăнать. Вĕсен аса илмелли, чăнах та, çав тери нумай. Олег Кирилловпа Герман Николаев «афганецсем» редакци тĕпелĕнче хăйсен вăрçăра иртнĕ çамрăклăхне хумханса аса илчĕç.
Олег Кириллов Афганистана чи малтан кĕнĕ салтаксенчен пĕри. Унăн служба пусми çакăн пек: миномет наводчикĕ, рядовой, ефрейтор, аслă автоматчик. Афганистан уншăн 1979 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче пуçланнă.
— Çак çул Шупашкарти энергетика техникумĕнчен вĕренсе тухсан виçĕ çуллăха направленипе Саратова ĕçлеме ячĕç. Çамрăк, ют çĕрте, çумра атте-анне, тăвансем çук, пĕр пĕччен. Атăла шыва кайса кĕтĕм те — общежитие таврăнтăм, сĕтел çинче повестка выртать. Повесткăна июль уйăхĕнче кăна панă. Эпир виçĕ юлташчĕ, виçĕ ачаран мана çеç панă. Вĕсем 1960 çулта çуралнисем, эпĕ — 1959 çулта. «Ахăртнех, мана кĕркунне салтака илсе кайма хатĕрлеççĕ», — тесе шÿтлетпĕр çав. Çар комиссариатне килтĕмĕр те кантăкран повесткăна патăмăр, пире 16 ачана: «Документсене çеç тĕрĕслеместпĕр, сире салтака илсе каятпăр», — терĕç. Тĕлĕнсе кайрăмăр, çурхи призыв вĕçленнĕренпе 2-3 уйăх иртнĕ-çке-ха.
Облаçре медкомисси тухрăмăр. Мана атте-аннепе сыв пуллашма киле кайса килме те вăхăт памарĕç. Поездпа пĕр эрне кайрăмăр Туркменистана. Совет Союзĕн чи кăнтăрти хулине Кушкăна çитрĕмĕр. Унта пирĕн пек ачасем çав тери нумаййăн пуçтарăннă. Правительство ачасене Афганистана яма хатĕрлеме йышăну кăларнă пулнă. Пилĕк полк илсе килнĕ, кашнинче 2 пин çын. Пысăк комисси пуçтарăннă, кашни полкранах представительсем. Мана, танк çарĕсене яма палăртнăскере, пĕр майор тытрĕ те артиллери полкне çырса хучĕ. Служба пуçланчĕ. Специальноçпа техник электрик пулнă май мана полк электрикне лартрĕç. Ку енĕпе тата вĕрентĕм, хулана тухса çÿреме удостоверени пачĕç. Икĕ уйăхран пирĕн пата виçĕ десантник килчĕ, çÿллĕ, хитре, тĕреклĕ хăйсем. Вĕсемпе пĕрле капитан та пур. Вĕсен Узбекистанри Чирчик хулинче тăракан десант полкĕ валли ачасем пуçтармалла пулнă.
Эпĕ Шупашкарта энерготехникумра вĕреннĕ чухне парашют спорчĕпе туслăччĕ. Тăхăр хутчен сикме ĕлкĕрнĕччĕ.
Çак десантниксем патне пытăм та: «Итлĕр-ха, мана хăвăр пата илĕр-ха, эпĕ тахçанах десантник пулма ĕмĕтленнĕ, парашютпа та сиксе курнă», — тетĕп. Документ ыйтаççĕ те — ман удостоверени килте юлнă. Манран парашют çинчен пĕтĕмпех ыйтса пĕлчĕç, веçех тĕрĕс хуравларăм. Ман ята çырса хучĕç. Тепĕр эрнерен плацра пурне те пуçтарса строя тăратрĕç те список вулаççĕ. Списокра ман ят çук! Ăнсăртран тенĕ пек çакăнта генерал-лейтенант килнĕ. Мĕн тăвас, ман десантник пулас килет вĕт-ха. Ачасене суйласа илчĕç, вĕсен йышĕнче эп çук. Пĕр хăрамасăр ун умне çирĕппĕн утса пытăм та мана десантурăна яма ыйтрăм. Пурпĕрех десант çарĕсене лекрĕм. Ташкента илсе кайрĕç 1979 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче тревогăпа пурне те тăратрĕç те пĕтĕмпех çĕнĕ тумлантарчĕç, çĕнĕ хĕç-пăшал пачĕç. Çар аэродромĕнче пире вертолетсем кĕтсе тăраççĕ. Груз турттаракан Ми-6 вертолетсемпе пире каллех Кушка çывăхĕнчи пуш хире илсе кайрĕç. Казармăсенче вăрçăри пек режимпа пурăнма пуçларăмăр.
Селиванов комбат пире кĕçех Афганистана кайма пултарасси пирки систерчĕ.
Декабрь çитрĕ. 28-мĕш числара чăн-чăн çар тревоги параççĕ. Вертолетпа вĕçсе хăпаратпăр. Афганистанри пĕрремĕш хулана вĕçсе çитрĕмĕр. Вертолет заправкăра бака топливо тултарчĕ. Каçхине 8 сехетсенче Кандагара вĕçрĕмĕр. Кабулта Витебскри десантниксем тăраççĕ. Амин керменне илнĕ, — аса илчĕ Олег Витальевич.
Салтаксем çитсенех пĕр уйăх вăрçă курман, вĕсене концертсем кăтартнă, хăйсем те афганецсемпе çывăх хутшăннă. Ветеран каланă тăрăх, 1980 çулхи май уйăхĕ тĕлнелле пирĕн çарсем çухатусем тÿсме пуçланă. Боевиксем кашни кунах засадăсем йĕркеленĕ. Юлташсене çухатни моджахедсене тавăрас ту- йăма вăйлатнă.
Салтаксем 3-5 кунлăх çар рейчĕсене çÿреме тытăннă. Аманни, чирлени те пулнă. Олег сар чирпе чирленĕ — савăт-сапа, алă çума шыв пулман. Хĕç-пăшалтан тăтăш пенине те хăнăхса çитнĕ, хăрама пăрахнă.
Хăрав тепĕр çулталăкран, салтакран таврăнсан пуçланнă. Çĕрле начар çывăрнă, тĕлĕкре кăшкăрнă. Тухтăрсем тăрăх та çÿреме тивнĕ.
Олег Витальевич нумай çул автоколоннăра, Канашри 5-мĕш вăтам шкулта, электропогрузчиксен тата вакунсем юсакан заводсенче ĕçленĕ. Виçĕ çул Германире самолетсене пăхса тăнă. Çемье çавăрнă, ывăлпа хĕре — Димăпа Екатерина — çутă кун пилленĕ. Ачисем иккĕшĕ те шкула ылтăн медальпе, вĕренÿ заведенийĕсене хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Ашшĕ-амăшне мăнуксем парнеленĕ.
Канаш хулипе районĕнчен Афганистанри çапăçусене 623 ача хутшăннă, 18 яш пуçне хунă. 114 салтака Чăваш Ене цинк тупăкра илсе килнĕ. Кашни çулах нарăсăн 15-мĕшĕнче Совет Çарĕсене Афганистанран илсе тухнине халалласа хулари скверта асăну митингĕ иртет, пурнăçран уйрăлнисене аса илсе палăк умне чечек çыххисем хураççĕ. Олег Кириллов интернационалист салтак унта кашнинчех хутшăнать.
Афганистан ветеранĕсен Раççейри Союзĕн республикăри уйрăмĕн Канаш хулипе районĕнчи пайĕн ертÿçин çумĕ, пограничниксен пĕрлĕхĕн председателĕ, Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ Герман Николаев çак митингăн тĕп йĕркелÿçисенчен пĕри. вăл салтаксене мероприятие йыхравлать, тухса калаçать. Герман Петрович 1980 çулта Ăвăспÿрт Кипеч шкулне вĕренсе пĕтернĕ. ДОСААФ шкулĕн-че вĕреннĕ, виçĕ хутчен парашютпа сикнĕ, свидетельство илнĕ. Пĕр класра вĕреннĕ 12 яш пограничник пулма ĕмĕтленнĕ пулсан виççĕшне çак çара илнĕ.
— 1981 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче пире çар комиссариатне пуçтарчĕç, эпĕ 559-мĕш командăна лекрĕм. Пирĕн поезд хĕвел тухăçне çул тытрĕ, Узбекистанри Термез хулине çитрĕмĕр. Тăватă уйăх учебкăра пултăмăр, пире чикĕ сыхлама вĕрентрĕç, — аса илет Герман Петрович. Сăмах май, Олег Кириллов Герман Николевăн ентешĕсемпе Николай Кротовпа, вăл «За отвагу» медале тивĕçнĕ, тата Вячеслав Тимофеевпа, ăна «За боевые заслуги» медальпе наградăланă, пĕрле службăра тăнă.
Г. Николаева Афганистанри çапăçу вырăнĕсен карттине ÿкерме шаннă. Пĕр карттăна темиçе экземплярпа ÿкерме тивнĕрен çĕр çывăрман каçсем пайтах пулнă.
— Мана чикке куçарма ыйтса рапорт çыртăм. Икĕ уйăх чикĕре пулнă хыççăн Ташкургана (Афганистан) илсе килчĕç. 1982 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче чикĕ урлă каçрăмăр. Вырăнти халăхпа лайăхах хутшăнаттăмăр. Пирĕн тĕп задача тусем хушшинче хĕç-пăшал куçаракан каравансене тытасси, засадăсем йĕркелесси, рейдсемпе çар операцийĕсем ирттересси пулнă, — аса илет ентешĕмĕр.
Афганистан ветеранĕсен вырăнти уйрăмне Герман Петрович чылай çул ертсе пынă. Хула администрацийĕ Ленин паркне, халĕ Афганецсен скверĕ, афганец салтаксене мероприятисем ирттерме уйăрса панă. Ют çĕрте пуç хунă тăваттăмĕш ачана пытарнă чухне каччăсем парка йĕркене кĕртсе унта йывăçсем лартма тĕв тунă. Пирвайхи хурăнсене лартма вунă ытла çын, Женя львов, Валерий иванов тата ыттисем, килнĕ. Канмалли кун каçхине постамент туса лартнă. Н.М. Захаров тăрăшнипе кĕçех унта десантăн çар машинине вырнаçтарнă. Палăка 1994 çулхи майăн 8-мĕшĕнче уçнă. Сквера йĕркене кĕртес ĕçре 6-мĕш СУ, М.П. Дербенев, Л.П. Иванова, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Н. Михайлов, хула пуçлăхĕ А.Н. Константинов нумай пулăшнă. Республика 5 млн тенкĕ уйăрса панă. Палăк тавра тытнă картана вакунсем юсакан завод туса панă. Интернационалист салтаксем вĕсене пурне те чунтан тав тăваççĕ.
Çапла, вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Шел те, çын пурнăçĕ те ĕмĕрлĕх мар. Анчах та ентешсен паттăрлăхĕ çĕршыв, хула, район историйĕнче яланлăхах юлать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code