Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вăйлисем, хăюллисем ăмăртрĕç

Вăйлисем, хăюллисем ăмăртрĕç

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи кунĕ тĕлне районти культура ĕçченĕсем кашни çулах мĕнле те пулин интереслĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Кăçал та çаплах: çичĕ ял тăрăхĕнчен килнĕ патвар та маттур арçынсем, ĕнерхи салтаксем, пултарулăх конкурсĕнче тупăшрĕç. Программа тăрăх вĕсем малтан хăйсемпе паллаштарчĕç, çарпа çыхăннă ыйтусене хуравларĕç, унтан вара кашнийĕн хăйĕн пултарулăхне кăтартма тиврĕ. Конкурсантсем, сăмах май, пурте çар хĕсметĕнче пулнă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева, Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Руссков саламларĕç.


Конкурса хутшăннисен ăсталăхне уйрăм номинацисемпе хакларĕç. Акă Шăхасанта пурăнакан Андрей Дмитриев «Чăн-чăн хÿтĕлевçĕ» номинаци çĕнтерÿçи пулчĕ. Андрей Витальевич музыка енĕпе специальность илнĕ. Шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлет. Чечен Республикинче служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Виçĕ ача ашшĕ.
Карăклăра пурăнакан Виталий Осипов «Чи хăюлли» пулчĕ. Чăваш эстрадине кăмăллакансем ăна лайăх пĕлеççĕ. Унăн юррисем Чăваш наци радиовĕпе те тăтăшах янăраççĕ. Виталий хăй вăхăтĕнче «Альянс» ушкăн солисчĕ пулнă.
«Шанчăклă тыл» номинацие Çеçпĕлти Александр Михайлов тивĕçрĕ. Хальхи вăхăтра Александр Тимофеевич уйрăм предприниматель. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Кăвар чĕре» ушкăнра юрлаççĕ. Çичĕ мăнукĕ вĕсене хавхалану кÿрсе тăраççĕ.
Александр Никоноров, вăл Кăшнаруй ялĕнчен, «Юрă-кĕвĕ ăсти» ята тивĕçрĕ. Унăн купăсĕ е баянĕ кирек епле кĕвве те çепĕççĕн, чуна пырса тивмелле каланăн туйăнать. Александр Анатольевич Энтрияль вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ. Унсăр пуçне вăл Кăшнаруйĕнчи, Энтриялĕнчи пултарулăх коллективĕсене ертсе пырать. Вĕсен çемье ансамблĕ республика конкурсĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ.
Вячеслав Шпаков — «Çирĕп тĕллевпе пурăнакан» номинаци хуçи пулчĕ. Вăл Сиккассинчи культура çуртĕнче ĕçлет, «Асам» вокалпа инструментсен халăх ансамбльне ертсе пырать, юрă-кĕвĕ çырать. Тем те пĕр шутласа кăларас, ăсталас енĕпе çав тери маттур.
Александр Анатольевичпа Вячеслав Николаевич — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.
«Эрудициллĕ çын» — Уçырмари Сергей Новиков, «Чи харсăрри» — Атнашра пурăнакан Анатолий Кузьмин.
Конкурсантсене пурне те дипломпа тата асăнмалăх парнепе хавхалантарчĕç.
Районти культура çурчĕ çумĕнче нумаях пулмасть йĕркеленнĕ «Без проблем» вокалпа инструментсен ансамблĕн концертне (ертÿçи Иван Куропаткин), Андрей Дмитриев шăпах çак ушкăнăн солисчĕ, Константин Григорьев шăрантарнă юрăсене куракансем кăмăлласа йышăнчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *