Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шупашкарта Николай Гаврилов музейĕ уçăлнă

Шупашкарта Николай Гаврилов музейĕ уçăлнă

Шупашкарти 22-мĕш шкулта «Маэстро» позывной» музей уçăлнă. Ăна Раççей Геройне Николай Гаврилова халалланă.
Çĕнĕ музейпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Геройĕсем Вячеслав Бочаров, Юрий Недвига, Алексей Романов, Евгений Борисов тата ыттисем паллашнă. «Ку музей патриот воспитанийĕ парас ĕçре пысăк пулăшу кÿрет. Тăван çĕршыва юратас туйăмсене вăйлатать. Николай Федорович пек çынсен паттăрлăхĕ историе кĕрсе юлнă. Вĕсене пурин те, уйрăмах çамрăксен, асра тытмалла», — тенĕ Олег Алексеевич.
Музейра генералăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан япаласем: офицер тумĕсем, докуменчĕсем, наградисем, сăн ÿкерчĕкĕсем тата ытти вырăн тупнă. «Эпир хамăр ентешпе мухтанатпăр. Шкул ачисем унран тĕслĕх илеççĕ. Кадет класĕнче пĕлÿ илекен ачасенчен чылайăшĕ хăйсен шăпине çарпа, авиаципе çыхăнтарасшăн», — тенĕ шкул директорĕ Надежда Шестакова.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *